«Чăвашавтотранс» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн ĕçченĕсен умĕнчи ĕç укçин парăмне пĕтĕмпех саплаштарнă

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти пайĕсен ертӳçисемпе ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче 2017 çулта ĕçсĕррисене ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 386,8 млн тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Паянхи пурнăç таппинче кирлĕ специалистсене хатĕрлеме 1355 ĕçсĕр çынна вĕрентме янине, 15958 çынна ĕçпе тивĕçтерме май килнине пĕлтернĕ, вăл 81 процента çитнине каланă.  Ĕçпе тивĕçтернисен шутĕнче – ялти халăх 69,9 процент, 30 çула çитменнисем – 35,3 процент, ĕçсĕр тăрса юлнисене шута илнисене вара 5 процент вырнаçтарнă.  Сусăр çынсене те ĕçпе тивĕçтересси кулленех пурнăçланса пырать.  Кăтарту -1,6 процентпа танлашать.   «Ĕçсĕр тăрса юлнă тесе шута илнĕ хыççăн, вунă кун хушшинче вĕсене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшнă», - тенĕ Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕррисен шучĕ чылай чакса пынă. Кăтарту 8 процента çитнĕ.  Паянхи куна илес пулсан, предприятисемпе организацисенче 17 пин ваканси пуррине шута илнĕ.  Кун пирки хыпара министр Сергей Димитриев тепĕр хут çирĕплетсе каланă.  

Ку хутĕнче Михаил Игнатьев «Чăвашавтотранс»  ГУП  ĕçченĕсем пирки те кăсăкланнă.

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов лару-тăру предприятинче ырă енне улшăнса пынине пĕлтернĕ, 62 млн парăм пĕтĕмпех кредит шучĕпе саплашăннине пĕлтернĕ.  «Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕччен, шалу укçине парса татма тăрăшмалла.  Резерв ун валли пур.  Уявсенче предприяти сахал мар тупăш пуçтарнă.  Кулленхи ĕç халăха вăхăтра ĕç укçипе тивĕçтерме витĕм кӳрет», - тенĕ министр.

Регион Ертӳçи предприятисемпе организацисене ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçипе тивĕçтернине çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  Парăмсем пуçтарса яма юраманнине асăннă.  Паян планеркăра çитес çывхарса килекен уявсем пирки те чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов хăйĕн сăмахĕнче Раççей кунĕнче тĕп тема халăхăн пĕрлĕхĕ пулса тăнине, çĕршывра пурăнакансене пĕр чăмăра пухма хистенине асăннă.   Тĕп мероприяти Шупашкар хулинче Хĕрлĕ лапамра  иртĕ.  Ун чухне торжествăлла пай тата уяв концерчĕ пулассине те çирĕплетнĕ.  Уявра 20 тĕрлĕ халăх хутшăнма кăмăл тунă.

Районсенче пулакан ĕçпе юрă, спорт уявĕ «Акатуй»  («Сабантуй») кăçал çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçланать, 15 районта уяв кĕрлĕ.  Республика кунĕнче, Пăрачкав районĕнче çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пысăк мероприяти пулĕ.   Пĕтĕмпе 300 ытла пысăк мероприяти Раççей кунне тата «Акатуй» уявĕсене халалласа  регионта палăртса хунине асăннă министр çумĕ.

Михаил Игнатьев  тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркине пăхăнса пыма, туслăн ĕçлесе пурăнма вĕрентет çак уяв тесе асăннă.  Регионти халăх пĕрне-пĕри ăнланса яланах килĕштерсе пурăннине палăртнă.  Раççейри кашни çыншăн уйрăмах паллă уяв. Çĕршывӑн чи çĕнĕ историйĕн тапхăрĕнче çу­рал­нă­­с­кер, вăл пĕ­тĕм наци пĕрлĕхне, халăхăн ăс-хакăлпа культура йă­ли-йĕр­ки ăру­­­ран-ăрăва йĕркеллĕн куçса пынине, Тăван çĕр­шыв шăпишĕн кашниех яваплине сăнар­лать тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май. 



05 июня 2017
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter