Çĕпĕрте чăвашлăха аталантарасси пирки калаçрĕç

Иркутскри Молчанов-Сибирский ячĕллĕ патшалăх тĕпчев библиотекинче «Çĕпĕр тăрăхĕнче чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварас» ятпа çавра сĕтел иртрĕ.

Канашлăва пурĕ 11 регионтан çитнĕ чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç. Культурăна аталантарас тĕлĕшпе патшалăх еплерех витĕм кÿнине Иркутск облаçĕн ертÿлĕхĕнчи управлени ертÿçи Ольга Куриленкова каласа пачĕ. Вăл пухăннисене влаç тытăмĕ культура шайне аталантарма май туса памаллине пĕлтерчĕ.

Чăваш Респубиликин культура, национальнăçсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев Иркустк облаçĕпе ку енĕпе алă пусса килĕшÿ туни çинче чарăнса тăчĕ,Чăваш Енри культура аталанăвĕ пирки тата малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов паянхи конференцие чăвашлăхшăн çунакансем пуçтарăннине пытармарĕ, чăваш чĕлхине аталантарас ĕçе çамрăксене ытларах хутшăнтармалли çинчен каларĕ, патшалăх пулăшăвĕсĕр чăваш культурине аталантарма çăмăлах маррине те систерчĕ. ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев конгресс палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пынине каларĕ.

Çак кунсенче Çĕпĕр тăрăхĕнче пурăнакансем патне ырă хыпар çитрĕ. «Орион-телекарта» пулăшнипе кунти чăвашсем «Чăваш ен» наци телевиденине курма пултараççĕ. Çакăн çинчен те калаçрĕç "çавра сĕтеле" çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă йăхташсем.

Чăвашлăхпа çыхăннă ытти тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç канашлура.

Çакăн пек тĕл пулусене час-часах ирттерме калаçса татăлчĕç.Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче вара Байкал хĕррине Акатуя килнисем Чăваш культурин тата Иркутск хулин уявне хутшăнĕç.

(Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики)

 



06 июня 2017
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter