Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Горький чукун çулĕн - «Раççей чукун çулĕсем» АУО филиалĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Горький чукун çулĕн - «Раççей чукун çулĕсем» АУО филиалĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Чăваш Республики урлă иртекен чукун çул транспорчĕпе халăха турттарасси пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.  Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина,  Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ  Владимир Иванов тата ытти ертӳçĕсем пуçтарăннă.    

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Горький чукун çул ертӳлĕхĕпе конструктивлă майпа ĕçлĕ çыхăнусем тĕвĕленнине палăртнă.  Анатолий Лесун регионта мĕнпур тытăмри влаçсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленине палăртнă.   Ку хутĕнче ертӳçĕсем финанс ыйтăвĕсене те хускатнă.  Килнĕ хăна Вăрнар тăрăхĕнчи чукун çул урлă каçса çӳремелли çул пирки  сăмах пуçарнă, ăна пăрахăçлама тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Темиçе çухрăм аякрах тепĕр  çул объектне уçма палăртнине асăннă.

Ку ыйтăва итленĕ хыççăн, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Владимир Иванова вырăна тухса тĕрĕслеме хушнă. Халăхăн хăрушсăрлăх ыйтăвне муниципалитетăн та çивĕч тĕрĕслевре тытмаллине асăрхаттарнă.  Тĕлпулăва пухăннисем ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Фоторепортаж



07 июня 2017
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter