«Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕн округри тапхăрĕ пĕрремĕш хут Чăваш Республикин тĕп хулинче иртет

 Палăртнă мероприяти  çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче  Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта «Раççей регионĕсем - ӳсĕмсем тумалли çĕнĕ майсем» ятпа иртекен  Х-мĕш экономика форумĕнче пулать.   «Бизнес-Ăнăçу» Наци премине ирттерме Чăваш Республикине ăнсăртран суйласа илмен.  Регион пуçласа Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе 2017-мĕш çулта иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

«Пире Чăваш Республики ырă енпе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе ячĕ.  Регион пур ĕçсемпе те ӳсĕмпе палăрса тăрать.  Пĕрле ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынине кура, республикăра пысăк çитĕнӳсем пулни куçкĕретех.  Çакă шăпах та, вĕсене иккĕмĕш вырăна тухма май пачĕ.  Пуласлăхра, кĕçех çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче те Шупашкарта ирттерекен «Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕнче çĕнтерӳçĕ пуласси те никама та иккĕлентермест.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем хăйсем каласа кăтартĕç, епле ӳсĕмсем тума май килни пирки», - тенĕ «ОПОРА РОССИИ» президенчĕ Александр Калинин.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çапларах каланă:  «Бизнес-Ăнăçу» Наци премине Чăваш Енре ирттерни – регион аталанса пымалли тĕрĕс курс тытса пынине çирĕплетет.  Эпир питĕ хавас,  çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăмăрăн пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартма  май пулнишĕн.  Каласа хăвармалла, ӳсĕмсемпе паллах, патшалăх пулăшăвĕсемсĕр палăрма хĕн.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансем кулленех патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ, инвестици хывас ĕç те курăмлă пулса пырать», - тенĕ вăл.

Вăл çавăн пекех, республика Правительстви пĕр ушкăнра килĕшсе, патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем бизнес-пĕрлешӳсемпе тухăçлă ĕçлесе пынипе – Раççейри 85 субъект хушшинче Чăваш Республики Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе,  кĕске вăхăт - виçĕ çул хушшинче 9-мĕш вырăнтан 2-мĕш вырăна çитнине, регионти кашни виççĕмĕш тенки вак тата вăтам предпринимательсен витĕмлĕхĕпе пулса пынине палăртнă.

Чи вăйлă кăтартуллă ĕçлесе пыракан бизнесменсем, Атăлçи тăрăхне кĕрекен регионсем «Ылтăн домкрат» конкурсăн символне тата парнине çĕнсе илессишĕн тупăшĕç.  Ун чухне тӳлевсĕр бизнеса вăй илтерме пулăшассипе тĕрлĕ вĕренӳ пайĕсем пулĕç, реклама, PR-пулăшу, партнерсенчен сертификатсем тивĕçĕç, пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен профессионаллă куравсемпе паллашма май пулĕ.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх мала тухнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсем 1 миллион  тенкĕ хăйсен территорийĕсене аталантарма тивĕçĕç.

Вăл кун мероприятийĕн территорийĕнче бизнесменсем, финанс тытăмĕнче вăй хуракансем, инвесторсем, экспертсем, журналистсем, влаç тытăмĕнче тăрăшакансем,  тĕрлĕ обществăлла организацисен представителĕсем хăйсемпе паллаштарма, çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартма пултарĕç.

Мероприятине хутшăнма кăмăл тунисен çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕччен заявка тăратмалла.  Мероприяти тӳлевсĕр  иртет.

Конкурссем, ĕçлĕ программăсем, мастер-классем мероприяти планĕпе килĕшӳллĕн пулĕç.    Чаплă мероприятине тĕнчери чи паллă бизнес-тренерсем хутшăнасси те паллă.   Пĕр сăмахпа каласан, предпинимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсем валли сахал мар паллашусем кĕтеççĕ.

«Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕ пирки кĕсен калас пулсан,  вăл 2011-мĕш çулта йĕркеленнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем – предпинимательсене аталанса пыма пулăшасси,  муниципалитетсенче ĕçлекенсен пысăк кăтартăвĕсене хакласси, обществăшăн предпинимательлĕх тытăмĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртасси.   

Мероприятийĕн йĕркелӳçи – «ОПОРА РОССИИ», стратеги пуçарăвĕсен Агенстви, Раççей Федерацийĕн Общество палати, «РТС тендер» Раççейри электронлă площадка

Наци премийĕн канашĕн председателĕ – Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов.



07 июня 2017
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter