Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «МолГород» регион шайĕнчи Çамрăксен форумне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă

 

Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «МолГород» регион шайĕнчи Çамрăксен форумне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă.  Ăна ку хутĕнче «Буревестник» кану базинче йĕркеленĕ.      

 

Чи малтан регион Пуçлăхĕ мероприяти йĕркелӳçисене, форума хутшăнакансене, хăнасене тав тунă, ăнăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.  Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ регионта пуçаруллă çамрăксене аталанса пырас тĕлĕшпе кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине палăртнă.  Предпринимательлĕх пайне те аталанса пыма курăмлă инфратытăма аталантарса пынине асăннă, нормативлă право бази çĕнелсе вăй илнине, административлă барьерсем пачах та пулманнине, пĕр сăмахпа каласан укçа-тенкĕ енчен те патшалăх пулăшăвĕ те  сахал мар куçнине пĕлтернĕ.  Çак ĕçсене пĕтĕмпех çамрăксене бизнеса явăçтарас тĕллевпе пурнăçланине каланă Михаил Игнатьев.  «Сире валли пĕтĕм тĕнче уçă. Мĕнпур условисем çителĕклĕ.  Чи кирли хăвăрăн ума тĕрĕс тĕллевсем лартасси, ăнăçусем патне кулленех ăнтăласси.  Яланах çĕнтерӳ тума май пур.  Эпир çамрăксене ĕненетпĕр, вĕсене шанатпăр, кирлĕ пулсан витĕм кӳме те хатĕр», - тенĕ вăл.      

Раççейри çамрăк предпринимательсен центрĕн ертӳçи Михаил Колтунов çамрăксемпе ĕçлекен Федераци Агенствин тата хăй ячĕпе пухăннисене ăшшăн саламланă.   «Сирĕн çакăн пек республикăн ăста Ертӳçи Михаил Игнатьев пулнишĕн мăнаçланмалăх та пур. Регионта çамрăксене валли инфратытăм çирĕп аталанса пырать.  Раççейре Чăваш Ен тĕлĕнмелле чаплă регион шутланать», - тенĕ вăл. 

Хăнасене тата пухăннă мĕнпур ентешсене Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков,  «Галактика» ТМЯО генеральнăй директорĕ Николай   Герасимов, «МолГород-2017» регионти форумăн ертӳçи Станислав Трофимов саламланă.

Республика Пуçлăхĕ форумра хатĕрлесе тăратнă тĕрлĕ курав ĕçĕсемпе паллашнă.  

«Эсĕ – предприниматель» текен вырăнта республика Пуçлăхĕ форума хутшăннă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă.   Вĕсене вăл регионăн экономика аталанăвĕ çинчен кĕскен каласа кăтартнă.  Çамрăксем валли кулленех предприятисемпе организацисенче пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленине асăннă.

«Кашни çынăн хăйне килĕшекен професси суйласа илмелле. Эпир пуçаруллă яш-кĕрĕме яланах хавас. Вĕсем пире тĕрлĕ влаç органĕсенче те кирлĕ. Мĕнпур ĕçе таса чунпа яваплăха туйса пурнăçлама тăрăшăр.  Ун чухне кĕтсех тăрăр – ăнăçу пулать. Пирĕн тĕллев – региона, çĕршыва аталанма витĕм кӳресси», - тенĕ вăл.  Регион шайĕнче çамрăксем хушшинче мала тухнисене  Чăваш Ен Пуçлăхĕ дипломсем парса хавхалантарнă. «Ăнăçлă старт»  конкурс çĕнтерӳçи Денис Юрков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре бизнес валли условисем лайăх пулнине каланă, пĕчĕк бизнесран утăм хыççăн утăм туса çитĕнӳсемпе палăрса пысăк бизнеса çитме те питĕ меллĕ тенĕ. 

Сакăр çул хушшинче Форум ĕçне пĕтĕмпе  8 000 яш-кĕрĕм хутшăнма кăмăл тунă.   Кашни çулах Раççейри 12 регионтан килнĕ çамрăксем хаваспах форума хутшăнса хăйсен кăмăлне тултараççĕ. Тĕнчери 12 çĕршывран та хăнасем пуçтарăнаççĕ.

Кăçал форума 14 çултан пуçласа 30 çула çитнĕ çамрăксем 1000 яхăн пухăннă.

Фоторепортаж



07 июня 2017
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter