Шупашкарта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи патшалăх влаç органĕсенче информацие хӳтĕлессипе ĕçлекен тĕп подразделенийĕсен ертӳçисемпе методика канашлăвĕ иртет

 Çĕртме уйăхĕн 7-8-мĕш кунĕсенче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи патшалăх влаç органĕсенче информацие хӳтĕлессипе ĕçлекен тĕп подразделенийĕсен ертӳçисемпе методика канашлăвĕ иртет.

Паянхи канашлу ĕçне РФ  ФСТЭК Управленийĕн  Атăлçи федераци округĕнчи ертӳçи   Павел Максяков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хутшăннă.

Пĕрремĕш кунхи канашлăва пухăннисене Юрий Васильев чăваш çĕрĕ çине  килсе çитнĕшĕн тав тунă.   Кĕскен  вăл республикăра пулса иртекен ырă пулăмсем çинчен каласа кăтартнă, тĕп çитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă.  Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ырă хыпарсенчен пĕри – регион РФ 85 субъекчĕ хушшинче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе малти вырăнта тăрать.  Сывлăх сыхлавĕн пайĕнче те пысăк çитĕнӳсем пулни куçкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Раççей регионĕсемпе танлаштарсан, пирĕн республика экологи тасалăхĕн кăтартăвĕпе те ыттисене кая хăварса мала тухни пурсăмăра та республикăра пурăнма хавхалантарать тенĕ Ертӳçĕ Юрий Васильев.   Палăртма кăмăллă, Шупашкар Раççейри хуласемпе танлаштарсан, икĕ хут та чи хăтлă та тирпейлĕ хула пулса тăчĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене  сӳтсе явнă май, Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче информаци  хăрушсăрлăхĕ паянхи пурнăç таппинче çав тери актуаллă пулнине асăннă. Ыйтăва кулленех кун йĕркинче тытса тăмаллине палăртнă. «Пирĕн профессионаллă ĕçрен шăпах та çак ыйту мĕнле пурнăçланса пыни килет», - тенĕ. Методика ларăвне пухăннисене пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашма, тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.    

Раççей ФСТЭК Управленийĕн Атăлçи федераци округĕнчи ертӳçи Павел Максяков Шупашкарта çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн республика ертӳлĕхне ырласа тав сăмахĕсем  каланă. «Эпир паян паянхи канашлура пĕр-пĕрин паха опычĕпе кăна паллашмăпăр, çĕнĕрен вăя кĕнĕ ĕç хучĕсене те пăхса тухатпăр, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассишĕн те çĕнĕ çул-йĕрсем шырăпăр», - тенĕ вăл.   Сăмаха май, Атăлçи федераци округне кĕрекен патшалăх влаç органĕсенче çӳлерех асăннă тĕп ыйтупа кирлĕ пек шайра лайăх ĕçлесе пынине каланă.  «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев  РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи информаци тытăмĕн хăрушлăхсăр ыйтăвĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн членĕ пулса ĕçлет. Координаци канашĕн активлă членĕ пулнă май, вăл яланах республикăри ыйтусене татса парассишĕн кăна çине тăмасть, Атăлçи тăрăхне кĕрекен субъектсенче те лару-тăру аван пултăр тесе тăрăшать.  Яланах конструктивлă сĕнӳсем парать.  Эпир вăл тăратнă сĕнӳсене РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи информаци тытăмĕн хăрушлăхсăр ыйтăвĕпе ĕçлекен Координаци канашĕнче кăна пăхса тухмастпăр, федераци службисенче те тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр», - тенĕ сумлă хăна. 

Раççей ФСТЭК Управленийĕн Атăлçи федераци округĕнчи ертӳçи Павел Максяков хăйсен Управленийĕн ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçине Юрий Васильева пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленĕшĕн ырласа тав тунă.

«Эсир хăвăра шанса панă ĕçе пысăк професси шайĕнче пурнăçлани куçкĕретех.  Нумай çулсем хушши пухнă паха ĕç опычĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх.  Пысăк тавракурăмлă Ертӳçĕ пулнине Чăваш Республикинче информаци хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ кирлĕ пек шайра пурнăçланса пыни хăйех çирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.

Паянхи ларăва пухăннисем кулленхи пурнăçра тухса тăракан  çивĕч ыйтусене тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж



07 июня 2017
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter