Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани

Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир чӑтӑмсӑррӑн пулӑшу кӗтекенсене – сусӑрсемпе вете­рансене, сахал тупӑшлисемпе нумай ачаллисене, йывӑр пурӑ­накан ҫынсене – алӑ тӑсса паратӑр. Ҫак пархатарлӑ тивӗҫ сиртен кашнинех ырӑ та хӗрхенӳллӗ, тӑрӑшуллӑ та тимлӗ тата тарават чунлӑ пулма хистет.

Сирӗн лайӑх шайри ӗҫӗр, ырӑ кӑмӑлӑр тата ҫынна ҫын вы­рӑнне хурса хисеплени кӑткӑс та яваплӑ тӗллевсен пӗтӗм комплексне татса пама пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Правительстви социаллӑ сфера валли ҫулсерен миллиарчӗ-миллиарчӗпе укҫа-тенкӗ уйӑрать, кашни чӑннипех пу­лӑшу кӗтекен ҫын ӑна илме пултартӑр тесе тӑрӑшать.

Республикӑра пурӑнакан ҫынсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ паян социаллӑ тӗрлӗ тӳлев илсе тӑрать. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑ­вӗ­сене тивӗҫтерекен патшалӑх учрежденийӗсем хевтесӗр тата хӳтлӗхсӗр граждансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Сире професси ӑсталӑхӗшӗн, тимлӗ пулнӑшӑн тата суйласа илнӗ ӗҫе парӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл-туйӑм тата пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                  Михаил Игнатьев



08 июня 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter