Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) Наци чемпионачĕн финалĕнче мала тухнă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă

 

Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) Наци чемпионачĕн финалĕнче мала тухнă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă.

 

Çавра сĕтел мелĕпе иртнĕ калаçăва пухăннисем ăмăртусене çамрăксене епле хатĕрлени çинчен, ăнăçусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.    

Аса илтеретпĕр, ăмăртусем Краснодар хулинче çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхăн 19-мĕшĕччен пынă.  Чăваш Республикинчен ăмăртусене кайнă студентсем ултă медаль илсе килнĕ.  Пĕтĕм Раççей олимпиадинче республикăра пурăнакан икĕ çамрăк çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ.   

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене саламланă, яш-кĕрĕм Федераци тата пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен çивĕч ăмăртусенче мала тухса Чăваш Республикин чысне çӳлерен те çӳле çĕкленине палăртнă.   «Енчен те çитĕнӳсемпе палăрнă пулсан, малашне те лăпланса ларма юрамасть тата та пысăкрах ӳсĕмсемпе палăрассишĕн вăя хурса тăрăшмалла», - тенĕ республика Ертӳçи.  Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри - çамрăксем мал ĕмĕтлĕ пулни пурне те савăнтарать. «Паянхи пурнăç таппинче çамрăксем яланах ĕç рынокĕнче кирлĕ.  Вĕсене мĕнпур предприятисемпе организацисенче хапăл тусах йышăнаççĕ.  Енчен те тарăн пĕлӳ илетĕр пулсан, яланах ĕçе вырнаçма пултаратăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче çапларах каланă: «Пирĕн çамрăксем Раççей шайĕнче пысăк çитĕнӳсемпе палăраççĕ пулсан, апла пулсан регионта вĕсене хăйсен ăсталăхне туптама çителĕклĕ условисем пуррине çирĕплетет», - тенĕ.  Сăмаха май, Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕнче те вĕренӳ пайĕ пирки тĕплĕн палăртса хăварнине асăннă. Раççейри чи пысăк кăтартуллă, инфратытăм вăй илнĕ регионсене уйрăммăн палăртнине пĕлтернĕ. Шăпах та вăл тĕслĕх шутне Чăваш Республикине асăннă, малта пыракан регион тесе каласа хăварнă.   

Студентсем хăйсен паха опычĕсем пирки каласа кăтартнă, ăмăртусенчи уйрăм самантсем çинчен чарăнса тăнă.

Шупашкарти экономика-технологи техникумĕн мастерĕ Анжелика Углева ăмăртура «Апат пĕçерекен ĕçĕ» номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.  Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Правительство ертӳлĕхне, колледж администрацине «Çамрăк профессионалсем» юхăмне аталантарма пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнни, пирĕн ăсталăха тупса палăртма май парать тенĕ вăл.

«Кондитер ĕçĕ»  номинацире мала тухнă, Шупашкарта техникумра 3-мĕш курсра вĕренекен Евгений Краснов пухăннисене хăй ăсталаса калăпланă пылак çимĕçпе хăналанă.  Пуласлăхра яш ача пылак çимĕçсем ăсталассипе предприяти уçма тĕллев лартать.  Чи пĕлтерĕшли – пылак таварсене пĕтĕмпех вăл экологи енчен таса хатĕрсенчен тирпейлет.

Пуçаруллă çамрăксен проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси – Чăваш Ен Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри шутланать тесе каланă Михаил Игнатьев.  Регионта бизнес уçма меллĕ,  патшалăх финанс енчен сахал мар пулăшупа тивĕçтерет, консультаципе те витĕм кӳме тăрăшать.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăка хăйĕн шухăшланă ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрсах ĕçлеме чĕнсе каланă, республикăра чăнласах та организацисем уçма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ тесе тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă.

Шупашкарти экономика технологи колледжĕнче  з курсра ăс пухакан Виктор Никитчук «Электроника» номинацире виççĕмĕш вырăна тухнă.    Çамрăк ытларах ăмăртусене хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă, çав тери пысăк технологиллĕ хатĕрсем пулнине ырласа каланă, шăпах та, вĕсем ӳсĕмсем тума пулăшнине палăртнă.  «Пуласлăхра манăн регионта малта пыракан предприятисенче: «ЭКРА» тата «ЭЛАРА» заводсенче ĕçлес килет», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне студент.

«Раççей шайĕнче те пирĕн ĕçлеме условисем лайăх. Чăваш Республикине нацийĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕсем тавракурăмлăха ӳстерме килеççĕ», - тенĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ, Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ  Алексей Судленков.  

Мероприяти мала тухнисене регион Ертӳçи Михаил Игнатьев тав çырăвĕсемпе тата  Чăваш Республикин символикиллĕ алла çыхмалли сехетсем парнеленипе вĕçленнĕ.

Çак кун Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсен ĕçĕсемпе те кăсăкланнă.  Аса илтеретпĕр, пирĕн çĕршыв WorldSkills юхăмне 2012-мĕш çулта кĕнĕ.  Çак кĕске вăхăт хушшинче Чăваш Ен çамрăкĕсем   мероприятисене хастар хутшăнни куçкĕретех.  Чи пахи вара – тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнӳсемпе палăрни. 

Кăçалхи Наци чемпионатĕнче Чăваш Ен çамрăкĕсем ултă медале тивĕçнĕ.  Пурĕ чемпионата тĕнченри 24 çĕршывран 1300 яш-кĕрĕм хутшшăннă.

Фоторепортаж



08 июня 2017
06:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter