Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Стратеги аталанăвĕ тата приоритетлă проектсем енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ

 

 Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Стратеги аталанăвĕ тата приоритетлă проектсем енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ.  Çынсен капиталне ӳстересси, Раççей экономикине çирĕп аталантарасси, пирĕн граждансен пурнăç условийĕн шайне хăпартасси тесе Питĕрте иртнĕ пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çапларах каланă сăмахсенчен пуçланă ларăвăн ĕçне регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.

 

«Çак ыйтусене татса парасси – приоритетлă плансене пурнăçа кĕртсе пырассипе яваплăха туйса ĕçленинчен пирĕнтен кашнинчен пĕтĕмпех килет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Вăл çакăн пекех республикăри тĕрлĕ влаç органĕсенче ĕçлекенсем обществăлла организацисемпе, бизнес-пĕрлешӳсемпе, регионта пурăнакансемпе кулленех тачă çыхăнса ĕçленине асăннă.  Куçа-куçăн тĕл пулса пӳплени, кăлтăксене вăхăтра тупса, ăна сирсе яма пулăшать тенĕ.

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисемпе Наци рейтингĕн инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Раççейри 85 субъект хушшинче Чăваш Республики  хисеплĕ 2-мĕш малти вырăна тухнине пĕлтернĕ.  Рейтинг пĕтĕмлетĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак хаклава чиновниксем палăртмаççĕ, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем пĕтĕмлетеççĕ.  Ыйтăмра 400 пин предприниматель хутшăннă.

Инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республики хăйĕн позицине çултан çул пысăк темпа ӳстерсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Кăçал регион рейтингра 271,2 балл пухнă. «Эпир ăнланатпăр регионăн резерв пуррине тата та лайăхрах ĕçлеме пултарассине», - тенĕ Михаил Игнатьев

Республикăра харпăр хăй пурлăхне регистрацилессине ĕç-пуç кăштах айванланни сисĕнет.  Вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх, муниципалитет пулăшăвĕсене парас йĕркесене кăштах ансатлатмаллине палăртнă канашлăва пухăннисем.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ регионĕсем хушшинче ăмăртса ĕçлесси çивĕчленсех пынине каланă.  2017 çулта  Наци рейтингĕнче Раççейри 51 регион хăйсен кăтартăвне хăпартма пултарнине пĕлтернĕ.

«Пирĕн бизнес-представительсемпе ытларах тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлессишĕн çине тăрса ĕçлемелле.  Пĕрне-пĕри пулăшмалла, хисеплемелле, кирлĕ сĕнӳсемпе вăхăтра тивĕçтермелле.  Пирĕншĕн кашни предприниматель хаклă.  Шăпах та, вĕсем халăх валли ĕç вырăнĕсем хатĕрлеççĕ», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.  Республикăри район, хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсене вырăнта предпринимательсем валли аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратас ĕçе  тĕплĕн пурнăçламаллине асăрхаттарнă. Хăйсене шанса панă муниципалитетсенче çирĕп йĕрке яланах пулмаллине те чĕнсе каланă.

РФ приоритетлă ĕçсен стратегиллĕ аталанăвĕ «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» транспорт инфратытăмне  комплекслă аталантарассипе 2018 çулсем таран йышăннă программăна тĕпе хурса,  Шупашкарти объектсем епле пурнăçланса пыни çинчен те чарăнса тăнă, 2025 çулсем валли пăхса хăварнă ĕçсене тишкернĕ.  

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ  Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче, 2025 çулччен пĕтĕмпе программăна пурнăçа кĕртме  12,2 млрд тенкĕ уйăрнине асăннă. Кăçал программăпа килĕшӳллĕн, республикăра 117 объекта хута яма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.

Шупашкарта транспорт инфратытăмне комплекслă аталантарассипе йышăннă программăпа объектсене хута ярас ыйтăва халăхпа пĕрле тĕплĕн сӳтсе явнине палăртнă министр.  Ăçта тата хăш вăхăтра мĕнле объектсенче маларах ĕçе тытăнмалли пирки те сахал мар сĕнӳсем тăратнине пĕлтернĕ.

Ыйтусене пĕтĕмпех шута илнĕ хыççăн, кăçал тата пиллĕк объектра  çул-йĕр строительствин ĕçне палăртса хунине асăннă.

Регионта пĕр чăмăра пухăнса ĕçленипе, демографи лару-тăрăвĕ те ырă енне улшăннипе тата ытти ĕçсем лайăх пурнăçланнăшăн Чăваш Ен çӳлерех асăннă программăна хутшăнма пултарчĕ,  федерацирен 625 млн хушма укçа-тенкĕне тивĕçрĕ тесе каланă Михаил Игнатьев.  Çак укçана Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи çулсене тирпейлеме куçарма палăртнă.  Тен вара çулсем çинче пулакан инкексен йышĕ те чакасси куçкĕретех пулĕ.

 Канашлу вăхăтĕнче вĕренӳ пайĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки те чарăнса тăнă, пысăк технологисене тĕпе хурса, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан специалистсене хатĕрлесе кăларас ыйту çинчен чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев промышленноç пайĕ валли специалистсем хатĕрлесе кăларассипе пăхса хăварнă регионти стандартсем çинчен каласа кăтартнă.   2020 çулсем тĕлне техникумсемпе колледжсенче 81 процента яхăн çак стандартсене пăхăнса специалистсем хатĕрлесе кăларассине шанса каланă. Питĕрте иртнĕ пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче РФ субъекчĕсемпе танлаштарсан, вăтам професси пĕлĕвне аталантарас ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республики малти вырăна тухнине пĕлтернĕ министр.

Ертӳçĕсем сывлăх сыхлавĕнчи ыйтусене сӳтсе явнă, медицинăра цифрăллă технологисене  анлăрах вăй илтерессишĕн ĕçлемеллине каланă.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ çумĕ Светлана Ананьева хăйĕн докладĕнче, 2018 çул тĕлне мĕнпур медицина ĕçченĕсем электронлă майпа ĕç хучĕсене йĕркелесе пырассине пĕлтернĕ.  Паянхи пурнăçра ытларах сипленме килнисемпе калаçмалла, вĕсене тĕрлĕ  медицина пулăшăвне тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла.  Пулса тухать тепре чухне çакăн пек, медицина ĕçченĕсем пулăшу парас вырăнне, ытларах хут çине çырса вăхăта  тăсса яни те.  Телемедицина технологи пирки те канашланă, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртесси çинчен чарăнса тăнă.  Ача тата вĕсен амăшне пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйту та кун йĕркинчех.  Кăтарту та çук мар,  регионта пĕчĕк пепкесем вăхăтсăр пурнăçлан уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йăнăш мар.  Пĕлтĕр Раççей шайĕнче Чăваш Республики ырă енпе палăрчĕ.  Малашлăхра та çак ĕçсене япăхлатма юрамасть, лайăхрах пурнăçлассишĕн çине тăрса таса чунпа, яваплăха туйса ĕçлемелле. 

«Монохула» приоритетлă программăн стратеги аталанăвĕ пирки сăмах пуçарнă. Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисен ертӳлĕхĕсене критиклесе хăварнă.   Программăпа тĕплĕн ĕçлеменни сисĕнет. Çитменлĕхсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ эрне хушшинче ĕç хучĕсене  ятарлă условисене пăхăнса йĕркене кĕртме  хушнă.

Фоторепортаж



09 июня 2017
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter