Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ конкурсра Муркаш районĕ тата Патăрьелсем мала тухса диплома тивĕçнĕ

 

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ конкурс ĕçне пĕтĕмлетнĕ, « Обществăлла финанспа пĕлсе чи ăнăçлă ĕçлекен муниципаллă пĕрлешӳ» ята тивĕçнисене палăртнă.   Асăннă конкурсра Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ 2-мĕш степеньлĕ диплома, Патăрьелсем – виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

 

Конкурс йĕркелӳçисем палăртнă тăрăх, кăçал ăмăртусене пĕтĕмпе 260 заявка тăратнă.  Пурĕ РФ 64 субъекчĕсенчен муниципалитет пĕрлешĕвĕсем хутшăннă.  Ăмăртăва хутшăннисене 69 тĕрлĕ кăтартупа хакланă.   Финанс ыйтăвĕсемпе пĕлсе ĕçленине, муниципалитет пурлăхĕсемпе тухăçлă усă курнине, кадр ыйтăвне епле пурнăçланине, пĕр сăмахпа калас пулсан, муниципалитетсен мĕнпур ĕçне тĕплĕн пăхса тухса хакланă.

 Çак конкурса Раççейре 2007-мĕш çултан пуçласа «Бюджет» журнал йĕркелесе пырать.  Вĕсем Раççей финансĕсен пĕрлешĕвĕсемпе тачă çыхăннă, РФ Федераци Канашĕн витĕмлĕхĕ те пысăк.  Конкурс комиссийĕн членĕсем: РФ Федераци Канашĕн, РФ Патшалăх Думин представителĕсем тата Раççей Федерацин Финанс министерствин ĕçченĕсем.

Унăн тĕп партнёрĕсемБФТ компани, «Криста» НПО, СМП Банк – официаллă партнёр, «Сапфир» НПО.  

Мала тухнисене хальхи пурнăç таппинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен бюджет политики  текен ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри X-мĕш конференцире чысланă.  

 



09 июня 2017
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter