Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Чӑваш Ен ҫӑмӑл промышленноҫӗ – экономикӑн соци­аллӑ тӗллевлӗ тата нумай профильлӗ отраслӗсенчен пӗри. Вӑл пир-авӑрпа тир-сӑран, ма­­­мӑк тирпе атӑ-пушмак таварӗсем туса кӑларакансене пӗрлештерсе тӑ­рать.          

Халӑха кирлӗ тӗрлӗ тавар туса кӑларса отрасль ӗҫченӗсем Раҫҫей рынокне хамӑр ҫӗршыври продукципе тултарас ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.           

Эпир пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫа кирлӗ шайра аталантарма лайӑх май­сем йӗркелес, продукцие вырнаҫтармалли рынока анлӑлатас тӗ­лӗш­­пе  комплекслӑн ӗҫлетпӗр.        

Конкуренци тупӑшӑвӗ ҫивӗчленсе ҫитнӗ лару-тӑрура отрасль пред­п­ри­­ятийӗсем таварсен ассортиментне анлӑлатаҫҫӗ, производство техноло­гине лайӑхлатаҫҫӗ. Туянакансене туллин тивӗҫтерекен таварсем туса кӑларни предприятисене ҫӗнӗ рыноксене ҫӗнсе илме пулӑшать. 

 Отрасль умӗнче паян производство калӑпӑшне ӳстерес, про­мыш­лен­ноҫ вӑй-хӑватне сыхласа хӑварас тата пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсене ӗҫе  явӑҫ­тарас тӗллевсем тӑраҫҫӗ.    

Регионти пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен професси ӑс­талӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ ӑна аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне ҫӗкленме пулӑшасса шанса тӑратӑп.          

Отрасль ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗ­шӗн, тӑрӑшулӑхшӑн тата хӑйсен ӗҫне парӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑ­ватӑп. 

    Сире аталану, малашлӑхлӑ плансемпе шухӑшсене ӑнӑҫлӑн пур­нӑ­ҫ­а кӗртме, ҫирӗп сывлӑх тата иксӗлми вӑй-хал сунатӑп!  

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              Михаил Игнатьев



09 июня 2017
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter