Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикинче пурăнакан нумай ачаллă Чумеринсен çемйине патшалăх наградипе чысланă

 

Раççей кунĕ умĕн, çĕршыв Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округри 21 çынна патшалăх наградисене парса чысланă.

 

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чулхулари Президент залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич  патшалăх Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан чи ăста çынсене Раççей Президенчĕн Тав çырăвĕпе наградăланă.

Çак кун Чулхулана торжествăлла мероприятине тĕрлĕ професси ăстисем пуçтарăннă: вĕрентекенсем,  тухтăрсем, предприятисемпе организацисен ертӳçисем тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсем.  

Орденпа медале, хисеп хучĕсене Пушкăртстан, Марий Эл, Тутарстан, Удмурт, Чăваш Ен республикисем, Пермь крайĕнчен, Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самара облаçĕсенчен ятарлă представительсем тивĕçнĕ.    

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвне  Пермь крайĕн вĕренӳпе наука министрĕ Раиса Кассина тивĕçлĕ пулнă.   

Мероприятине пухăннисене полномочиллĕ представитель саламланă май çапларах каланă: «Мана уйрăмах «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена тивĕçнĕ  нумай ачаллă çемйесене чыслама çав тери кăмăллă.   Самара облаçĕнче пурăнакан Грачовсен çемьинче тăхăр ача çитĕнет, Чăваш Республикинче пурăнакан Чумеринсен çемйинче тата та ытларах, вунпĕр ача савăнса пурăнать.  Чи пахи вара – паянхи уявра ачасем хутшăнни. Çак пулăм вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех аса юлассине шанатăп», - тенĕ Михаил Бабич.

Аса илтеретпĕр, «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена çемйесене çирĕп тытса пыраканнисем, ачасене тĕрĕс-тĕкел, ăслă та пархатарлă ӳстерекенсем тивĕçеççĕ.

Официаллă пай вĕçленнĕ хыççăн, хăнасем РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕпе Михаил Бабичпа тĕл пулса калаçнă, регионсен пурнăçĕ пирки сăмахланă, хăйсене епле кăмăллă пулни çинчен каласа кăтартнă. 

Фоторепортаж



09 июня 2017
11:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter