Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи тĕп архитекторсен канашĕн ларăвĕ иртет

 

Çĕртме уйăхĕн 8-12-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикинче  Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи тĕп архитекторсен канашĕн ларăвĕ иртет.

 

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăм Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

«Пирĕншĕн пысăк чыс  РФ тĕп архитекторсен канашĕн 40-мĕш юбилей ларăвне килнĕ хăнасене чăваш çĕрĕ çинче кĕтсе илесси, эпир сире питĕ хавас», - тенĕ регион Ертӳçи.  Халăхăн хулари инфратытăм пахалăхĕ ӳстĕр тесе çулран çул тĕрлĕ ыйтусем сиксе тухаççĕ. Чи малтанах ку енĕпе саккунсен базинче çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Архитекторсем умне паянхи пурнăç пысăк тĕллевсем лартать.   «Çынсем хваттер илессишĕн кăна тăрăшмаççĕ. Таврара тирпейлĕх хуçалантăр, инфратытăм чаплă пултăр тесе пирĕнтен ыйтаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Хуласен сăн-сăпатне тĕпрен улăштарассипе пăхса хăварнă уйрăм самантсем çинчен чарăнса тăнă. «Хулан илемлĕх пайĕшĕн архитекторсем, специалистсем яваплă.  Яланах халăхпа тачă çыхăнура пулмалла.  Мĕнпур ыйтусене çынсемпе уçăмлăн сӳтсе явмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта строительство пайне аталанма йышăннă условисем çинчен каласа кăтартнă. Хальхи вăхăтра республикăра комплекслă çурт-йĕр строительствипе çыхăннă 56 проект пурнăçа кĕнине асăннă.   Строительство индустрийĕ те çирĕп аталаннине пĕлтернĕ.  Республикăра 7 завод вăйлă ĕçлет. Вĕсем строительство валли тĕрлĕ таварсем калăплассипе тимлеççĕ. «Çитес 10 çул хушшинче строительсем нимĕн пăшăрханмасăрах ĕçлеме пултараççĕ.  Кунсăр пуçне республика хыснинче те сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хăваратпăр.  Регионти районсемпе хуласенче тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçлатпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Ĕç климачĕ лайăх пулнине кура, республикăра экономика кулленех вăй илсе пырать.  Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ.  Кăçал Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕнчи 85 субъект хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухрĕ. Çакна çирĕплетсе паракан тепĕр пысăк кăтарту – республикăра нумай çул пурăнакансен йышĕ ӳсни.  Чи кăмăлли - йышлă ачаллă çемйесем куçа илĕртеççĕ, пурне те пурнăçпа киленсе пурăнма хавхалантараççĕ», - тенĕ вăл, съезда хутшăннисене пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашма, тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.

 Раççей Федерацийĕн Строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин хуласемпе ĕçлекен Департамент директорĕ Оксана Демченко  хăйсене çакăн пек ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав тунă республика ертӳлĕхне.  Пухăннисем умĕнче РФ строительство Министрĕн Александр Мень саламне вуласа панă.

Оксана Демченко хăйĕн сăмахĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  Халăха пурăнмалли хăтлă условисем ялсенче, хуласенче те пĕр тан пулмаллине асăннă вăл.   Çак ыйтусене татса парас ĕçре, паллах, архитекторсен тимлĕ пулмалла.

«Кирек епле проектсене йышăнса хăвариччен, яланах архитектор-профессионалсемпе пăхса тухмалла», - тенĕ вăл.  Шăпах та, патшалăх влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен, архитектор-профессионалсемпе яланах тачă çыхăнура тăмаллине асăннă. 

Шупашкар хула администрацийĕн Пуçлăхĕ Алексей Ладыков çакăн пек чаплă профессионалсем пирĕн тăрăхра пуçтарăннишĕн ырланă, пысăк хисеп тенĕ вăл.  Сăмаха май, Шупашкар икĕ çул хушши РФ чи хăтлă та илĕртӳллĕ хула ятне çĕнсе илнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин тĕп хулине 550 çул çитнине халалласа пурнăçлакан ĕçсенче уйрăмах профессионалсен витĕмлĕхĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.

Алексей Ладыков  РФ Президентне, РФ Правительствине, Чăваш Республикин Пуçлăхне хулан сăн-сăпатне улăштарассипе йышăннă проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав тунă.

Раççей регионĕсенчи Тĕп архитекторсен канашĕн председателĕ Александр Кузьмин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçине Алексей Ладыкова тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă.

Раççейри Архитекторсен пĕрлешĕвĕн  президенчĕ Николай Шумаков çак форум Шупашкарта ăнсăртран мар иртнине асăннă. «Ку регионти Пуçлăх архитекторсем çине хăйне евĕр тимлĕх уйăрать.  Тавах, Сире куншăн.  Раççейре сирĕн пек ĕçлекеннисем сахал.  Пурнăçăн культура пайне архитектура  тĕп вырăна вырнаçасси те куçкĕретех. Эпир çакна ĕненетпĕр, сирĕн тăрăхра пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса шанатпăр», - çапларах каланă хăна.  Чăваш Республикин экспозицийĕсене Мускавра чӳк уйăхĕнче иртекен фестивальре тăратма чĕнсе каланă. «Сирĕн паха ĕç, ыттисемшĕн тĕслĕх пулĕ. Сахал мар кăтартмалли пур сирĕн», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне Николай Шумаков.  

Территорисене планласси тата стратеги хатĕрĕсем пирки ыйтупа Раççей Федерацийĕн Экономика министерствин Департамент директорĕ Елена Чугуевская тĕплĕн каласа кăтартнă.

Историллĕ пулăмсене упраса хăварассипе ĕçлекен комплекслă мерăсемпе Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Департамент директорĕ Владимир Цветнов паллаштарнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусемпе те доклад тунă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

Фоторепортаж

 



09 июня 2017
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter