Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ӗҫченӗсемпе ветеранĕсем тата пайҫисем!

 Сире професси уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе са­ламлатӑп!

Потре­би­тель­сен коопе­ра­цийӗ Чӑваш Республикин социаллӑ пур­нӑҫ­­па экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Отрас­ль пред­при­я­ти­йӗ­сем суту-илӳпе обще­ствӑлла апатлану сферисенче хастар ӗҫлеҫҫӗ, пу­лӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсене анлӑлатаҫҫӗ, вӗсен пахалӑхне ла­йӑх­ла­таҫҫӗ.                 

Сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗр ялта пурӑ­на­кан­сене таварсемпе тата кир­лӗ пек пу­лӑ­шупа тивӗҫтерсе тӑрассипе, чӗр тавар хатӗрлекен-тирпей­ле­кен сыпӑка аталантарассипе, регионти апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне ти­вӗҫ­­­те­рессипе тата потребительсен рынокӗнче конкуренци хутлӑхне пу­лӑшса пырассипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене татса пама пу­лӑ­шать.       

Паян потребительсен кооперацийӗнче инноваци проекчӗсем хас­тар­лӑн ӗҫе кӗреҫҫӗ, технологи оборудованине ҫӗнетес тата управлени ӗҫ­­не ав­томатизацилес туртӑм вӑйланса пырать.

Сире пултаруллӑ ӗҫӗршӗн, хӑвӑр профессие чунтан парӑн­нӑшӑн та­та ҫӳллӗ шайри соци­аллӑ яваплӑхшӑн тав тӑватӑп! Ҫирӗп сыв­л­ӑх, телей тата малашнехи ӑнӑ­ҫусем сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                    Михаил Игнатьев

 

 



01 июля 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter