Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пуçлăхсен кунне халалласа ирттернĕ Х-мĕш мероприятине савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пуçлăхсен кунне халалласа ирттернĕ Х-мĕш мероприятине савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Пысăк чаплă уява Шупашкар районĕнче йĕркеленĕ.

Мероприятийĕн торжествăлла пайне республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов,  Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн председателĕ, Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Куликов, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн директор ĕçне пурнăçлаканĕ Станислав Николаев хутшăннă.

Чи малтанах уява пухăннисене республика Ертӳçи Михаил Игнатьев саламланă, муниципалитетсен пуçлăхĕсене, муниципалитет служащийĕсене хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăçланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.   Регионта тĕрлĕ шайри влаçра тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесе пынипе Чăваш Республики инвестици хывмалли чи ăнăçлă регион Раççейре пулса тăнине палăртнă. Бизнес-пĕрлешӳ республикăри ĕçсемпе кăмăллă, вĕсене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ тесе çирĕплетеççĕ. Чăваш Енре социаллă пай кирлĕ пек шайра аталанса пырать, экономика кунран кун ырă енне улшăнса пырса пысăк çитĕнӳсемпе палăрать. «Районсемпе хуласен пуласлăхĕ ытларах чухне сирĕн пысăк ĕçĕртен те сахал мар килет, ӳлĕмрен кашнин тăрăшса ĕçлемелле, ун чухне çитĕнӳ пуласси куçкĕретех пулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Пуçлăхсен кунне йĕркелесе ирттересси ырă йăлана кĕрсе юлчĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ.  Мероприятисем шăпах та, пурсăмăра та пĕр чăмăра пухса, ушкăнпа килĕшсе  тухăçлă ĕçлеме витĕм кӳреççĕ.  Патшалăхăн пысăк ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама та меллĕ, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма паха тесе каланă республика Ертӳçи.  Ку хутĕнче те яланхи пекех уявра утă çулма пултаракан чи ăста çынна тупса палăртнă.

«Чи паттăр пуçлăх» ята Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Мульдияров тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна тухаканĕ Тăвай районĕнчи Йăнтăрччă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов пулнă. Виççĕмĕш вырăна вара Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Денисов тивĕçнĕ.  

«Сывлăм ӳкнĕ чухне çавапа çул» конкурсра Хĕрлĕ чутай район администрацийĕн пуçлăхне Александр Башкирова çитекенни пулман. Хисеплĕ иккĕмĕш вырăна Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев тухнă, виççĕмĕшне – Йĕпреç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов тивĕçнĕ.  

Хутăш эстафетăра малти вырăна Шупашкар районĕ, ун хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕ, виççĕмĕшне Канаш районĕ тивĕçнĕ.  

Республика Пуçлăхĕ çак кун ГТО нормисене тултармалли ятарлă вырăнсене пăхса çаврăннă, волейбол вăййисене курнă, футбол ăмăртăвне пăхнă.  Çак кун «Чемен карти» тăван тавралăха çутатса паракан туризм центр ĕçĕмпе те кăсăкланнă.

Фоторепортаж



01 июля 2017
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter