Çак кунсенче çанталăк условийĕсем япăхланма пултараççĕ, регионти социаллă сферăсенчи лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çивĕч тĕрĕслевре тытать

Çутçанталăк асар-писер тăнине кура, кашни кун çумăр çăвать, çил-тăвăл алхасать. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче «ПОВЫШЕННАЯ ГОТОВНОСТЬ» режим йĕркеленĕ.  Çак ĕçе «МРСК Волги» – «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн специалисчĕсем те кулленех хатĕр тăраççĕ.

Чăваш Енри социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенчи лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп тĕрĕслевре тытать.  Паянхи куна илес пулсан, регионта лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Инкексем сиксе тухнă вырăнсенче йĕркелӳ ĕçĕсем те планпа килĕшӳллĕн туллин пурнăçланса пыраççĕ.  Чăваш Республикинчи ГКЧС председателĕ Вениамин Петров регионти лару-тăрупа оперативлă майпа республика Пуçлăхне пĕлтерсех тăрать.

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнче Сур шывĕ палăртнă шайран ытлашши хăпарнă.  Кĕпер урлă иртсе çӳреме вăхăтлăх чару тума йышăннă вырăнти ертӳçĕсем.

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнче йывăç хуçăлса аннипе  электричество пралукĕ татăлса кайнă. Инкеке вăхăтра сирсе янă, халĕ районта лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ. 

Аса илтеретпĕр, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев оперативлă майпа ĕçлĕ видеоканашлу ирттернĕ. Унăн ĕçне республикăри хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисем хутшăннă.

Çутçанталăк хыççăн пулнă пăтăрмахсене сирсе яма республикăри муниципалитетсен ертӳçисене вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Нумай хваттерлĕ çуртсене, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, гидротехника сооруженийĕсене кулленех çивĕч тĕрĕслеве илме хушнă республика Пуçлăхĕ.   ЖКХ пайĕнче тимлекенсемпе пĕрле ватă, çĕрсе кайнă йывăçсене, типнĕ туратсене тирпейлесе пуçтармаллине асăрхаттарнă.  

Чăваш Енри ГКЧС граждансене вăйлă çил-тăвăл вăхăтĕнче çула тухма чарать, асăрхануллă пулма ыйтать.  Енчен те кăлтăк ăнсăртран сиксе тухас пулсан, çийĕнчех «01» номерпа шăнкăравлама ыйтать.  Ятарлă службăсем кунĕ-çĕрĕпе дежурство тăраççĕ, талăкĕпех граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ.



10 июля 2017
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter