Михаил Игнатьев республикăри район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ, кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – выльăх-чĕрлĕх апатне хĕлле валли хатĕрлес ыйту çивĕч тăнă

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – выльăх-чĕрлĕх апатне хĕлле валли хатĕрлес ыйту çивĕч тăнă.  Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн паллаштарнă. 

Кăçал республикăра выльăх апатне утă-улăма 943 пин тонна, сенаж йышшине - 617 пин тонна, тырă фуража - 596 пин тонна хатĕрлеме палăртнă.   Утă уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕр ĕне пуçне валли 35,4 пин тонна чухлĕ апат хатĕрленĕ районсем.  Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине, Госветслужбăна, район ертӳлĕхĕсене, выльăхсем валли пахалăхлă çимĕç хатĕрлес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Пирĕн кирек епле йывăрлăха та татса пама пĕлмелле, вăхăтра мĕнпур ыйтусене туллин пурнăçлассишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ вăл.



10 июля 2017
06:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter