Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Шёлковый путь» халăхсем хушшинчи авторалли спорт ăмăртăвĕсене торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 


Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Шёлковый путь» халăхсем хушшинчи авторалли спорт ăмăртăвĕсене торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.   Регион Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Алексей Ладыков, «Шёлковый путь»  проект ертӳçи Владимир Чагин пулнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев автораллине хутшăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, автомашинăсемпе кăсăкланнă, палаткăсенчен йĕркеленĕ лагерь ĕçĕпе паллашнă, унти условисене пăхса çаврăннă, спортсменсем валли хатĕрленĕ ĕçсем пысăк шайра пулнине курса хак панă.  

Брифингра Михаил Игнатьев авторалли спортне хутшăннисене ăшшăн саламланă. «Тĕрлĕ халăхсем хушшинче ирттерекен «Шёлковый путь» авторалли Чăваш Енĕн спорт пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕ.  Республикăра пурăнакансем хапăл тусах йышăнаççĕ çак спорт ăмăртăвĕсене. Спортсменсем питĕ хăюллă та хастар пулнине çирĕплетсе парать спортăн çак тĕсĕ. Пурне те ăнăçусем сунатăп», - тенĕ вăл.  

«Шупашкара килсе çитнĕ хăнасене хисеплесе пуçтарăннăшăн тав тăватăп. Çумăр çуни те нимех те мар, вырăссем çапла калаççĕ: «Çумăр вăл телее».  Пилотсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçларĕç», - тенĕ «Шёлковый путь» автораллин ертӳçи Владимир Чагин.  Спортра малта тухаканĕ Себастьен Лёб (PeugeotSport) пулнă. Грузовикпа ăмăртса пурне те хыçа хăвараканĕ Tatra экипаж, Мартин Колом вăхăчĕ чи лайăххи пулнă ыттисемпе танлаштарсан.

«Эпир, пире республика ертӳлĕхĕ пĕтĕм кăмăлтан кĕтсе илнишĕн хĕпĕртетпĕр. Хатĕрленӳ ĕçне сахал мар тимлĕх уйăрнă. Чăваш Республикинче çак ăмăртăва питĕ çӳллĕ шайра йĕркелени куçкĕретех.  Чăваш Енре  «Шёлковый путь» пуçласа иртрĕ. Пурте кăмăллă юлчĕç», - тенĕ Владимир Чагин журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

  Çак мероприяти тĕнчипех сарăлнă. Старта пĕрремĕш хут 2009-мĕш çулта тухнă. Ун чухне Раççей, Казахстан тата Туркменистан пĕрле пулнă. «Шёлковый путь» авторалли Мускавра утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланнă. Тĕнчери чи паллă пилотсем, штурмансем 9 599   çухрăма çул çӳреве тухнă.  Икĕ эрне хушшинче вĕсем 14 хулана çитсе курма палăртнă.  Чăваш Республикинче ăмăртусем утă уйăхĕн 8-9 мĕш кунĕсенче иртнĕ.

Фоторепортаж



10 июля 2017
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter