Регионта çуллахи тапхăрпа пĕрремĕш сменăра лагерьте пĕтĕмпе 39 пин ача каннă

 Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан кашни эрнери ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Унта яланхиллех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçисем пуçтарăннă.  Республикăра çуллахи тапхăрпа ачасене канма пурĕ 465 организаци уçăлнă.  Пĕрремĕш сменăра пĕтĕмпе 39 пин ача каннă.  Кун пирки паян Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев каласа кăтартнă.  Ачасен канăвĕнче ытларах хăрушсăрлăх теми çине пысăк тимлĕх уйăрнине, сывлăха çирĕплетессипе те сахал мар ĕçленине каланă, вĕрентӳ пайĕпе те тăрăшнине асăннă.

 Ача-пăчасен лагерĕсенчи мĕнпур ыйтусене Чăваш Республикин Правительстви çирĕп тĕрĕслевре тытать. Кирек епле чир-чĕрсем сиксе тухассинчен те ыйтăва асăрхаса пырать.  Палăртас пулсан, республикăра кăçал нимĕнле кăлтăксем те пулманнине пĕлтернĕ министр.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев  хăйĕн сăмахĕнче вĕрентекенсем хушшинче те кăçал пăтăрмахсем сиксе тухманнине пĕлтернĕ.  Реестра кĕртмен лагерьсем пур.  Вĕсене те влаç органĕсенче тăрăшакансем кулленех çирĕп асăрхавра тытнине каланă вăл.  «Çакăн йышши объектсем уçăлни – нормативлă право базин йĕркине çĕнетме хистет», - тенĕ Юрий Исаев министр.  

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ӳлĕмрен те енчен те ачасем йывăр çемьесенчен пулсан, вĕсем патне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине, учета тăратмаллине каланă, шăпăрлансемпе профилактика ĕçне йĕркелеме хушнă.

 «Шелковый путь» Раççей этапĕнчи халăхсем хушшинчи авторалли Шупашкарта иртнин ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков тĕплĕн чарăнса тăнă. Мероприяти утă уйăхĕн 8-9-мĕш кунĕсенче пулнă. Ралли-ред Мускавра утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланнă.  Унта хутшăнакансем Чăваш Республикин тĕп хулине килсе çитнĕ, пĕтĕмпе 726 çухрăм çула парăнтарнă. Вуншар экипаж Етĕрне тăрăхĕнче 61 çухрăмлă ятарлă лаптăкра разминка ирттернĕ. Çанталăк лăпкă тăмарĕ, тупăшура хĕрӳ кĕрешме тивнĕ спортсменсене.  Çулсем  хытă якалнă.   Чи малтан финиша Себастьен Лёб, ун хыççăн Стефан Петерансель килсе çитнĕ. Вăл хăйĕн экипажне 30 çекунт выляса янă.  Виççĕмĕш вырăна Peugeot Sport Сириль Депре тухнă. Пĕлтĕр «Шёлковый путь – 2016» çĕнтерӳçи пулнă вăл.

Грузовиксем хушшинче Tatra экипажа çитекенни пулман.  Чи лайăх вăхăтпа пурне те тĕлĕнтерекенĕ  Мартин Коломы чех пулнă.   Иккĕмĕш вырăна Алеш Лопраиш тухнă, виççĕмĕшне Тон ван Генугтен на Iveco — голландец çĕнсе илнĕ. Финиша тухнă хыççăн, пурте Шупашкара пухăннă, куракансем валли ятарлă техникăсемпе çула тухнă.

Паян ăмăртусен иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Старта Шупашкар-Уфа çула кайнă.  «Шёлковый путь»  проектăн ертӳçи Владимир Чагин хăйĕн сăмахĕнче ăмăртусене Шупашкарта пысăк шайра йĕркеленине палăртнă.   

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче Чăваш Енрен сумлă делегаци  утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Оренбург облаçĕнче "Акатуй" уявĕнче пулнине пĕлтернĕ. 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов  утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тутарстан Республикинче Уявпа Сабантуй мероприятийĕнче пулни пирки каласа кăтартнă.

Михаил Игнатьев уявсем яланах халăха пĕр чăмăра пухнине, пĕрле килĕштерсе ĕçлеме вĕрентнине каланă, çыхăнусене те анлăлатма питĕ меллĕ пулассине асăннă.  Халăхăн йăла-йркипе культурине упраса хăварма хистенине палăртнă.  Регион Ертӳçи  Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнине çирĕплетекен  мандата Николай Малов тивĕçнĕ ятпа ăна тав тунă, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн малашне те ăнăçусем тума суннă.   

 



10 июля 2017
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter