Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи çурт-йĕр строительствин ыйтăвне регион Пуçлăхĕн видеоканашлăвĕнче тĕплĕн сӳтсе явнă

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче республикăри хула, район администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ, унта ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем те пулнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов хăйĕн докладĕнче республикăра çурт-йĕр хута ярассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, 2017 çулта пĕтĕмпе 630 пин тăваткал метр чухлĕ объект хута ямаллине пĕлтернĕ.

Регионти хула район администрацийĕсен ертӳçисем палăртнă тăрăх, кăçал пĕрремĕш çур çуллăхра 157,8 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута та янине асăннă.  Республикăра планпа килĕшӳллĕн пурнăçламан объектсем те пур, вĕсем -14. Шупашкарта - 12 çурт, Çĕнĕ Шупашкарта  - 2.

Видеоканашлу ĕçне пухăннисем граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва та анлăн сӳтсе явнă. 2013-2017 çулсенче пурĕ 12,9 пин çынна хăтлă хваттерсене куçарма тĕллев лартнă. Паянхи куна илес пулсан 9,6 пин граждан хваттерлĕ пулнă.    

Программăн тапхăрĕсем пирки тата планпа килĕшӳллĕн пурнăçламалли ĕçсем çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн чарăнса тăнă.  Çуртсен пахалăх шайне республика Правительстви кăна мар, РФ Президенчĕ Владимир Путин çирĕп тĕрĕслевре илнине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă. «Пирĕн пĕр тĕллев – 2017 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне программăна туллин пурнăçласа çитермелле, ун пирки çĕршыв ертӳлĕхне вăхăтра пĕлтермелле», - тенĕ канашлу ĕçĕн ыйтăвне пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



10 июля 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter