Çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн парăм пуçтарăнса кайнă муниципалитетсен ертӳçисен докладне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев итленĕ

«Çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн парăм 1,5 млрд пуçтарăннă. Мĕншĕн çакăн чухлĕ пухăннă?», - çак ыйтуран пуçланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра район, хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ видеоканашлăва.

 Çитес вăхăтра Атăл леш енче газ кĕртессипе хĕрӳ ĕç тытăнмалла. Унăн ĕçне  Газпром витĕм кӳресси те паллă.  Енчен те парăм пирĕн пысăк пулсан, йывăрлăхсем те сиксе тухма пултарĕç.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов хăйĕн докладĕнче муниципалитетсен парăмĕсем 12 процента çити чакнине палăртнă.  Çав вăхăтрах пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан парăм виçи 30 процент пысăкрах пулнине те асăнса хăварнă.  Мĕнпур парăмсенчен 90,5 процентне  республикăри хуласем пуçтарнă. Калăпăр, Улатăр хулин парăмĕ 110,3 млн, (2016 çулхипе танлаштарсан парăм виçи чылай нумайланнă, 12,9 процент шутланать).  Канаш хулин парăм виçи 71,2 млн çитнĕ, пĕлтĕрхинчен 17,9 процент пысăкрах, Шупашкар хулин вара 685,7 млн çитнĕ, пĕлтĕрхинчен 42 процент чылай çак тапхăртипе танлаштарас пулсан. «Коммунальные технологии» ТМЯО парăмĕ мĕнпур парăмсенчен 60,4 проценчĕ йышăнать, 682 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ çак организаци.  Юлашки çулсенче çак ыйту пушшех те хытă çивĕчленни куçкĕретех.  

«Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ  Кияметдин Мифтахутдинов хăйĕн сăмахĕнче çак ыйту çине ытларах муниципалитет ертӳçисен пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă. Енчен те администраци пуçлăхĕсем ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмесен, лару-тăру ырă енне улшăнасси иккĕлентерет тенĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев парăм пуçтарăнса кайнă муниципалитетсен ертӳçисен докладне итленĕ. Республика Пуçлăхĕн ыйтăвĕсем çине Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Зиновьев, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вдадимир Димитриев хуравланă.

 Республика Ертӳçи Чăваш Енри Госжилинспекци пайне те çирĕп ыйтусем тăратнă, вĕсем çителĕксĕр ĕçленине асăрхаттарнă. 

«Газпром ертӳлĕхĕн пĕр тĕллев – кашни региона парăмсемшĕн явап тыттарасси.  Муниципалитет ертӳçисен парăмсемшĕн хурав тытма тивет. Хăвăра шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламалла, ыйтăва çивĕч тĕрĕслеве илмелле пулнă.  Сирĕн айăпа пула çак парăм пухăнса кайнă», - тесе каланă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен ятарлă кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăвармалла», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  



10 июля 2017
06:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter