Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ  Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

  Ларăва пухăннисем Чăваш Республикин бюджет хутшăнăвĕсене шайлаштарассипе çыхăннă Чăваш Республикин саккунне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене ырланă.   Çак асăннă ĕç хутне Раççей Федерацийĕнчи Бюджет кодексĕпе килĕшӳллĕн пăхса тухса йышăннă.

Саккун проектне 2001-мĕш çулта утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче 36№-лĕ Чăваш Республикин саккунне йĕркене кĕртсе çитерессипе йышăнса хăварнă.

 Калăпăр, 2017 çулта пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 48№-лĕ–ФЗ çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă, Бюджет кодексĕ ылмашăннă, çакна тĕпе хурса Чăваш Республикин саккунне те çавăн пекех çĕнĕлĕхсем йышăнса хăварнă.

  Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Саккунĕн 14-мĕш №-лĕ статьяра  Чăваш Республикин вĕренӳ пайĕ çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.  Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, сахал тупăшлă çемьере çитĕнекен ачасене шкулта тӳлевсĕр апатланма ирĕк панă.

Аса илтеретпĕр, 2016 çултан пуçласа Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин тытăмне  Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ  Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Енри кадет корпусне кĕртнĕ.  Унта хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 225 ача вĕренет, вĕсенчен 24-шĕ  чи пĕчĕк укçа илекен сахал тупăшлă çемьесенчен. 

Хальхи вăхăтра Шупашкарта Чăваш Енри кадет корпусĕн строительство ĕçне пуçланă.

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Хулари 1-мĕш №-лĕ клиника больниципе Шупашкар хулинчи 7-мĕш №-лĕ больницăна пĕрлештересси пирки проект постанавленине те пăхса тухса йышăнса хăварнă.  Çак асăннă учреждени Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин тытăмĕнче шутланать.

Палăртса хăвармалла, 7-мĕш №-лĕ хулари больницăра кирлĕ пек ятарлă специалистсем çителĕксĕр пулни куçкĕретех.  Халăх вĕсем патне пырсан, вĕсем ытти сиплев учрежденийĕсене направленисем çырса параççĕ.  Енчен те икĕ сиплев учрежденине пĕрлештерсен, çынсене вăхăтра тата кирлĕ пек пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе усă курма меллĕ пуласси те куçкĕретех.  Тата тепĕр пысăк çитĕнӳ - Южнăй поселокĕнче пурăнакансем енчен те ăнсăртран чирлерĕç пулсан, вĕсен тӳрех хулари 1-мĕш №-лĕ клиника больницине кайма ирĕк пулать.  Апла пулсан, халăха валли условисем лайăхланса пыни савăнтарать. Çак шухăшпа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов те килĕшнĕ.  Пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе мĕнпур халăх усă куртăр тесе сахал мар тăрăшать асăннă министерство.

  Каласа хăвармалла, çак çӳлерех палăртнă ĕç медицинăра тăрăшакансемшĕн те  меллĕ, вĕсен ĕç укçин шайĕ ӳсет, патшалăх пурлăхĕпе те тухăçлă усă курма пулать. 7-мĕш №-лĕ Хулари больницăра ĕçлекенсем хăйсен вырăнĕнчех малашне те тăрăшĕç, врачсемпе сестрасен ĕç вырăнĕсем упранса юлаççĕ. Енчен те икĕ больницăри ертӳçĕсем пĕрпек ĕçсем пурнăçлаççĕ пулсан, хăшĕсене оптимизацилеме пултарĕç. Паянхи канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  



12 июля 2017
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter