Мускавра Раççей Федерацийĕн вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Васильева йĕркелесе ирттернĕ Координаци канашĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Васильева йĕркелесе ирттернĕ Координаци канашĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Ĕçе пухăннисем кадрсем хатĕрлес тытăма модернизацилес тата 50 чи тухăçлă кирлĕ  перспективлă специалистсене хатĕрлесе кăларассипе çыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн калаçнă.

Координаци канашлăвĕн ĕçне Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă, вĕсем шутĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Шупашкарти электромеханика колледжĕ çумĕнчи Регионсем хушшинчи компетенци центрĕн директорĕ Алексей Судленков,  Г.А. Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа-производствăн комплексĕн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Углов пулнă.

Актуаллă ыйтусене çакăн пекех сӳтсе явма Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов, «Çамрăк профессионалсем (Ворлдскиллс Россия)» генеральнăй директорĕ Игорь Суперекин, Раççейри ытти регионсен хăш-пĕр вице-губернаторĕсем пухăннă.

WorldSkills наци тата халăхсем хушшинчи чемпионатсене хатĕрлессипе регионсенчи центрсен витĕмлĕхĕсем пирки тĕплĕн канашланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ субъекчĕсен ертӳçисем Регионсем хушшинчи центр ĕçĕсемпе паллаштарнă, вĕсен малашнехи тĕллевĕсем пирки каласа кăтартнă, аталанăвĕн çул-йĕрĕсем çинчен чарăнса тăнă. 

Аса илтеретпĕр, Регионсем хушшинчи центра хута ярассипе йышăннă пысăк проекта пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республики Раççейри  чи ăнăçлă ĕçлекен 7 регион шутĕнче тăрать.

Патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – инвестици явăçтарасси, регионта ĕç климатне лайăхлатасси, çамрăксене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси пулнине палăртнă хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Пысăк çитĕнӳсем тума пулăшаканĕсем – квалификациллĕ кадрсем», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Çавăнпа та  вĕренӳ пайне çулсерен сахал мар укçа бюджетран уйăрса хăваратпăр, мĕнпур бюджетăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ шутланать», - тенĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 11 ресурс центрĕ хута янă.  Юлашки виçĕ çул хушшинче вăтам професси пĕлĕве аталантарас  ыйтăва татса пама 1,5 млрд тăкакланă.  Çакă Раççей пуласлăхĕшĕн те çав тери лайăх тенĕ вăл. 

Чăваш Республикинче ыйту кирлĕ пек шайра пурнăçланса пыни куçкĕретех.  Специалистсен пĕлӳ шайĕ çулран çул ӳссе пырать,  вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче малти вырăнсенче пулни те çакнах çирĕплетсе парать.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, тухăçлă ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Çамрăк профессионалсем» тĕнчери пысăк юхăм квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесе кăларма пысăк пулăшу парать.  Чăваш Енре вăтам професси пĕлĕвне илме хатĕрлесе кăларакан 27 учреждени шутланать.  Вĕсем «Çамрăк профессионалсем» юхăмне сахал мар хутшăнаççĕ, регион, наци шайĕнче çитĕнӳсемпе палăраççĕ.

Раççей Федерацийĕн Вĕренӳ тата наука министерстви   витĕмлĕхĕпе федерацин тĕллевлĕ программине тĕпе хурса Регионсем шайĕнчи центр хута каять.  Промышленноç валли тĕрлĕ специалистсем хатĕрлесе кăларма май пулĕ.  Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 600 млн танлашать, вĕсенчен 540 млн бюджетран  уйăрнă.

«Çакăн йышши центр хута яни  çав тери лайăх.  Пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлеме меллĕ пуласси те паллă.  Чăваш Ен экономика тытăмĕшĕн пархатарлă, электротехника пайне аталанса пыма витĕм кӳресси те куçкĕретех.  Хатĕрленӳ ĕçне сахал мар пурнăçланă.  Паян çак проект ăнăçлă пурнăçа кĕтĕр тесе тăрăшатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Енри компетенци центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Алексей Судленков тĕплĕн каласа кăтартнă.

Андрей Углов хăйĕн сăмахĕнче Г.А. Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» Наукăпа-производство комплексĕ професси пĕлĕвне илессипе хатĕрлеме пулăшакан центрсемпе тачă çыхăнса ĕçлени çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.    Организаци тăтăшах специалистсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет, пурлăхпа техника базине пуянлатать.  Республикăри 200 ытла вĕренекен вĕсем патĕнче практика ĕçне тухать.  «ЭЛАРА» АО  ĕçлекенсенчен 500 яхăн специалистăн дипломĕ çинче ЧЭМК вĕренсе тухни пирки паллă.

 Фоторепортаж



13 июля 2017
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter