Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Енри Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн Шупашкарти çĕнĕ объектăн строительство ĕçне халăхпа пĕрле сӳтсе явнă

 


Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Енри Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн  Шупашкарти çĕнĕ объектăн строительство ĕçне халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.  Асăннă тĕлпулăва пăхса тухма  сахал мар халăх пуçтарăннă, вĕсем: ветерансем, Чăваш Республикин Обществăлла палата членĕсем, Чăваш Енри кадет корпусĕнче ĕçлекенсем, Чăваш Республикин влаç органĕсенче тимлекенсем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче ĕçлекенсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, вырăнти депутатсем,  Чăваш Республикин çар комиссиариачĕн представителĕсем, строительство ĕçне пурнăçлама йышăннă организаци ертӳçисем, объектăн проект ĕçне пурнăçлакансем тата та ытти ятарлă официаллă çынсем пуçтарăннă.

Микрорайонта тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕçе тракторсем тăвакансен Культура керменĕн территорине илем кӳртме халăх пуçарăвне шута илсе пуçланă. Вырăнти çынсемпе пĕрле палăртнă ыйтăва влаçра ĕçлекенсем тачă çыхăнса пĕрле сӳтсе явнине асăннă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тракторсем тăвакансен Культура çурчĕн территорийĕсенчен, çулсерен субботниксем вăхăтĕнче, тонни тоннипе усал çӳп-çапа тасатса пуçтарнине уйрăммăн палăртса каланă вăл, таврана тирпей-илем кӳртессипе сахал мар ĕçленине палăртнă.  «Парк пĕр сăмахпа каласан тирпейлĕ мар пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Типсе кайнă йывăç-тĕмсем чылай саланса выртаççĕ, усал çӳп-çап куписем куçа тĕксĕмлетеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, уçăлса çӳреме çав тери  хăрушă. Новоюжнăй районĕнче пурăнакансем парк çуккишĕн пăшăрханса сахал мар ыйту хускатнă. Районта пурăннă мĕнпур пысăк пуçлăхсем, маларахрисем, пĕтĕмпех куçса кайнă, хулари ытти илемлĕ районсенче пурăнаççĕ.   Çитес çулсенче Культура керменĕ хыçĕнчи парка илем кӳртме тĕллев лартнă, халăха уçăлса çӳремелли чаплă вырăн пуласси те паллă», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

Регион Ертӳçи хула ертӳлĕхне паркăн эскиз проектне халăх курмалли уçă вырăна вырнаçтарма хушнă, çынсем хыпарсене туллин пĕлсе тăччĕр тесе асăрхаттарса каланă.  Кирек епле йышăнăва та халăхпа пĕрле сӳтсе явмаллине палăртнă. Ун пек чухне йăнăшсем те сахал пулĕç тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Пухăннă çынсене проект ĕçне кӳлĕнме, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме чĕнсе каланă. Граждансемпе яланах пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемеллине, вĕсен пуçаруллă шухăшĕсене те тĕпе хурса пымаллине каланă.  Кадетсен шкулĕн строительство ĕçне тытăниччен халăхпа пĕрле сӳтсе явнине палăртнă, халăх умĕнче шухăш-кăмăла итлесе пуçарнине асăннă.  Çынсем харăссăн пĕр шухăшлă пулса çак объект кирли пулнине, çав тери ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă.  Проекта ятарлă организацисемпе килĕшсе ĕç хучĕсене пурнăçланă. Нимĕнле хирĕçӳсем те сиксе тухман, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, саккунсемпе те килĕшӳллĕн тесе çирĕплетсе панă.    

«Çакăн пек пысăк учреждени хăпартса лартма тĕллев лартни Чăваш Еншĕн чаплă пулăм пулса тăчĕ.  Офицерсен тахçантанпах ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланать.  Республикăра пурăнакансем те çав тери кăмăллă çак объектшăн.  Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, ачасем калама çук çав тери хытă хĕпĕртенĕ.  Кадетсен шкулĕнче пирĕн республикăри ачасем кăна мар, Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчен те ачасем вĕренме килме пултараççĕ. Çакă чи пахи. Вĕренекенсем пĕр-пĕринпе туслăха çирĕплетсе аталантарса пырасси те куçкĕретех», - тенĕ  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Палăртса хăваратпăр, кадет шкулĕн строительство ĕçне 800 млн тенкĕ уйăрма палăртса хунă.  «РЕНОВА»  ГК ыркăмăллăх фончĕ урлă объекта 180 млн куçĕ.  Кадет шкулĕнче ачасем валли ятарлă кану уйрăмĕ(çывăрмалли корпус)  йĕркеленĕ.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче кадет вĕрентĕвĕ хăйне евĕр пысăк çитĕнӳ панине, ачасен кăмăл-туйăмне аталантарма, хастар та пуçаруллă пулма сахал мар витĕм кӳнине асăннă.

Калас пулсан, кадетсен шкулĕнче вĕренсе тухакансем, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин аслă шкулĕнче те вĕсем вĕренме ăнăçлă кĕреççĕ, пысăк çитĕнӳсемпе палăрса пыни куçкĕретех, никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вĕренсе тухсан та пысăк специалистсем пулса право хуралĕн органĕсенче, Тăван çĕршыва хӳтĕлес ĕçре те çав тери паха опытсемпе палăраççĕ. Тивĕçлĕ граждансем яланах çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те асăнса хăварнă регион Пуçлăхĕ.   

Çӳлерех палăртнă объектăн проектне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов çав тери пĕтĕм кăмăлтан ырланă. «Шкул тата парк хута каясси пирки нимĕнле иккĕленӳ те çуралмасть. Влаçри халăх суя хыпар сармасть. Шанатпăр, ӳлĕмрен çак объектсем туслăх, тăнăçлăх, юлташлăх, килĕшӳпе ырлăх вырăнĕсем пулассине», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, мĕншĕн объекта хăпартса лартма çак çӳлерех асăннă вырăна суйласа илни пирки каласа кăтартнă. «Эпир чылай вăхăт хушши кадет корпусне ăçта хăпартса лартас пирки ыйтăва сӳтсе яврăмăр. Хирĕçлекеннисем те хирĕçлеменнисем те пулчĕç, паллах.  Анчах та халăх ытларах Новоюжнăй районне илем кӳртес тесе пĕр харăссăн пĕлтерчĕç.  Калас пулсан, çĕр вырăнĕ республика çинче шутланса тăрать.  Çавă та питĕ лайăх.  Тепĕр тесен, çак асăннă лаптăк çĕре никам та тирпейлесе тăманни пăшăрхантарать. Вырăнти çынсем унта уçăлма та тухаймаççĕ. Тасамарлăх пăшăрхантарать.  Пĕр сăмахпа каласан, никама та кирлĕ мар лаптăк пулса тăни куçкĕретех. Эпир çак районта илем кӳртес тесе тĕллев лартрăмăр. Нумай функциллĕ центр хута ятăмăр.  Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалласа Тракторсем тăвакансен Культура керменне реконструкцилеме палăртса хутăмăр.  Чи пахи – районта ФОК çĕкленсе ларчĕ.  Бассейн, ытти спорт уйрăмĕсене халăх пĕтĕм кăмăлтан çӳрет.   Хăй вăхăтĕнче, çак ФОКа хута яни, асăннă районта пурăнакансемшĕн кăна пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, кадет  корпусне те çĕклесе лартсан унта вĕренекенсемшĕн те çав тери лайăх пулассине те пĕлсех тăтăмăр», - тенĕ Иван Моторин.   

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, Новоюжнăй районĕнче пурăнакансем тахçантанпах парк хута яма ыйтнине пĕлтернĕ.  «Маларах çĕр федераци харпăрлăхĕ çинче шутланса тăнă пулнă. 2013 çулта эпир çак ыйтăва татса патăмăр, халĕ муниципалитет çинче шутланать.  Вăрман фончĕн çĕрĕсене çу уйăхĕнчен пуçласа населенийĕн çĕрĕсем  тесе пĕтĕмпех куçарса хăварнă.  Ĕçе вĕçленĕ хыççăн, тавралăха тирпей-илем кӳртес тесе проектсем йышăнма тытăннă. Енчен те кадетсен корпусне хута ярсан, территорине те куçарма меллĕ пулĕ, унăн лаптăкĕ 20 га яхăн.  Эпир уçă конкурс ирттертĕмĕр. «Чувашгражданпроект» проект организацийĕ  çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ.  Проекта пурнăçлаканĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ архитекторĕ, Чăваш Республикинчи архитекторĕсенчен чи паллă  пысăк тавракурăмлă специалист Владимир Филатов», - тесе пĕлтернĕ сити-менеджер.

Сăмаха май, Алексей Ладыков халăх, архитекторсен шухăшне те тĕпе хурассине шантарнă.

«Мĕн чухлĕ ытларах маларахри тапхăрсенче сĕнӳсемпе асăрхаттарусем  пулĕç, ун чухне кăсăклă, ăнăçлă проект пуласси те паллă», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Пăр катокĕн строительство ĕçĕ пирки те сахал мар ыйту халăх тăратнине асăннă сити-менеджер.

«Эпир  тĕрлĕ вырăнсене пăхса тухрăмăр.  Тракторсем тăвакан проспектра та объекта хăпартса лартма пулаччĕ.  Южнăй районĕнче те объекта хута яма май пурччĕ, анчах та эпир кадет шкулне валли пăхса хăвартăмăр, вĕсене комплекслă аталанса пыма меллĕ пултăр тесе тăрăшрăмăр. Новоюжнăй районне илемлетсе пыма  пысăк центр тума тĕллев лартрăмăр. ФСК, Пăр керменĕ, парк, кадетсен корпусне хута яма палăртса хутăмăр.   Халăхпа сахал мар çак ыйтусене сӳтсе яврăмăр.  ТОС членĕсем, ахаль çынсем,  каток  çак парк территорийĕнче пултăр тесе йышĕнчĕç», - тесе пĕлтернĕ сити-менеджер.

 Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май çапларах каланă: «Проектпа килĕшӳллĕн, симĕс ешĕл илеме - вăрмана кăшт çеç  объект хускатма пултарĕ.  Пăшăрханма килĕ мар, пушă лаптăкра вырнаçать корпусăн тĕп пайĕ», - тенĕ вăл.  

 Хулари депутатсен корпусĕ ыйтăва пăхса тухас ĕçре айăккинче тăрса юлман.

«Чăннипех те, çак вырăнта малашне илем кӳртме тĕллев лартнишĕн савăнатпăр.  Тинех таврара тирпейлĕх хуçаланма пуçлать, кадет шкулне хута янисĕр пуçне, паркăн сăн-сăпачĕ те илемленет. Кун пирки те пĕрре те иккĕленместпĕр», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Тимофеев. Вăл шăпах та, çак округри халăх суйланă депутат шутланать.

«Кирлĕ кирлĕ мар йывăç-тĕм, халăхра анлă сарăлнă американский клёна алхасса ларма ирĕк памастпăр. Пĕрех хуччен ачасем валли, граждансем валли хитре объект пултăр. Эпир çавăншăн тăрăшатпăр!», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хулари 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева.   

«Çак шкул 400 ача валли кăна савăнăç мар,  вĕрентекенсем те паха ĕç опычĕсемпе пуянланаççĕ. Иртни те пур пуласси те паллă. Пирĕн малалла ăнтăлмалла, пуласлăх пирки шухăшламалла.  Çĕршывăн экономикине аталантарассишĕн тăрăшмалла. Кам пирĕн Раççейре пурăнасси çинчен те, унпа кам та кам ертсе пырасси çинчен те яланах ăша хывса пурăнмалла», - тенĕ Инна Исаева.  

Суйлав темине пуçарнă май, ыйтăва малалла Хулари депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Кузин хускатнă. «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх,   хăш-пĕр архитекторсем çак асăннă çӳлерехри объектăн лаптăкĕ пирки хирĕçлевсем те кăларса тăратаççĕ. Ман шутпа вĕсем ыйтăва политика çине куçарма хăтланни çеç.  Суя хыпарсем сарса çӳрени кăна. Нимĕнпе те килĕшсе тăман пушă вырăнсăр критика тесен те йăнăш мар. Халăх кăмăллă объектпа, парка та илемлетме шут тытнине ырлать», - тенĕ вăл.  

Хулари депутатсен пухăвĕн депутачĕ экологи тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Наталия Ванеркина çапла палăртнă: «Йĕрке пултăр тесе халăх сахал мар ыйтрĕ.  Территори хăçан çӳп-çапран тасалать тесе пăшăрханса ыйту хускатрĕ. Парк пултăр тесе пĕр хутчен çеç мар сăмах пуçарчĕç. Пысăк тав пурне те халăхăн шухăш-кăмăлне итленĕшĕн», - тенĕ вăл.   

Шупашкар хулин депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Радин хăйĕн сăмахĕнче ашшĕ-амăшĕсен шухăшĕ пирки те каласа кăтартнă. «Эпĕ виçĕ ача ӳстеретĕп. Вĕсенчен пĕр ывăлĕ Хусанта Суворов  училищинче вĕренет. Эпĕ, паллах, енчен те манăн ача кунтах вĕренĕ пулсан хĕпĕртенĕ кăна пулăттăм.  Киле те çывăх пулсан аванччĕ. Эпĕ мана ашшĕ-амăшĕсем çакна лайăх ăнланасса шанатăп, ĕненетĕп.  Çавăнпа та кадетсен корпусне пирĕн регионта хута яни çав тери паха. Эпир чăннипех те куншăн ашшĕ-амăшĕсем савăнатпăр», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин Чăваш Енре çакăн пек пысăк объекта хута яма тĕллев лартнишĕн ырлать, проекта пысăка хаклать. «Енчен те эпир ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парас ĕç çине тимлĕх уйăрмасан,  вĕсем ӳссе çитсен тӳрĕ мар çул çине те тăма, Украинăри инкек пирĕн тăрăха та килсе çитме пултарĕ. Çавăнпа та пирĕн çитĕнекен ăрупа тивĕçлĕ ырми-канми тăрăшса ĕçлессишĕн çине тăмалла. Киеври Крещатник çав тери архитектура енчен илемлĕ урам.  Анчах та, асар-писер çамрăксем унта алхасни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чĕртсе çунтарса пыраççĕ илеме.    Сăлтавĕ те паллă, хăй вăхăтĕнче ача чухне вĕсемпе кирлĕ пек воспитани ĕçне йĕркелеменни», - тенĕ вăл.

 «Шанатăп, вырăнти Новоюжнăй районĕнче пурăнакансем çĕнĕрен хута каякан объектсемшĕн савăнассине.  Пĕлетĕр-и, эсир малтан çак вырăнта мĕн пулнине? Çатракасем, усал тирпейсĕр лаптăк куçа хăратнă. Халĕ вара ӳлĕмрен илемлĕх вырăнĕ пуласси те паллă.  Шкул çĕкленет, инфратытăм вăй илет, спорт объекчĕсем хута каяççĕ.  Каласа хăвармалла, республикăра ФОКсем хута кайнине кура, халăхăн сывлăхĕ çирĕпленни те куçкĕретех. Районсемпе хуласенче çамрăксем хастар яланах спорта çӳреççĕ, вĕсен сывлăхĕ ырă енне улшăнса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тăван çĕршыва хӳтĕлеме те кăмăлтан каяççĕ, пĕр сăмахпа калас пулсан, çитĕнекен ăру тĕрĕс çулпа пырать», - тенĕ вăл.

Канăва тухнă полковник Влдадимир Лабутов   хăйĕн сăмахĕнче кадет корпусне хута ярасси тахçантанпах халăхăн кĕтнĕ саманчĕ тенĕ.  Ыйтăва пĕр хутчен çеç мар сӳтсе явнине каланă вăл.     Раççейри офицерсем нацишĕн  çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсем çĕршывăн сăн-сăпачĕ тесе хакланă. 

«Маларахри вăхăтсенче дворянинсен  тата офицерсен ачисем кăна кадет шкулĕнче вĕренме пултарнă. Республикăра хута каякан объект Атăлçи федераци округĕнче пурăнакан мĕнпур ачасен çак шкула çӳреме ирĕк пулĕ.   Çарпа патриотизм теми кулленех малти вырăна тухса тăрать.  Патшалăх аталанăвĕн çул-йĕрĕшĕн те ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ пĕтĕм чун-чĕререн  çак корпусăн строительство ĕçне тытăннăшăн савăнатăп», - тенĕ.

«Строительство ĕçне хирĕçлекенсем вĕсем нихăçан та çар ретĕнче тăман.  Салтак пăттине те çисе курман, аттине тăхăнса курман, пăшал тытса тăшманран çĕршыва та хӳтĕлемен», - тенĕ.

«Кадет корпусĕ питĕ кирлĕ. Шăпах та, çак палăртнă вырăнта питĕ меллĕ вăл вырнаçнă. Хирĕçлев кăларса тăратакансен шухăшне итлесе тăмалла мар, объекта пуçланă, малашне те хăюллăн ĕçе кӳлĕнмелле.  Шкул пире кирлĕ мар, ун вырăнне кирлĕ-кирлĕ мар йывăç-тĕм пултăр текенсене итлесе пăхăнса пурăнма нимĕнле сăлтав та çук»,  - тет полковник Влдадимир Лабутов.

Афганистанран  çарта аманса килнисен  Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн  председателĕ Геннадий Матвеев та хăйĕн юлташĕсенчен мĕн илтни пирки каласа кăтартнă. «Манăн юлташсем çарта пĕр ретре пулнисем çак ырă хыпара – Шупашкарта кадетсен çĕнĕ корпусĕ хута каять тенине илтсен тӳрех савăнчĕç. Çамрăксен патриотизм туйăмне аталантарма витĕм кӳрет.  Ку çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Центр пире питĕ кирлĕ.  Çамрăксене пĕр чăмăра пухать.  Чăн-чăн офицер пулма вĕренсе кăларать кадет шкулĕ.  Куншăн пирĕн савăнмалла тата хĕпĕртемелле», - тенĕ  Геннадий Матвеев.  Сăмаха малалла тăснă май,  объекта хута яма чарас тесе хирĕçӳ кăларса тăратакансем таса мар чунлисем пулнине, вĕсем хăйне евĕр усал шухăш тытнине асăннă. « Çак проект кама та пулин чăрмав кӳнĕ, унăн çулне пӳлнĕ пулĕ-ха. Кам та пулин çак вырăнта тепĕр мĕн те пулин хăпартса лартма тĕллев ларнă.  Хирĕçлев кăларакансем хăйсен пурнăçĕнче патшалăхшăн нихăçан та ырă ĕç туман тесен те йăнăш мар.  Вырăссем çапла каланă ваттисен пĕр сăмахĕ пур: « Автан авăтнипе тул çутăлмасть», - тенĕ вĕсем.  «Ырă йĕркеллĕ çын строительство ĕçне хирĕçлемест. Усал çынсене ирĕке тухма  памастпăр», - тенĕ вăл.

Халăх умĕнче ыйтăва сӳтсе явма экологишĕн пăшăрханаканнисем те хутшăннă.

«Объектăн строительство ĕçне çак вырăнта пурнăçа кĕртесси пирки республика ертӳлĕхĕ тĕрĕс йышăну тунă», - тесе каланă Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕпе экологи министерстви çумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Федор Карягин  профессор.  "Çак территоришĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объект пулассине эпир ăнланатпăр. Университетра вĕренекенсемпе эпир кашни çул тонни тоннипе усал çӳп-çапа тирпейлесе пухса ятарлă вырăнсене ăсататпăр.  Шупашкарта кун пек тасамарлăх урăх ниçта та çук пулĕ тесе шутланă эпир.  Тахçантанпах эпир çак вырăнта хăтлă пултăрччĕ тесе шутланă.  Американский клен (америка вĕрени) халăхра анлă сарăлнă ăнлав.  Пирĕн тăрăхра шутсăр нумай вăл.  Çынсене пăшăрхантарать, усал йывăç кирлĕ-кирлĕ мар вырăнта та шăтса тухать, чăрмав кӳрет. Малашне çак вырăна халăх пĕтĕм кăмăлтан канма тухĕ, вĕсене хăрушă та пулмĕ», - тенĕ вăл. 

Федерацин вăрман асăрхавĕн патшалăх службин пуçлăхĕ тата Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕпе экологи министерствин федераци службин пушар асăрхавĕн ертӳçи Валерий Тарапыгин хăйĕн сăмахĕнче шкулăн строительство ĕçĕ тăван тавралăха сиен кӳменнине пĕлтернĕ.   Кунсăр пуçне территорине типĕ вут-шанкăран тасатса тирпейлемеллине каланă. Тавралăхра усал каяшсем,  кил-çуртран тухакан çӳп-çапсем пулмалла маррине асăннă. 

Çак кун ыйтăва сӳтсе явма ахаль çынсем, обществăлла организацисен представителĕсем чылайăн пухăннă.

«Çав тери лайăх, тинех çак усал вырăн,  таса мар уй-хир тирпейленет. Пирĕн ачасемшĕн, çитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн шкул пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ.   Эпĕ невролог пулнă май, хам шухăша калас тетĕп: «Мĕнле шухăш-туйăм çаврăнать-ши çак усал çынсен пуçĕнче строительство ĕçне хирĕçлекеннисен», - тенĕ икĕ ача ашшĕ Радислав Максимов.   

Наталья Антонова ачи кадетсен шкулне  вĕренме çӳрет. Вăл та хăй шухăшне пĕлтернĕ: «Кунта çав тери хитре шкул хута яма тĕллев лартнă.  Вырăнĕ хăйне евĕр чуна савăнăç кӳрет.  Чăтăмсăррăн объект хута каяссине кĕтепĕп. Усал типсе кайнă йывăçсене касни пирки мĕншĕн калаçу пуçланине ăнланмастăп. Темиçе çул хушши вырăн тирпейсĕррĕн кашласа ларчĕ. Никама та кирлĕ пулман. Халĕ вара илемлетме пуçланă та, карма çăварсем вăраннă. Эпир ачасен пуласлăхĕшĕн.  Шкул тавра кирлĕ пулсан, хитре илемлĕ йывăç-тĕмĕсем лартăпăр», - тенĕ вăл.   

Республикăри кадет шкулĕ малтанхи объекчĕ  1932 çулта хута кайнă. Унăн спортзал çук.  Пӳлĕмсем çителĕксĕр пулнине кура, ачасем Афанасьев урамĕнчи  2-мĕш хулари шкула вĕренме çӳреççĕ.    

«Кăçал ман ывăл  Борис кадет шкулне 5-мĕш класра вĕренме кĕчĕ» - тесе пĕлтернĕ Наталья Громова.  «Эпир чăтăмсăррăн çĕнĕ шкула кĕтетпĕр, унта ачасем вĕренесшĕн», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   «Яланах кирек епле строительство ĕçне пуçличчен таврари усал йывăçсене касса тирпейлеççĕ.  Парка илем кĕртме план та çирĕплетнине эпир пĕлетпĕр», - тенĕ Борисăн амăшĕ.   

«Кирек епле ачасен те  пахалăхлă пĕлӳ илме ирĕк пур. Ман ача çар çынни пулассишĕн ĕмĕтленет.  Эпир пĕрле тавралăхра тирпейлĕх хуçалантăр тесе тăрăшăпăр, ачасем çĕрпе аллисене варалама хăрамаççĕ, ĕçе юратаççĕ.  Пирĕншĕн чи кирли – асăннă шкул вăхăтра хута кайтăр, эпир яланах пулăшма хатĕр», - тенĕ хĕрарăм.  

«Новоюжнăй» ТОС председателĕ Наталя Тарасова çапла хуравланă: «Микрорайонта 40 çул пурăнатăп. Çак строительство ĕçне пуçланишĕн хĕпĕртерĕмĕр. Тинех пирĕн тăрăхра та ачасен шăв-шавĕ пулĕ.  Пирĕн мăнуксем çак шкулта вĕренсе савăнассине шанатпăр.  Кунтан вĕренсе тухакансем илемлĕ, ăслă, хăйсене обществăра тытма пĕлеççĕ, аслисене хисеплеççĕ, ашшĕ-амăшĕсене юратаççĕ. Эпир тахçантанпах çакăнта хăтлă пултăр тесе ыйтнă.  Пире итлерĕç пуçлăхсем, ĕмĕтсем пурнăçа кĕчĕç. Тавах сире çак ĕçсемшĕн», - тенĕ сумлă çын.

Фоторепортаж



14 июля 2017
12:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter