Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Калаçу вăхăтĕнче вĕсем регионта обществăлла политика лару-тăрăвне тăнăçлă аталантарассипе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. «Çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарса пырасси - патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри шутланать.  Республикăра провослави тĕнне тĕпе хурса унăн йăла-йĕркипе çыхăнтарса ачасене вĕрентмелли шкулсене уçнă. Сирĕн пуçаруллă шухăша шкулта вĕрентекенсем хапăл тусах йышăннă. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем питĕ кăмăллă çак ыйту пурнăçа кĕнишĕн. Кун пирки тăтăшах ырă сăмахсем калаççĕ», - тесе пĕлтернĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава  хăйĕн сăмахĕнче чиркӳ енĕпе çыхăннă шкулсенче ачасем чун-чĕререн ăшă кăмăлпа тĕн культурине, ырă ĕçсем пурнăçлама, пĕрне-пĕри хисеплеме вĕренсе пынине каланă. «Таса кăмăл-туйăм пулмасан – пуласлăх пирки калама йывăр.  Çакă пирĕн таса тивĕç - çынсене ырă ĕçсем тума вĕрентесси.  Чиркӳпе влаçра ĕçлекенсен яланах пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса килĕштерсе ĕçлесе пымалла, ун чухне тĕнчере ырлăх, тăнăçлăх хуçаланасси куçкĕретех пулĕ»,  - тенĕ  Владыка. Ку хутĕнче сумлă çынсем тĕлпулу самантĕнче Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленесси пирки те сăмах хускатнă.  



14 июля 2017
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter