Чăваш Республики çуркуннехи тапхăрпа яшсене çар ретне ямалли плана туллин тивĕçтернĕ

  Чăваш Республики çуркуннехи тапхăрпа яшсене çар ретне ямалли плана туллин тивĕçтернĕ. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсене пурĕ 1066 çынна  çар ретне тăма ăсатнă.  Раççей Федерацийĕн Наци гвардийĕн ретĕнче пурĕ 278 яш ача шутланса тăрать.  Кун пирки Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе  кашни эрнере ирттерекен планеркинче пĕлтернĕ.

Салтака каякансенчен кашни пиллĕкмĕшĕ аслă пĕлӳ илнĕ яшсем.  Çар ретĕнче тăракансенчен нумайăшĕ Раççей ДОСААФ организацийĕсенчен вĕренсе тухнисем пулнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин Çар комиссарĕ Александр Мокрушин.

Медицина ĕçченĕсен хаклавĕ тăрăх, 5627 яшран 72,1 проценчĕ çара кайма юрăхлă. 2016 çулхипе танлаштарсан, асăннă кăтарту 3 процента яхăн ӳсни паллă. Яшсем спортпа туслă пулнине çирĕплетет çак кăтарту.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çар комиссариатне, Чăваш Енри шалти ĕçчен органĕн ĕçченĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансене яшсене çар ретне тăма хатĕрлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă.   Çак ыйтăва кирлĕ пек шайра татса пама пулăшу панă ветерансене уйрăммăн ырласа хăварнă, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе витĕм кӳнине асăннă.  Ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ывăлĕсене РФ тивĕçлĕ гражданĕсем пулма воспитани панăшăн  тав тунă республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Республики çар ретне тăма кашни çул яшсене плана килĕшӳллĕн туллин тивĕçтерет. Чи пахисенчен пĕри – Раççей Федерацийĕн Президент полкĕнче те пирĕн регионти яшсем тивĕçлĕ шайра.  РФ Хĕç-пăшаллă вăйсенче контракт тытăмĕпе Чăваш Енрен 8 пин яш ача Тăван çĕршыва сыхă тăрать.

Каласа хăвармалла, Чăваш Енре кашни çул «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисем иртеççĕ. РФ ытти регионĕсемшĕн пирĕн республикăри çак мероприятисем тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар.  Çулталăк тăршшĕпе 30 пин яшсемпе ачасем хăйсен çар ретне тăмалли  ăсталăха туптаççĕ.

РФ Президенчĕн Атăлçи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарăвĕпе йышăннă тĕрлĕ проектсен ĕçне Чăваш Ен активлă хутшăнать.

2016 çулта республикăра «Юнармия» регионти уйрăмĕ йĕркеленнĕ. Республикăри мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчен çак юхăма яш-кĕрĕм хапăл тусах çӳрет. Пурĕ 3,4 пин çамрăк хăйсен ăсталăхĕпе тавракурăмлăхне ӳстерет.  Кадетсен юхăм вăй илсе пырать Чăваш Республикинче. Кадетсен шкулĕнчен вĕренсе тухакансем аслă шкулсене кулленех вĕренме кĕреççĕ, кăтарту РФ шайĕнче пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 



18 июля 2017
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter