Чăваш Республики бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕпе çав тери çӳллĕ шайри ушкăнри регионсен шутне кĕчĕ

 Наукăпа финанс тĕпчев институчĕ (НИФИ) Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи патшалăх учрежденийĕсен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайне пĕтĕмлетнĕ. Кун пирки хыпара Институтăн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă. Пĕтĕм ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне хакланă хыççăн, Чăваш Республики 2017 çулта 7-10-мĕш вырăнсене тухнă. Палăртса хăвармалла çак кăтартупа 2016 çулта Чăваш Республики 16-мĕш вырăнта çеç тăнă пулнă.  Кăçал палăртма кăмăллă, ӳсĕм чылай. Енчен те пĕлтĕр бюджетăн уççăнлăхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ регионĕсем хушшинче пирĕн республика çӳллĕ шайра тăракан субъектсен хушшинче  кăна тăчĕ пулсан, кăçал вара çав тери çӳллĕ шайри ушкăнри регионсен шутне кĕчĕ. Кăтарту пурсăмăра та савăнтарать.   

Эпир бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайĕ енĕпе федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта тăратпăр. Çĕршыври 85 субъект хушшинче малтисен ретĕнче пулни те пурсăмăра та ĕçлеме хавхалантарса пырать.  

Аса илтерсе хăваратăп. Бюджет уççăнлăхĕн шайне хаклассипе йышăннă Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен рейтингне  Раççей Федерацийĕн Финанс министерстви йĕркелеме хушнă.   Рейтинг ĕçне хатĕрлемелли методикăна çулсерен çĕнетсех пыраççĕ. Малашне тата та аталанса пыма меллĕрех пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Рейтинг хатĕрленĕ чухне çак критерисене тишкернĕ. Вĕсем: бюджета малтанлăха йышăннине, бюджет çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕх кĕртнине, бюджета тапхăр-тапхăррăн пурнăçлани çинчен калакан отчета пĕтĕмлетнĕ,  бюджета çулталăкра епле пурнăçланине, бюджет проекчĕпе тата ун валли хатĕрленĕ материалсене йĕркеленине, граждансем валли бюджет пăхса хăварнине, финанс тĕрĕслевне, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи патшалăх учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕсем пирки паллаштаракан уçă кăтартусене, обществăлла канашсене тата ытти ĕçсене те çирĕп хакланă.

Федераци центрĕпе лайăх çыхăну тытни, тухăçлă ĕçлени, обществăлла укçа-тенкĕпе пĕлсе тата уçăмлăн усă курни, миллиардшар тенкĕлĕх бюджет кредичĕсене çулталăкне чи пĕчĕк процент ставкăпа явăçтарма май парать.

Мĕнпур ӳсĕмсене бюджет политикипе шайлашуллăн тата тĕплĕн шухăшласа тытса пынине пула тума май килчĕ.

Чăваш Республики обществăлла укçа-тенкĕне тытса пырас ĕçĕн пысăк тухăçлăхне кашни çулах ĕненмелле çирĕплетет.

Тата çакан та палăртса хăварас тетĕп: Чăваш Республикин «Граждансем валли бюджет» республика порталĕ – çĕршыври чи лайăх проектсен шутĕнче.

Республикăн финанс тытăмĕнче ăста специалистсем ĕçлеççĕ, вĕсем бюджет тата налук саккунĕсене лайăх пĕлеççĕ, лартнă тĕллевсене тĕплĕ пурнăçлаççĕ.



19 июля 2017
18:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter