Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канаш ларăвне Михаил Игнатьев ирттернĕ

 


«Регионăн шалти хушма резервĕсене тупма пĕлмелле, бизнеса аталанма тата та лайăхрах условисем йĕркелессишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ сăмахсенчен пуçланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канаш ларăвне Михаил Игнатьев.

Чи  малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петербургра Пĕтĕм халăхсем хушшинче ирттернĕ экономика форумĕнче Наци рейтингĕн  инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни пирки чарăнса тăнă.  Рейтинг ĕçне хатĕрличчен специалистсем Раççейри 8 процента яхăн предпринимательсенчен ыйтăм ирттернине палăртнă. Суту-илӳпе промышленноç палатин, «Деловая Россия», «Опора России» пĕтĕм Раççейри обществăлла организацисен шухăшĕсене те тĕпе хунă.  Палăртса хăвармалла, Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республикин хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухрĕ.  Кун пирки ырă хыпара Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ, çĕршыври малта пыракан регионсем пулнине палăртнă. Республика бизнеса аталанса пыма çителĕклĕ условисем йĕркеленине, уççăнлăх пысăк пулнине, ĕç климачĕ çав тери лайăх тесе хакланă.

«Ушкăн килĕшсе комплекслă ĕçленине çирĕплетет.  Лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлани куçкĕретех.  Раççей Президенчĕ палăртакан ыйтусене вăхăтра тата кирлĕ пек шайра пурнăçланине çирĕплетсе парать.  Бизнес-пĕрлешӳпе общество тата влаç пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.   Наци рейтингĕн инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕ хăйĕн тухăçлăхне кăтартса çирĕплетсе пачĕ.  Раççейри чи ăнăçлă та лайăх ĕçлесе пыракан субъектсене тупса палăртрĕ.

Çĕршыв ертӳçи регионсем пĕр вырăнта тăманнине, малалла ăнтăлнине палăртнă. Кулленех курăмлă ĕçлесе пыракан паха опытсене кашни субъект хăйĕн тăрăхĕнче пурнăçа кĕртме тăрăшнине палăртнă.  Çитĕнӳсем те çук мар пысăк тенĕ вăл.

Калăпăр, Воронеж облаçĕ рейтингра хăйĕн кăтартăвĕсене малтанхи тапхăртинчен 15 картлашка çӳлерех хăпартса пыма пултарчĕ.

 «Рейтинг пирки тĕлли-паллисĕр ăнланмасăр калаçакансем те чылай пулĕ-ха, анчах та кăлăхах, Чăваш Республикинче сахал мар ырă улшăнусем.  Уçă калаçăва бизнеспа яланах хатĕр. Пирĕн тĕллев - ӳсĕмсем тăвасси, çитĕнӳсемпе палăрасси, халăх валли лайăх условисем пурăнма хатĕрлесси», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

Ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки халăха тĕплĕн ăнлантарса пама, федераци хаклавне тĕрĕс тата вăхăтра çынсене пĕлтерме чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче 2017 çулта Чăваш Ен хăйĕн позицине курăмлăн ӳстернине çирĕплетсе каланă. Наци рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕ пурсăмăра та малашне те пысăк çитĕнӳсем тума хавхалантарнине асăннă.

Бизнеса аталанса пыма меллĕ, тĕрĕслевпе асăрхав службисем кирлĕ кирлĕ маршăн тĕрĕслевсем ирттермеççĕ, плана маларах çирĕплетсе унпа килĕшӳллĕн ĕçлесе пыраççĕ, йĕрке çирĕп пулнине палăртнă министр. Объектсен строительство ĕçне тытăнма ĕç хучĕсене ансăрлатнă, пĕр сăмахпа калас пулсан, условисем пур. Электричество сечĕсем патне çыхăнмалли документсене те хатĕрлеме ансат пулни куçкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

«Çак ĕçсем, паллах пире лăпланса лармаллине пĕлтермеççĕ, ӳлĕмрен те малалла çитĕнӳсем тăвассишĕн тăрăшмалла.  Пирĕн ĕçлемеллисем татах та пур-ха. Объектсене инфратытăма çыхăнтарнинчен, электронлă пулăшусемпе епле усă курнинчен проектсем вăхăтра пурнăçа кĕрсе пырасси пĕтĕмпех килет», - тенĕ Владимир Аврелькин.   

2018 çулта рейтинг ĕçне хатĕрленĕ чухне РФ субъектсем инвестици климатне ӳстерессипе приоритетлă ĕçсене мĕнле пурнăçласа пынине те хаклава кĕртессине каласа панă.

Ку хутĕнче министр хăйĕн сăмахĕнче предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем тĕрĕслевпе асăрхав службисен ĕçĕсемпе кăмăлсăр пулни пирки пĕлтернĕ. Тĕрĕслевсем чылай пулнине асăннă.  

Палăртса хăвармалла, пĕлтĕрхи çул çак кăтарту ырă енне улшăнни курăнать. Паянхи куна калас пулсан, çулталăкне пĕр предпринимателе пĕр хутчен тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Маларахри çулсенче çак кăтарту 2,61 танлашнă.

Чăваш Республикин Прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, хăй халлĕн ĕçлекен организацисене, индивидуаллă предпринимательсене тĕрĕслевпе асăрхав службисем 4282 хут тухса тĕрĕсленине каланă. Кăтарту 2015 çулхипе танлаштарсан 38 процент пĕчĕкрех.

Предприятисене регистрациленин йĕркипе  Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Марина Петрова тĕплĕн каласа кăтартнă, патшалăх регистрацийĕ витĕр тухма предпринимательсем валли ĕç хучĕсене хатĕрлеме условисем  лайăх пулни çинчен каланă вăл. Шупашкарта Пĕрлехи центр ăнăçлă ĕçленине пĕлтернĕ. Электронлă сервис вăй илсе пынине, вăхăта чылай перекетлеме пулăшнине асăннă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов объектсен строительство ĕçне пуçлама электроэнергипе тивĕçтермелли ĕç хучĕсене ансатлатнине пĕлтернĕ.  Проекта патшалăх экспертизи витĕр кăлармалли йĕрке Экспертиза центрĕнче «пĕр чӳрече» мелĕпе пулса пынине асăннă. НФЦ республикăра курăмлă ĕçленине палăртнă, пысăк витĕм кӳнине каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тĕрлĕ шайра тăракан влаçри мĕнпур çынсен бизнес-пĕрлешӳсене кулленех пулăшмаллине, тĕрлĕ сĕнӳсемпе тивĕçтермеллине, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама яланах хатĕр тăмаллине асăннă. «Влаçра ĕçлекенсене предпринимательсен шанмалла, ĕненмелле.  Сиен кӳрекен çынсем патшалăх тата муниципалитетсен службисенче пачах та пулмалла мар», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе.    

Тĕрĕслевпе асăрхав патшалăх службинче тăрăшакансене таса чунпа яваплăха туйса ĕçлемен предпринимательсене тĕрĕслеме чĕнсе каланă, вĕсем патне ытларах тимлĕх уйăрма хушнă. «Этническая Чувашия», Сĕнтĕрвăррин шкул проекчĕсемпе йывăрлăхсем пур. Подрядчик яваплăха туйса ĕçлеменнишĕн панкрута тухнишĕн йывăрлăх сиксе тухать. Кун пек тĕслĕхсем пачах та пулмалла мар», - тенĕ вăл. Чăваш Енри монополие хирĕç кĕрешекен федераци службин регионти Управлени пуçлăхне Вячеслав Борисова ыйтăва тĕрĕслевре тытма сĕннĕ. «Йывăрлăх кăларса тăратнă лару-тăрăва комплекслă хакламалла. Малашне яваплăха туйса ĕçлеме пĕлмен подрядчиксен пачах та патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курмалла мар», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



20 июля 2017
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter