Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм халăхсем хушшинчи Кокель ячĕллĕ пленэр-симпозиума хутшăннисемпе тĕлпулу ирттернĕ

 

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче,  Пĕтĕм халăхсем хушшинчи Кокель ячĕллĕ пленэр-симпозиум XI-мĕш куравне хутшăннисемпе тĕлпулу ирттернĕ, художниксен куравне пăхса хакланă. 

 

Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Енре тĕрлĕ халăхсем хушшинчи пленэр ĕçне йĕркелени çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.  Мĕншĕн тесен, ăна йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри - Чăваш Республикинче Патăрьел районĕнче  Турхан салинче çуралса ӳснине, ӳнерçĕ ăсти Алексей Кокель тĕнчипе паллă пулнине асăнса хăварнă.  Çакăн йышши тĕлпулусем пултарулăх ăстисене пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕпе паллашма кăна мар, регионсем хушшинчи культура пайне аталантарас ĕçре  анлă витĕм кӳнине палăртнă, юлташла çыхăнусене çирĕплетсе вăй илтерсе пыма пулăшнине каланă.    

«Эпир тĕрлĕ халăхсен йăла-йĕркипе культурине çирĕплетме тата ăна анлăрах сарма, упрама яланах хатĕр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Раççей, Беларуç, Украинăран килнĕ  мĕнпур хăнасене ырласа тав сăмахĕсем каланă вăл.

Тĕлпулу самантĕнче хăнасемпе пĕрле ертӳçĕсем Алексей Кокель çуралнăранпа 150 çул çитнине хатĕрленсе пысăк мероприяти ĕçне йĕркелесе ирттересси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Михаил Игнатьев паян ӳнерçĕсен чаплă куравĕсене пăхса киленнĕ. Раççей, Беларуç, Украина ăстисем Чăваш Ен пирки хăйсен хаклавне ӳкерсе кăтартнă.  Картинăсенче пултарулăх ăстисем чăваш çĕрне чăн-чăн   сăнарласа ӳкерсе пани никамшăн та вăрттăнлăх пулман.  Ялăн сăн-сăпачĕ, илемĕ халăх умне тухса тăнă.

 Халăхсем хушшинчи Кокелевский пленэр 2007-мĕш çулта йĕркеленсе кайнă. Çак ĕçе тĕрлĕ халăх çыннисем хапăл тусах хутшăнни куçкĕретех, пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшĕве, çураçулăха çирĕплетсе паракан мероприяти пулса тăчĕ. Республикăн культура пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă.  Пĕтĕмпе çак тапхăр вăхăтĕнче 118 ӳнерçĕ хăйсен ăсталăхне кăтартса пама пултарнă, вĕсем пĕтĕмпе 1000 ытла картина халăх патне илсе çитернĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче Пĕтĕм халăхсем хушшинчи  XI-мĕш Кокелевский пленэр-симпозиум утă уйăхĕн 10-20-мĕш кунĕсенче Патăрьел районĕнче  Турхан салинче иртнĕ. 

Фоторепортаж



20 июля 2017
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter