РАНХиГС Шупашкарти филиалĕнчен кăçал вĕренсе тухнисемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн (РАНХиГС) Шупашкарти филиалĕн кăçал вĕренсе тухнисемпе  тĕлпулу ирттернĕ.

 

Çамрăк яш-кĕрĕмпе калаçнă май, вăл пахалăхлă пĕлӳпе çамрăксене тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине пĕлтернĕ.  «Тĕрĕсех-ши профессине суйласа илнĕ тесе пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар. Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва эпир çирĕп тĕрĕслевре тытатпăр.  Аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе кулленех тĕлпулусем ирттеретпĕр. РАНХиГС Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе тухакансем ĕçе вырнаçни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Хăйсен специальноçĕпех ĕçлеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Регион Ертрӳçи патшалăх граждан службисенче ваканси уйрăмне çирĕп тĕрĕслесе пынине, енчен те пушă ĕç вырăнĕсем пулсан, хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе, çамрăксене çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларса ĕçе вырнаçма май пулнине пĕлтернĕ.  Коррупцине хирĕç кĕрешессипе ытларах та ытларах профилактика ĕçне йĕркелеме чĕнсе каланă. Нимĕнле ултавлă япаласем те тума ирĕк пулманнине асăрхаттарнă.

РАНХиГС Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев хăйĕн сăмахĕнче вĕсен вĕренӳ учрежденийĕ Раççей шайĕнче тухăçлă ĕçлесе пыракннисен шутĕнче тăнине каланă.

«Филиал лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлать, патшалăх влаç органĕсене тивĕçтерет», - тенĕ Игорь Голышев

Ку хутĕнче те яланхи пекех, аслă шкултан вĕренсе тухакансем Чăваш Республикин Пуçлăхне тав сăмахĕсем каланă, диплом çыричченхи практика ĕçне йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн влаçри ертӳçĕсене тав тунă.

Çамрăксем тĕлпулу вăхăтĕнче аслă шкул пирки хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. Аслă шкулсенчи студентсем хушшинче ытларах массăллă спорта аталантарма сĕнӳсем тăратнă.

Кăçал филиалтан 134 çын вĕренсе тухнă.

1999 çултан пуçласа вĕренӳ учрежденийĕ 5 пин  специалист хатĕрлесе кăларнă, вĕсенчен 12 пине яхăн çын квалификаци пĕлĕвне ӳстернĕ.

Паянхи куна илес пулсан, унта 905 çын вĕренет, вĕсенчен федераци бюджечĕн витĕмлĕхĕпе 105 студент  ăс пухать.

 Фоторепортаж



20 июля 2017
18:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter