Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева кĕрешӳ спортне аталантарма витĕм кӳнĕшĕн тав тăваççĕ

  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕнчи Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн Президентĕнчен Михаил Мамиашвилирен Тав çырăвĕ килсе çитнĕ.  Хăйĕн Тав çырăвĕнче вăл  Чăваш Республикинче кĕрешӳ спортне аталантарма тата  пысăк класлă кĕрешӳçĕсем хатĕрлесе кăларма витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева ырласа çырнă.

Аса илтеретпĕр, Германире Дортмунд нимĕçсен  хулинче хĕрсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Европăра юниорсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе  ирттернĕ ăмăртусем вĕçленнĕ.  

Çак ăмăртусенче Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ пĕрремĕш вырăна тухнă.  Раççей спортсменĕсем пĕтĕмпе пухмача 18 медаль пуçтарнă.  Вĕсенчен 9-шĕ ылтăн, 4 - кĕмĕл, 5 - пăхăр медальсем пулнă. Ылтăн медале тивĕçекенсенчен пĕри Чăваш Республикин спортсменки - Мария Кузнецова. (Вăл 63 кг виçе категорире тупăшнă). Хĕрсем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче унăн çитĕнĕвĕ чи ăнăçли тата хăватли пулнă.        



21 июля 2017
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter