Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Суту-илӗвӗн ӗçченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Суту-илӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗсем, отрасль ветеранӗсем!

Сире професси уявĕпе чĕререн саламлатăп!

Суту-илӳ тата общество апатланăвĕ - республика экономикин пĕлтерĕшлĕ те тăнăçлă аталанакан отраслĕсем.

Чăваш Ен Правительстви суту-илӳ сферине аталантармашкăн условисем тăвас тата халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас енĕпе нумай ĕçлет.

Республикăра çулсеренех потребитель рынокĕн 350 ытла объекчĕ уçăлать, отрасльте пин-пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленет. Потребитель рынокне, халăх хăй пурăнакан вырăнтах çӳрекен лавккасене, суту-илĕвĕн пĕчĕк формисене аталантарас енĕпе патшалăх пулăшу кӳрет. Çакă сĕнекен таварсен ассортиментне анлăлатма тата пулăшусен пахалăхне лайăхлатма, вырăнти тавара туса илекенсен продукцине вырнаçтарма май парать.

Эсир малашне те хăвăрăн професси ăсталăхне ӳстерсех пырасса, умри тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçласса шансах тăратăп. Суту-илӳ ĕçченĕсене пурне те професси ĕçĕнче ăнăçу, çирĕп сывлăх тата ырлăх, телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                             Михаил Игнатьев



21 июля 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter