Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри, иртнĕ эрнере Канашра пулса иртнĕ лару-тăру – пурăнмалли икĕ çуртра авари кăлтăкне сирсе ярасси тесе каланă паянхи планеркăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри, иртнĕ эрнере Канашра пулса иртнĕ лару-тăру – пурăнмалли икĕ çуртра авари кăлтăкне сирсе ярасси, инкек тӳснисене кирлĕ пек пулăшупа тивĕçтересси тесе каланă паянхи планеркăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Канаш хулинче Ленин проспектĕнче 27-мĕш №-лĕ çуртра инкек пулнă. Этажсем хушшинче строительство ĕçĕсен çитменлĕхĕсем тупăннă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ĕç ушкăнĕ тӳрех вырăна çитнине, кирлĕ пек мерăсем йышăннине пĕлтернĕ. «Икĕ кун хушшинче çуртра урăх арканнă вырăнсем пулман.  Экспертсен тĕрĕслевĕ хыççăн, ĕçе  мĕнле малалла йĕркелесси паллă пулĕ», - тенĕ вăл.  

Федерацин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи   Виктор Кочетков хăйĕн сăмахĕнче нумаях пулмасть, çурт вырăнĕнче шыв юхтарса тăнине пĕлтернĕ. 2-мĕш хваттерте экспертсем йывăç урайсене сирсе пăхнă хыççăн, хăш-пĕр кăлтăксен сăлтавне тӳрех тупса палăртма май килнине асăннă. 2016 çулта çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе йышăннă программăпа шывпа усă курмалли системăсене улăштарнă.  Ĕçсене пурнăçлаканĕ «Стройтехмаш» ТМЯО пулнă. (Канаш хули, директор тата пĕртен-пĕр учредитель Сергеев Александр Фомич).  Çак çуртри иккĕмĕш хваттер хуçи юсав ĕçне хирĕçленĕ, сивĕ шыв антармалли пăрăха улăштарма май килмен тесе каланă.

«Фонд капремонта» НО генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова хăйĕн сăмахĕнче тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме палăртнă 48 хваттертен 11-шĕ хирĕçле пулнине пĕлтернĕ. 

«Эсир мĕншĕн халăхран пуçтарнă укçана объекта туллин пурнăçламасăрах строительсене тавăрса панă?», - тесе ыйтнă генеральнăй директортан  Михаил Игнатьев. Ку ыйтупа сирĕн çитменлĕх те пур, ĕçе яваплăха туйса пурнăçламанни куçкĕретех тенĕ.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва комплекслă пăхса тухса тĕрĕслев ирттерме хушнă,    Виктор Васильевич (Кочетков В.В.) эсир те хăвăра шанса панă ĕçе пурнăçламан  тесе каланă.  

Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта Грасис урамĕнче вырнаçнă 4-мĕш çуртра та инкек сиксе тухнине аса илсе хăварнă. 

«Фонд капремонта» НО генеральнăй директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, çурта тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме программăна та кĕртнĕ имĕш. «Спецмонтаж»  ТМЯО унăн ертӳçи пĕртен-пĕр учредителĕ Батраков Владимир Алексеевич  2016 çулта çурта тĕпрен юсав ĕçне ирттернĕ.  Авари ытларах çуртсене комплекслă юсав ĕçĕсене ирттерменнишĕн пулаççĕ тесе асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ.

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, регион Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче объектсене тирпейлесе çитерме Чăваш Республикин резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма хушма мерăсем пулассине  палăртнă вăл.  

«Эпир çынсене инкекре пăрахса хăвармастпăр.  Экспертиза хăвăртрах ирттерсе ĕçе тытăнмалла. Халăхăн ыйтăвне татса памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Кунсăр пуçне çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе йышăннă программăпа тĕплĕнрех ĕçлеме, тата активлăрах пулма чĕнсе каланă. «Енчен те çуртсенче йывăрлăх кăларса тăракан япаласем пур пулсан, вĕсене чи малтан юсав ĕçне ирттерме палăртса хумалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. 



24 июля 2017
18:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter