Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Прокуратура коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  регионти Прокуратура коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă.  Ларăва пухăннисем 2017 çулăн пĕрремĕш çур çуллăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, приоритетлă çул-йĕрсем пирки сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура пайĕнче ĕçлекенсене пур шайри влаç органĕсемпе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.  Чи кăткăс та актуаллă ыйтусене ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, право хуралĕнче ĕçлекенсемпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи наркотика хирĕç кĕрешес, профилактика ĕçне йĕркелессипе тимлекен Координаци канашлăвĕсенче те планпа килĕшӳллĕн тишкернине палăртнă вăл. 

«Патшалăх ыйтусене яланах çирĕп тĕрĕслевре тытать, право йĕркипе, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе сахал мар профилактика ĕçне ирттерет. Тĕп тĕллевсенчен пĕри  – обществăри йĕр­ке­лĕхе тата патшалăха хăрушсăрлăхпа тивӗҫтересси. Прокуратурăпа ве­домствăсем хушшинче тачă çыхăнса ĕçлесси лайăх шайра йĕр­ке­лен­нӗ. Пӗр-пӗринпе çакăн пек усăллă хутшăнса ӗҫленине пула социаллă-политика пĕр тикĕс лайăх аталанса пырать, коррупцине , терроризма хирĕç кĕрешесси кирлĕ пек шайра пулса пырать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 

Пĕрле тухăçлă ĕçлесе пынине кура, криминаллă ла­ру-тăрăва çирĕп­пĕн асăр­­хаса тăма, социаллă-политикăпа тата тĕнпе çы­хăннă хирӗçӳллĕ лару-тăруран сыхланма май килет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Наукăпа финанс тĕпчев институчĕ (НИФИ) Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи патшалăх учрежденийĕсен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайне пĕтĕмлетнĕ. Кун пирки хыпара Институтăн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă. Пĕтĕм ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне хакланă хыççăн, Чăваш Республики 2017 çулта 7-10-мĕш вырăнсене тухнă. Палăртса хăвармалла çак кăтартупа 2016 çулта Чăваш Республики 16-мĕш вырăнта тăнă пулнă.  Кăçал палăртма кăмăллă, ӳсĕм чылай. Енчен те пĕлтĕр бюджетăн уççăнлăхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ регионĕсем хушшинче пирĕн республика çӳллĕ шайра тăракан субъектсен хушшинче  кăна тăчĕ пулсан, кăçал вара çав тери çӳллĕ шайри ушкăнри регионсен шутне кĕчĕ. Кăтарту пурсăмăра та савăнтарать.   

Эпир бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайĕ енĕпе федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта тăратпăр. Çĕршыври 85 субъект хушшинче малтисен ретĕнче пулни те пурсăмăра та ĕçлеме хавхалантарса пырать.  

Бюджет укçипе тĕллевлĕн усă курни куçкĕретех.  Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе епле усă курнине çивĕч тĕрĕслеççĕ. 2017 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра пĕтĕмпе 84 мероприяти ирттернĕ, 23,4 млн тенкĕлĕх пĕтĕмпе бюджета каялла тавăрса пама ĕç хучĕсене йышăннă.  

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви сахал марн тĕрĕслевсем йĕркеленĕ. Коррупци енĕпе  йĕрке пăснине кăçал пĕрремĕш çур çулта  84,1 млн тенкĕ тупса палăртнă, вĕсенчен 54,5 млн каялла тавăрса пама йышăннă.  Кăтарту пысăк пулнине асăннă Михаил Игнатьев. Мĕнпур тытăмри влаçра ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçленине каланă.

Ку хутĕнче ертӳçĕсем çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе те йĕрке пăснă тĕслĕхсем пуррине палăртнă.  Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра усă курăнман  ял хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те хĕрӳ ĕç пынине каланă. Ытти субъектсем хушшинче чи ăнăçлă ĕçлекен 5 регион шутĕнче тăрать Чăваш Республики.  Пĕлтĕр, калăпăр, Элĕк районĕнче ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрпе тĕллевлĕн усă курманнине тупса палăртнă.  Чăваш Республикин Правительствин  позиципе Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕ  килĕшнĕ, 1092 га çĕр лаптăкне каялла тавăрса памалли пирки ĕç хутне йышăннине аса илнĕ республика Пуçлăхĕ. «Эпир сахал мар йывăрлăх витĕр тухса, çак ĕçе йĕркелесе яма пултартăмăр, халĕ пирĕн паха ĕç опытне ытти субъектсем тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшаççĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри – влаçра ĕçлекенсене халăх шанать тата ĕненет, ку вара чи пахи», - тесе пĕтĕмлетнĕ.

 Чăваш Республикин Прокурорĕ  Василий Пословский хăйĕн докладĕнче регионта лару-тăру лайăх пулнине, ĕç кăтартăвĕсем ырă енне улшăннине палăртнă.  Кăçал çур çул хушшинче Чăваш Республикин Прокуратури пайĕнче ĕçлекенсем пĕтĕмпе граждансем  саккуна пăснă 5 пин тĕслĕх тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Прокуратура тĕрĕслевне ирттернĕ хыççăн, уголовнăй майпа 59 ĕç пуçарнине палăртнă.  Прокуратура ĕçченĕсем пăхса тухнă хыççăн 4,4 пин çынна дисциплина яваплăхне тытмалла тунă, 1,4 пин ытла должноçре тăракан çынна административлă майпа явап тыттарма йышăнса хăварнă.  

Паянхи пурнăç таппинче пур-пĕрех халăха ĕç укçипе тивĕçтерес ыйту çивĕч тăрать.  Ыйтăва кулленех тĕрĕслесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Мĕнпур шайри влаçра ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçленине пула, Чăваш Республикинче пĕрремĕш çур çуллăхра шалу укçин парăмне 4 хут чакарма май килнĕ.  Пĕтĕмпе 66,4 млн парăмран 16,5 млн çеç тăрса юлнă», - пĕлтернĕ прокурор.  ЖКХ ыйтăвĕсем те кун йĕркинче пулнине асăннă вăл.  Ачасемпе çыхăннисем, предпринимательлĕх пайĕнче те кăткăс ыйтусем сахал мар пулнине каланă.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче Прокуратура ĕçченĕсемпе кулленех тачă çыхăнса конструктивлă ĕçлесе пынине асăннă вăл.  

«Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ йышăнма тĕллев лартнă мĕнпур саккунсем пĕтĕмпех Прокуратура служби  витĕр тухса экспертиза илеççĕ.   Кăçал пĕрремĕш çур çуллăхра пĕтĕмпе 42  нормативлă право актне йышăннă, вĕсенчен 39–шĕ саккунпа çыхăннă ĕç хучĕ», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин республикăри оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă.  «Атăлçи федераци округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ сахал пулни сисĕнет.  Йывăр преступлени тунисене тупса палăртас ĕç кăтартăвĕпе Атăлçи тăрăхĕнче пирĕн ӳсĕм чи пысăкки.  Раççей шайĕнче 8-мĕш вырăнта тăрать Чăваш Республики», - пĕлтернĕ вăл. 

Çула çитмен çамрăксем йĕрке пăсни пирки ытларах РФ Следстви комитечĕн  Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи  Александр Мигушов юстицийĕн генерал-майорĕ чарăнса тăнă. Çамрăксем наркотикпа алхаснине, халăх хушшинче вĕсем наркăмăша сарнине палăртнă. Çула çитмен граждансене йĕрке пăсассинчен асăрхамаллине, вĕсемпе тăтăшах профилактика ĕçне йĕркелеме чĕнсе каланă.  

Ларăва пухăннисем  Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацире шутланакан прокуратурăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли пирки те сăмах пуçарнă. Паян ларăва хутшăннисем асăрхавпа тĕрĕслев ĕçĕсен кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн сӳтсе явнă, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.   

Фоторепортаж



24 июля 2017
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter