Кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра абитуриентсем пирки чарăнса тăнă, аслă шкулсене вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен калалаçнă

 Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн докладĕнче абитуриентсем пирки чарăнса тăнă, аслă шкулсене вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен каласа кăтартнă. Професси пĕлĕвне илме май паракан вĕренӳ учрежденийĕсем 2017/2018-мĕш çулсенче 28 шутланаççĕ,  аслă шкулсем – 13.  

2017/2018-мĕш çулсенче професси пĕлĕвне илме патшалăх шучĕпе 10465 бюджет вырăнĕ хатĕрленĕ.  Вĕсенчен квалификациллĕ специалистсем, ĕç профессисем илме - 2915, вăтам пĕлӳ илекенсене валли – 4749, аслă пĕлӳ илме – 2801  бюджетлă вырăн палăртнă.  

Министр пĕлтернĕ тăрăх, абитуриентсем ытларах Шупашкарти политехника институтне – МАМИ филиалне,  И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ,  Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кăмăлтан вĕренме кĕнине каланă.  Медицина, электроэнергетика, электротехника, экономика, менеджмент, юриспруденци пайне вĕренме кĕрес текенсен йышĕ çулсерен ӳссе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Вăтам професси пĕлĕвне илме кăмăл тунисем хушшинче ытларах банк тытăмĕнче, экономикăра, бухгалтер, шкул çулне çитмен ачасене вĕренме кĕрес текенсем те чылай пулнине каланă.    Професси илнисем хушшинче паянхи куна ытларах повар, кондитер, автомеханик, сварщик. Вĕсем профессине алла илессишĕн тăрăшаççĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе министр.



24 июля 2017
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter