Михаил Игнатьев ячĕпе Беларуç Республикин художникĕсен пĕрлешĕвĕн Председателĕнчен, Раççей академийĕн Хисеплĕ академикĕнчен Григорий Ситницран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Беларуç Республикин художниксен пĕрлешĕвĕн Председателĕнчен, Раççей академийĕн Хисеплĕ академикĕнчен Григорий Ситницран Тав çырăвĕ килсе çитнĕ.  Пĕтĕм халăхсем хушшинчи Кокель ячĕллĕ пленэр-симпозиума йĕркелесе ирттерме пысăк витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева ырланă.  Палăртса хăваратпăр, асăннă мероприяти кашни çул унăн тăван тăрăхĕнче Патăрьел районĕнче Турхан салинче иртет.

«Беларуç ӳнерçисем хаклавĕ тăрăх, çак курăмлă мероприяти Чăваш Енре кашни çул питĕ çӳллĕ шайра иртет.  Тĕрлĕ халăхсен культурине, йăла-йĕркине хисеплесе упраса пыма пулăшать.  Мĕн авалтан тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене анлăрах сарма витĕм кӳрет», - тесе çырнă çырура.  «Çак ырă ĕç наци культурине аталантарса пыма пулăшса пырассине шанатпăр», - тенĕ тав сăмахĕнче.

«Çак самантпа усă курса,  Сире, хисеплĕ Михаил Васильевич, ӳлĕмрен те çыхăнусене тытса пыма шантаратпăр.  Сирĕнпе пĕрле эпир ĕçлеме ялан хатĕр.  Сире çирĕп сывлăх, ăнăçусем, Сирĕн ĕçĕрте кулленех савăнăçлă пулăмсем ытларах пулса пыччĕр», - тесе çырнă çырура. 

Алексей Афанасьевич Кокель – Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш художник.  Вăл академи пĕлĕвне илнĕ.  1880 çулта пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче Турхан салинче çуралнă.  Украинăра иккĕмĕш аслă шкулăн пĕрремĕш ректорĕ пулнă,  жудожникĕсене вĕрентсе кăларакан учрежденине йĕркелесе яраканĕ пулнă.  Харьковра патшалăх академийĕнче мĕн виличченех профессор ӳкерчĕксен кафедрин заведующийĕ пулса тăрăшнă.   Хăйĕн пурнăçĕнче вăл сахал мар тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ куравсене хутшăнса  пысăк тавракурăмлă ăсталăха халăха асăнмалăх парнеленĕ.  Унăн чи анлă сарăлнă ĕçĕсем: «Чăваш хĕрарăмĕн сăнĕ»,  «Урал завочĕсем», «Итальянецсем», «Чăваш Ен. Венчет тăни», «Колхоз пасарĕ», «Хĕлле» тата ыттисем те.  

Пĕтĕм халăхсем хушшинчи Кокель ячĕллĕ пленэр 2007-мĕш çултан ĕçлеме пуçланă, вăл тĕрлĕ халăхсен культурипе, сăн-сăпачĕпе, йăли-йĕркипе паллашать.  Тарăн историне тĕпчесе пĕлме пулăшать.  Пĕр-пĕрне хисеплеме, кăмăлтан юратма, ыррине, туслăха вĕрентекен мероприяти пулса тăчĕ, çак ырлăхсен символĕ тесен те йăнăш мар.  Республикăн культура пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. 2007-2017 çулсенче пĕтĕмпе çак мероприятинче 1000 ытла ӳкерчĕксен пуххине хатĕрленĕ.  Чăваш Енре çак пулăм кăçал утă уйăхĕн 10-20-мĕш кунĕсенче Патăрьел районĕнче Турхан салинче иртнĕ.  Унта Раççейрен, Беларуç Республикинчен, Украинăран хăнасем чылайăн пухăннă.  



25 июля 2017
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter