Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ачасен кану тата сывлăха çирĕплетмелли учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

 

Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли  кану организацийĕсенче паянхи кун çуллахи тапхăрпа шăпăрлансем канаççĕ. Кăçал çулла пуçланнăранпа Чăваш Енре пурĕ 9083 ача канма та ĕлкĕрнĕ. Кану лагерĕсене виççĕмĕш сменăпа пĕтĕмпе палăртнă тăрăх, 4600 ача вырнаçтарнă.

 

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Муркаш районĕнчи Шомиково ялĕ çывăхĕнчи  ачасен лагерьĕнче пулнă, вĕсен ĕçĕпе паллашнă.  «Лесная сказка» (Юмахçă вăрман) республикăри ачасен санаторийĕпе «Солнышко» (Хĕвел) ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшакан учрежденине çитсе килнĕ, унти лару-тăрупа кăсăкланнă.  

Регионти ачасен канăвĕсен условийĕсемпе паллашнă, курса хакланă.  Шăпăрлансен вылямалли лапамĕсене пăхнă, вĕсене апатлантармалли ятарлă пӳлĕме кĕрсе тухнă, спорт, ташă уйрăмĕсене курса хакланă.  Пĕр килнĕ пек чухне ачасен тата унта ĕçлекенсен шухăш кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  

«Лесная сказка» республикăри ача-пăчасен санаторийĕнче кашни çул вăтамран 3500 ача канать.  Ытларах кунта вăраха кайнă чирсемпе аптракан шăпăрлансене вырнаçтарнă, вĕсенчен 100-шĕ сусăр ача пулнине çирĕплетеççĕ. 

Хальхи вăхăтра санаторинче 10 профильпе ĕçлеççĕ.  Ачасем ташăпа ытларах кăсăкланни куçкĕретех. Шупашкарти 1-мĕш №-лĕ спорт шкулĕн тренерĕ Сергей Фомин хăйĕн сăмахĕнче РФ 9 регионтан ачасем килнине, вĕсем пурĕ 234-ăн тесе çирĕплетнĕ. Чăваш Енрен те ачасем пур, вĕсем 11-ĕн, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчен. Вĕсене тӳлевсĕр санаторине вырнаçтарнă.

Михаил Игнатьев репетицире ачасемпе тĕл пулса калаçнă. Ют регионсенчен килнĕ шăпăрлансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Ачасем пĕр харăссăн вĕсене санаторинче килĕшнине пĕлтернĕ республика Пуçлăхне, программа кăсăклă тенĕ вĕсем.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачасене малашне те хăйсен пултарулăхне ӳстерсе пыма чĕнсе каланă.  Сăмаха май, «Ташă фейерверкĕ» спорта хутшăнса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тăрăшма каласа хăварнă.  Кăçал спорт уявне Шупашкарта ирттерме палăртса хунине асăннă. 

Санаторин тĕп врачĕ Елена Гурьева хăйĕн сăмахĕнче ачасем кану хыççăн, самай сывалса тухнине палăртнă.  Сипленмелли база пуян тесе çирĕплетнĕ. Ачасене пысăк технологисене тĕпе хурса сипленине каланă.

Учрежденийĕн администрацийĕ пурлăхпа техника базине çирĕплетес ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ.

Пĕлтĕр çуртăн пĕрремĕш хутне тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленине асăннă. Сусăр ачасене кĕрсе тухма условисем лайăх пулнине, çĕнĕ  котельнăй хута кайнине палăртнă.

Республикăри адреслă инвестици программипе килĕшӳллĕн, сиплев учрежденине 14,3 млн тенкĕ куçарса панине палăртнă. Экологи енĕпе пысăк объект çĕклесе лартнине асăннă.

«Солнышко» ачасен лагерĕнче виççĕмĕш сменăра 342 ача канать. Кунта республика Пуçлăхĕ  учрежденире ачасен кану уйрăмĕпе медицина пайне кĕрсе тухнă, ĕçлекенсемпе, ачасемпе курнăçнă. Вожатăйсен ĕçĕпе те кăсăкланнă.  Ачасем республика Пуçлăхне хăйсен кăсăклă та пуçаруллă проекчĕсем пирки каласа кăтартнă, предприниматель пулас килни çинчен те пĕлтернĕ.

  Михаил Игнатьев пуçаруллă ачасен шухăшне ырласа хăварнă. «Эсир вĕтĕ шăпăрлансем кăна-ха, халех пуласлăх пирки шухăшлама пĕлетĕр, бизнес тăвасси çинчен пуçа «вататăр».  Ку вара чи пахи. Хăвăра пурнăçра тупма вĕренĕр. Сахал мар вăй хума тивет, ăслă пулма тăрăшăр, лайăх вĕренĕр.  Чылай ĕçлемелле пулать.  Хăвăр пурнăçăрта ĕçлесе илнĕ тупăш яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе ачасене хавхалантарса хăварнă регион Ертӳçи.   

Кăçал пурĕ республикăра ачасен кану çурчĕсенче пурĕ 102 пин шăпăрлана вырнаçтарма палăртса хунă, финанс тĕлĕшĕнчен вĕсене валли 459,11 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Фоторепортаж  



25 июля 2017
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter