Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикин Посольствин Хусанти уйрăмĕн ертӳçипе Олег Исаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

 Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикин  Посольствин Хусанти уйрăмĕн ертӳçипе Олег Исаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем Чăваш Енпе Беларуçи хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Асăннă тĕлпулăва çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова хутшăннă.

 

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Беларуç Республики Чăваш Енĕн тĕп партнерĕсенчен пĕри пулса тăнине, хăйне евĕр суту-илӳре пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.   Тăтăшах Чăваш Республики Беларуç Республикине хими промышленноçĕн, транспорт, электротехника, пылак çимĕçсем, пир-авăр таварĕсене чылай тăратнине каланă.

Сăмаха май, Михаил Игнатьев хăй Мускавра çĕртме уйăхĕн 29-30-мĕш кунĕсенче IV форум ĕçне хутшăннине, Раççей тата Беларуç Республики хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă çĕре хутшăннине пĕлтернĕ. «Пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене ӳлĕмрен те сарассишĕн çине тăрсах ĕçлĕпĕр.  Шанатпăр, тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ мероприятисем малашне те çирĕпленсе вăйланса пырассине», - тенĕ вăл.  

Беларуç Республикин  Посольствин Хусанти уйрăмĕн ертӳçи Олег Исаев Чăваш Республикин Пуçлăхне хăйне çакăн пек ырă кăмăлтан йыхравланăшăн тав сăмахĕсем каланă.  

«Пирĕн пĕр-пĕринпе çыхăннă промышленноç комплексĕ пур. Электротехника таварĕсене кулленех пĕрне-пĕри тивĕçтерсе пыма тăрăшатпăр.  Ял хуçалăх енĕпе те сахал мар ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленнĕ. Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, Чăваш Республики Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ ытти субъекчĕсем хушшинче хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнине.  Сирĕн сахал мар йĕркеленĕ пысăк ĕçсем пур. Ыттисемшĕн эсир тĕслĕх вырăнĕнче.  Эпир сирĕн ырă тĕслĕхĕре тĕпе хурса ĕçлеме яланах хатĕр», - тенĕ сумлă хăна.   

Ку хутĕнче ертӳçĕсем официаллă майпа Чăваш Енрен делегаци Беларуç Республикине кайма плана кĕртни çинчен те сăмах пуçарнă.  Наукăпа техника, суту-илӳ, культура пайĕнче тачă çыхăнса ĕçлесси пирки ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Олег Исаев хăйĕн сăмахĕнче 2017 çулта кăрлач-çу уйăхĕсенче икĕ республика хушшинчи суту-илӳ çаврăнăшĕн динамики хăпарнине, 50 млн долларпа танлашнине пĕлтернĕ.  Пĕлтĕрхи çул çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал 29 процент пысăк пулнине асăннă.

«Пирĕн малашне те  экономикăра  ӳсĕмсем тума тĕрлĕ майсем пур. Инвестициллĕ проектсене пĕрле пурнăçа кĕртме тĕллев лартатпăр.  Промышленноç, транспорт пайĕнче ĕçлемелли те сахал мар. Паха ĕç опычĕсене Раççейри ытти субъектсем хапăл тусах пурнăçа кĕртсе пынă тĕслĕхсем те чылай, апла пулсан, пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлеме тĕллев лартни пурнăçа кĕрсе пырасси куçкĕретех», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж



25 июля 2017
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter