«Бюджетран сахал мар укçа тăкакланать. Объектсене вăхăтра хута ямалла, кашни çынăн ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла", - тенĕ Михаил Игнатьев

 Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче вăл ĕçе тав сăмахĕсенчен пуçланă. Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене, право хуралĕнче вăй хуракансене,  утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе ĕçлекен канаш членĕсем Шупашкарти аэропортра хăйсене ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав тунине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йошкар-Олара РФ Президенчĕ Владимир Путин Нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе ĕçлекен канаш ларăвне йĕркелесе ирттернине аса илнĕ, 2025-мĕш çулсем валли Раççей патшалăх наци политики валли палăртнă стратеги ыйтăвĕсем çинчен каласа кăтартнă.

Йошкар-Олара хăйсен аэропорт çуккипе, сумлă хăнасем пĕтĕмпех Шупашкара килсе çитнĕ, хыççăн унта çул тытнă.

Вĕсем хушшинче: РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳçин Пĕрремĕш çумĕ Сергей Кириенко, РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Александр Хлопонин (Канаш председателĕн çумĕ),  РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ  Магомедсалам Магомедов (Канашăн яваплă секретарĕ, РФ Президенчĕн протоколсен ертӳçи Владислав Китаев,  РФ вĕренӳпе наука Министрĕ Ольга Васильева, РФ культура Министрĕ Владимир Мединский, Раççей ФАДН ертӳçи Игорь Баринов, РФ Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Виктор Гринь пулнă.

Канаш йышăнăвĕсемпе килĕшӳллĕн, нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессишĕн пирĕн пурсăмăрăн та тухăçлă ĕçлеме тăрăшмалла тенĕ  Михаил Игнатьев.

Планерка ĕçĕнче республикăри адреслă инвестици программа пурнăçа епле кĕрсе пыни çинчен сăмах пуçарнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова 2017 çулта программа валли бюджетран  пĕтĕмпе 4649,5 млн тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Çулталăкăн çур çуллăхĕнче  пĕтĕмпе 740,9 млн усă курнине, вăл 15,9 процентпа танлашнине пĕлтернĕ.  Вĕренӳ пайĕ  бюджет укçипе 304,9 млн тенкĕлĕх, сывлăх сыхлавĕ - 34,9 млн,  çул-йĕр хуçалăхĕ - 283,3 млн, культура - 60,9 млн, спорт - 56,9 млн усă курнине палăртнă.   Çулталăк вĕçленнĕ тĕле Çĕрпӳре çĕнĕ шкул хăпартса лартма тĕллев лартнă. Шупашкарта – ача садне, Сĕнтĕрвăрринче, Кукеçре, Çĕмĕрле районĕнче,  Канашра, Патăрьелĕнче, Вăрмарта, Хĕрлĕ Чутайра, Тăвай районĕнче тата ытти муниципалитетсенче те сахал мар объектсем çĕклесе лартма плана кĕртнĕ.  ФАПсем, культура çурчĕсем, спорт керменĕсем хута каясси паллă.  

Калаçу вăхăтĕнче Инна Антонова объектсене хăпартса лартас ĕçре бюджет укçипе туллин усă курманни сисĕнет, объектсем вăхăтра хута каяйман хăрушлăх та пулма пултарать тенĕ.  Çĕмĕрле районĕнче шкул-интернат çĕкленет, ăна «КСО «Красночетайская» ТМЯО строительство ĕçне пурнăçлать.  Графикран юлса ĕçлени куçкĕретех тенĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан. Кун пек пăтăрмах Патăрьел районĕнче те пулнине, культура çурчĕн строительство ĕçĕ вăраха тăсăлса кайнине асăннă вăл сăмаха малалла тăсса. Тăвайĕнче те йывăрлăхсем пуррине пĕлтернĕ. Пăрачкавра проектсенчи хаксем паянхи пурнăçри хаксемпе тӳр килменнине, хăй вăхăтĕнче проекта 2011 çулхи хаксемпе йышăнса хăварнине палăртнă. Ĕç хучĕсене йĕркене кĕртессипе тăрăшнине палăртнă Инна Антонова.  Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра тупса палăртнă кăлтăксене пĕтерессипе «СК «Гарант» ТМЯО ĕçленине каланă (директорĕ Георгиева О.И., учредителĕ Варданян Л.В.).

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ВВС» ТМЯО ĕçне критикленĕ. Директорĕ Игорь Анисимов хăйне шанса панă ĕçе Сĕнтĕрвăрринчи объекта – шкулăн строительство ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннине палăртнă.  Срокпа килĕшӳллĕн объекта 2017 çулта çурла уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хута ямалла.  Паянхи куна илес пулсан, 49 млн тенкĕлĕх кăна ĕçе пурнăçланă, контракта пурнăçламанни сисĕнет, йывăрлăхсем сиксе тухасси паллă тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, маларах Игорь Анисимов «ПромСпецСтрой» ТМЯО йĕркелесе ертсе пынă пулнă. 2014 тата 2015 çулсенче «Амазония» этнокомплексра вĕсен фирми срока пăрахăçласа строительство ĕçĕсене пурнăçланă пулнă, шывпа çыхăннă объектсене планпа килĕшӳллĕн пурнăçлайман. Хальхи вăхăтра «ПромСпецСтрой» ТМЯО ликвидациленет.  Унăн маларахри ертӳçи Игорь Анисимов шăпах та «ВВС» ТМЯО ертсе пырать.  Патшалăх объекчĕсене малалла та çаплипех пурнăçлама йышăнса пырать.  Кунсăр пуçне унăн тата та тепĕр организаци те пур имĕш. Вăл та пăрахăçланасси паллă. Хальхи вăхăтра Игорь Анисимов Севастополь хулинче «ППС» ТМЯО регистрацилеме те ĕлкĕрнĕ. Чее хăтланни куçкĕретех.  Пĕр организацирен тепĕр организацие куçса патшалăха суеçтерме тăрăшни паллă та ĕнтĕ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«ВВС» ТМЯО директор çумĕсене Наиль Хасянова тата Алексей Белокурова Михаил Игнатьев хытă асăрхаттарнă: «Эсир бюджет укçине илнĕ, анчах та объекта туллин пурнăçламан.  Енчен те эсир хăвăр çине илнĕ ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçлаймастăр пулсан, хăвăр ярăнакан хаклă машинăсене сутса ярăр та объекта хута ярăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

Подрядчиксене малашне çирĕп тĕрĕслев витĕр кăлармаллине  асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ. Енчен те пĕр хутчен объектсен ĕçне вăхăтра пурнăçламан пулсан, вĕсене урăх объектсене пачах та кĕртме юраманнине çирĕп каланă Михаил Игнатьев.

«Бюджетран сахал мар укçа тăкакланать. Объектсене вăхăтра хута ямалла.  Кашни çынăн ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла. Кун пек пăтăрмахсем кăçал пуçласа мар пулаççĕ. Çакнашкал киревсĕр ĕçсем пулкаланă.  Чее предпринимательсем объектсене кĕрсе каяççĕ, патшалăх укçине те илеççĕ, анчах та строительство кирлĕ пек шайра пурнăçланмасть, çав вăхăтра тӳрĕ кăмăлпа ĕçлес текен организацисем айăккинче тăрса юлаççĕ,  вĕсене пула ĕçсĕр аптраççĕ», -  тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.   Малашне Чăваш Республикин Экономика министерствине тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисен списокне хатĕрлеме хушнă.



25 июля 2017
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter