Кун йĕркинче социаллă ыйтусем

  Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – халăха социаллă пулăшу паракан учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатасси,  ĕçлемен пенсионерсене компьютер ăсталăхне вĕрентесси.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева çак ыйтăвăн тĕп тĕллевĕсем пирки чарăнса тăнă. Енчен те ыйту пурнăçлансан, сусăр çынсен, ватăсен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма май пулĕ тенĕ вăл.

Социаллă программăпа килĕшӳллĕн, 2017 çулта Кукеçри ачасен интернат-çуртне тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме палăртнă.  Унта ачасем ытларах ăс-хакăл енчен кăштах хавшанисем пурăнаççĕ. Енчен те программа пурнăçа кĕрсен,   270 ĕçлемен пенсионера компьютер ĕçне вĕрентме тĕллев лартнине каланă вăл.  Пĕтĕмĕшле программăна пурнăçа кĕртес тесессĕн, 4 млн ытла тăкакланассине пĕлтернĕ Лариса Арсентьева сăмаха малалла тăсса.

«Сусăр çынсене валли те пирĕн ыттисенни пекех пĕр  тан условисем йĕркелесе парассишĕн çине тăрса ĕçлемелле.  Тĕслĕх вулавăшĕсенче,  НФЦ ватăсене валли аталанса пыма, ăс пухма условисем йĕркелесе памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев унăн сăмахĕсемпе килĕшсе. 

 Республика хыснинчен субсиди мелĕпе сусăр çынсене валли  укçана  ĕçпе тивĕçтерекенсене куçарса памалли  йĕрке пирки калакан ĕç хутне тишкернĕ.   Программа 30 инвалида пулăшупа тивĕçтерме май парĕ,  енчен те вĕсем ĕçлеççĕ пулсан.   Çакă сусăр çамрăксене нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех ĕçе вырнаçма тата хăйсене ирĕклĕн туйма, ăс-хакăл енчен пуянланма витĕм кӳрĕ.  



26 июля 2017
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter