Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева паян, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Çĕрпӳ районĕнче автомашина çулĕ çинче пулнă инкек пирки оперативлă лару-тăрăва пĕлтернĕ

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева паян, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Çĕрпӳ районĕнче автомашина çулĕ çинче пулнă инкек пирки оперативлă хыпара пĕлтернĕ, унти лару-тăру çинчен каласа кăтартнă, вилнисемпе аманнисем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.

  Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви тата республикăри медицина центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, паян кăнтăрла иртсен 13 сехет те 30 минутра М7 трасса çинче 673 км çухрăмра автоавари пулнă.  Васкавлă пулăшу паракан 4 машина 8 минут хушшинче инкеке лекнисене çăлма çитнĕ.

 Çак самант тĕлне пурĕ 3 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, 6-шĕ аманнине,  сиплев учрежденийĕсене вырнаçтарнине вĕсенчен пĕрне реанимацине хунине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă ыйтăва çивĕч тĕрĕслевре тытма хушнă. Чирлисене кулленех тĕрĕслесе тăмаллине, вилнисен тăванĕсене кирлĕ пек пулăшусем памаллине каланă.    



26 июля 2017
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter