Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе Пĕтĕм Раççейри «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ»  политика партийĕн членĕсемпе  Алена Аршиновăпа, Николай Маловпа тата Леонид Черкесовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, чи актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.

Регион Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче енчен те йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене вăхăтра татса парас тесессĕн,  граждансен тĕрлĕ кăткăс сĕнĕвĕсене çийĕнчех пĕр-пĕринпе тĕл пулса пăхса тухма чĕнсе каланă саккунсен пайĕнче ĕçлекенсене.  

Алена Аршинова педагогсен шалу укçийĕпе çыхăннă ыйтăва сӳтсе явма тăратнине пĕлтернĕ.  ППЭ тыттарнă вĕрентекенсен ĕç укçин пайне çĕнĕлле хакламалли çинчен сăмах хускатнă.  «Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тыттарнă тата ăна валли хатĕрленĕ педагогсен ятарлă гаранти пур, çав вăхăтрах патшалăхăн пĕтĕмлетӳ аттестацине 9-мĕш класра вĕренекенсене тыттарнă чухне вара  вĕрентӳ пирки калакан гаранти саккунĕ пачах та ĕçлемест.  Палăртса хăвармалла, 11-мĕш класран вĕренсе тухакансен йышĕ чылай сахалтарах 9-мĕш класра вĕренсе тухаканнисенчен. Шăпах та, çакна шута илсен аван пулмалла», - тенĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ.  

Николай Малов РФ Патшалăх Думинче кăçал çĕртме уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче РФ Патшалăх Думинче çутçанталăк ресурсĕсемпе тата çĕрсемпе ĕçлекен Комитет пайташĕ пулса тăрăшнине пĕлтернĕ.  «Комитет çав тери чылай та кăткăс ыйтусене тишкерет. Эпĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе тата çак ыйтусемпе ĕçлекен ятарлă министерствăпа тачă çыхăнса ĕçлеме тĕллев лартатăп», - тенĕ вăл.   Юлашки вăхăтра халăх РФ Патшалăх Думине шаннине палăртнă, çакнах социологи ыйтăмĕ та çирĕплетсе панине пĕлтернĕ.  Сăлтавĕ паллă, ыйтусене халăхпа пĕрле сӳтсе явни. «Граждансене пырса тивекен ыйтусене е тата саккунсене кĕртсе хăварма тĕллев лартнă çĕнĕлĕхсене яланах пĕрле пăхса тухнă. Юлашки ларура РФ Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин кун пек практика ĕçĕпе ӳлĕмрен те ĕçлессине палăртнă. Нормативлă право ĕç хучĕсене ытларах та ытларах йышăнас тесе тĕллев лартмаççĕ депутатсем.  Чи пахи саккунсем лайăх ĕçлени тата вĕсем пысăк пĕлтерĕшĕ пулни», - тенĕ вăл. 

Пухăннă депутатсем республика РФ шайĕнче авторитетлă пулнине тата ăна ыттисем хисепленине пĕлтернĕ.

Леонид Черкесов  РФ Патшалăх Думинче вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет пайташĕ шутланать.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики  шкулсене хăпартса лартма федераци уйăракан укçа-тенкĕне вăхăтра тата тухăçлă усă курса пынине пĕлтернĕ.  Кунсăр пуçне регионти хытă каяшсене пуçтарса тирпейлессипе ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине каланă.  Ку хутĕнче ертӳçĕсем РФ вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Васильева пуçарăвне сӳтсе явнă, муниципалитетсем çинче шутланса тăракан шкулсене регионсен шайне кăларма тăратнă ыйтăва пăхса тухнă.

Леонид Черкесов тата çакна та палăртса хăварнă, РФ Патшалăх Думинче ĕçлекенсенчен ытларах пайĕ малтанласа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçленине асăннă. «Хальхи вăхăтра РФ Патшалăх Думинче 50 ытла депутат ĕçлет, вĕсенчен 22-шĕ регионсенчи тĕп хуласен пуçлăхĕсем пулса тăрăшнă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   Тен çавăнпа та çӳлерех палăртнă ыйтăва анлăн пăхса тухасси куçкĕретех пулĕ тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев калаçăва малалла тăсса, маларахри çулсенче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене те муниципалитетсенчен кăларса регион шайне тăратнине асăннă. Вĕренӳ учрежденийĕсен тĕп тĕллевĕ – ачасене тарăн пĕлӳ парасси.  Регионти влаçа куçарса пани нимĕнле йывăрлăх та кăларса тăратмасть тенĕ Пуçлăх.  Тата тепĕр тесен, Чăваш Республики районсемпе хуласемпе питĕ çывăх тăрать, халăх пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ уйрăм ыйтусем пирки каласа кăтартнă, вĕсене федераци шайĕнче пăхса тухма чĕнсе хăварнă. Калăпăр, медицина страхованийĕ пирки ыйту.  Ĕçлемен халăх валли пăхса хăварнă тариф чылай хăпарнă, регион бюджетĕнче ку ыйтăва татса пама пĕтĕмпех укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнине пĕлтереççĕ.  Официаллă майпа ĕçлемен граждансене медицинăн тӳлевсĕр пур ыйтăва та татса пама хĕн.  Çынсем ниçта та ĕçлемеççĕ, нимĕнле налуксем те тӳлемеççĕ, чирлесен вара тӳлевсĕр сипленесшĕн.  Кун пек пурăнма йывăр.   Бюджет саккунĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Тĕлпулăва пухăннисем кашни ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă, хăйсен шухăшне палăртса хăварнă.

Фоторепортаж



26 июля 2017
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter