Республика бюджечĕн тупăш пайĕ пĕтĕмĕшле 2,234 млрд тенкĕлĕх ӳсет

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ĕçе пухăннисем Чăваш Республикин республика бюджетне 2017 çул тата 2018, 2019-мĕш çулсем валли йышăннă саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пирки ĕç хутне пăхса тухнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ ӳснине,  2016 çулхипе танлаштарсан 4,4 процент планпа пăхса хăварнинчен пысăкрах пулассине асăннă. «Çакă регионти экономика секторĕ тухăçлă ĕçлесе пынине çирĕплетет», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, налуксем пухассипе ĕçлекенсене, налука вăхăтра тӳлесе пыракансене  тав тунă.  Ĕçрен пăрăнас текенсемпе те çине тăрса ĕçлени куçкĕретех тенĕ вăл.

«Республикăра бюджет политики çав тери паха. Уççăмлăн ĕçлени те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Финанс ĕçĕ кирлĕ пек шайра пулса пырать», - палăртнă Михаил Игнатьев.  Наукăпа финанс тĕпчев институчĕ (НИФИ) Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи патшалăх учрежденийĕсен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайне пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕм ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне хакланă хыççăн, Чăваш Республики 2017 çулта 7-10-мĕш вырăнсене тухнă. Палăртса хăвармалла, çак кăтартупа 2016 çулта Чăваш Республики 16-мĕш вырăнта тăнă пулнă.  Кăçал палăртма кăмăллă, ӳсĕм чылай. Енчен те пĕлтĕр бюджетăн уççăнлăхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ регионĕсем хушшинче пирĕн республика çӳллĕ шайра тăракан субъектсен хушшинче  кăна тăчĕ пулсан, кăçал вара çав тери çӳллĕ шайри ушкăнри регионсен шутне кĕчĕ. Эпир бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăх шайĕ енĕпе федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта тăратпăр. Çĕршыври 85 субъект хушшинче малтисен ретĕнче пулни те пурсăмăра та ĕçлеме хавхалантарса пырать тенĕ вăл. Рейтинг ĕçне хатĕрлемелли методикăна çулсерен çĕнетсех пыраççĕ. Малашне тата та аталанса пыма меллĕрех пултăр тесе тăрăшаççĕ. «Эпир çак пысăк çитĕнӳсене упраса хăварассишĕн ӳлĕмрен те тăрăшса ĕçлĕпĕр.  Финанс тухăçлăхне ӳстерсе пыма тăрăшăпăр», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Паян пăхса тухнă саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2,234 млрд тенкĕлĕх ӳсет.  Вăл шутран  республикăн харпăр хăй тупăшĕ 1,2 млрд. хăпарнă. Çак ӳсĕм – налук пухассин кăтартăвĕ пысăк пулнипе çыхăннă, вăл 973 млн тенкĕлĕх чылайланнă. 

«Бюджетăн тăкак пайĕ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ приоритетлă ыйтусене татса пама  куçать, патшалăх программисене тивĕçтерме каять.  Бюджетăн тупăш пайĕ ӳссе пыни – патшалăх программисемпе туллин ĕçлеме май парать.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те вăхăтра пурнăçлама витĕм кӳрет», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл сăмаха май, хушма укçа-тенкĕне хăш тытăма куçарса парасси пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн пайне - 434 млн куçать.  Вĕсенчен 154 млн тенкĕ ядерлă медицина пайне хута яма куçарма палăртса хунă. Эмелсем туянма – 107 млн,  пурлăхпа техника базине пуянлатма – 98 млн пăхса хăварнă.  Хушма укçапа васкавлă пулăшу памалли 7 машина илме палăртнă, Шупашкар районĕнче  ФАП хăпартса лартма тĕллев лартнă.

Республика бюджетне çĕнĕлĕх кĕртнĕ май, вĕренӳ пайне 291,5 млн уйăрма палăртнă.  Вĕсенчен кĕнекесем илме 108 млн пăхса хăварнă, ĕç укçин шайне ӳстерме – 37 млн, пурлăхпа техника базине çĕнетме 60 млн куçĕ.  

Культура пайĕ валли те пулăшу куçасси куçкĕретех.  Ăна валли 208 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Вĕсенчен ĕç укçин шайне хăпартса тӳлеме пĕтĕмпе 98 млн куçарĕç, культура пайĕн пурлăхпа техника пайне пуянлатма 70 млн уйăрасси те паллă. «Пĕр сăмахпа калас пулсан, культура, вĕренӳ пайĕнче ĕçлекенсен шалу укçине тӳлеме хушма укçа 135 млн тенкĕ куçать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Ял хуçалăхне аталантарса пыма 140,2 млн хушма пулăшу куçĕ. Халăх пуçаруллă пулнине кура, Ял хуçалăх министерстви витĕмлĕхĕпе ялсенчи инфратытăма аталантарса вăй илтерме, проектсене ĕçе кĕртме 20 млн пăхса хăварнă.  Пурĕ халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма палăртса хунă  пĕтĕм укçан виçи  20 процент хăпарасси паллă, кăçал унăн калăпăшĕ  95 млн тенкĕ пуласси куçкĕретех.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  планпа пăхса хăварнă налуксен пайĕ 358,2 млн ӳсессине пĕлтернĕ,   вăл 291,5 млн танлашнине асăннă. Пурлăхсенчен – 182,2 млн тенкĕ тупăш кĕнĕ, уйрăм çынсенчен пуçтарăнакан налук пайĕн виçи 275 млн тенкĕлĕх ӳснине те асăнса хăварнă.   Мĕнпур хушма укçа-тенкĕ вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорт пайĕн пурлăхпа техника базине çĕнетсе улăштарма куçнине асăннă министр.  Кăтарту 2016 çулхипе пăхас пулсан, мĕнпур калăпăш 14 процент кăçал пысăк тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   Çул-йĕр фончĕ 167 млн тенкĕлĕх ӳсесси паллă.  Çак укçана ытларах проектсен, çулсем сарассин ĕçне тăкаклама палăртаççĕ. Çулсем Вăрмарта, Каçал енче, Тăвайĕнче, Вăрнарта çĕнĕрен сарăлĕç. Кăçал Çул-йĕр фончĕ валли пурĕ 5,3 млрд пăхса хăварнă, 2016 çулхинчен 1,5 хут пысăк пулни курăнать.   Бюджетран куçакан укçапа республикăра «Сад» тата «Çĕнĕ хула» микрорайонсенче шкулсем çĕкленĕç, ача сачĕ хута кайĕ, Пăрачкавра шывпа тивĕçтермелли системăна ĕçлеттерсе яма тĕллев лартнă.

«Республика бюджетне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн унăн тупăш пайĕ 2017 çулта  43190,5 млн танлашать, маларахри тапхăрта палăртса хунинчен 22,9 процент пысăкрах. Тăкак пайĕ - 44413,5 млн танлашать. Республика хыснин дефицичĕ  1223,1 млн пуласси паллă.  Ку енĕпе те кăтарту япăхах мар, ытти чухнехинчен 100 млн тенкĕ пĕчĕкрех», - тенĕ Светлана Енилина. Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕн виçи çулсерен пĕчĕкленсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  2018 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн калăпăшĕ   14203,6 млн (планпа пăхса хăварнинчен 6 млн пĕчĕк пулни сисĕнет). 

«Бюджетран куçакан кашни тенки тĕллевлĕн усă курăнмалла. Халăхăн пурнăç ырă енне улшăнса пынине туймалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



26 июля 2017
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter