Элĕк районĕн актуаллă хыпарĕсем

Çирĕккассисен - ял уявĕ

 

Иртнĕ кунсенче Çирĕккасси ялĕнче пурăнакансем уявра савăннă. Районта кун пек уявсене ирттересси анлă сарăлнă пулин те кашни ялшăн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпах ăна тĕплĕн хатĕрленме тăрăшаççĕ. Ку хутĕнче те Çирĕккассисем хăнасене кĕтсе илме, уява илем кĕртес тĕллевпе маларах урамсене тирпейлесе тасатнă.

Чи малтанах ял уявне Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов уçнă. Вăл ял-йыша ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă тата умри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Вырăнти халăха саламланă май кунта ĕçе юратакан, хăна-вĕрлене пăхма пĕлекен, ырлăхпа палăракан çынсем пурăннине палăртнă. Çавăн пекех уявра район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Любовь Артемьева çамрăк çемьесемпе чылай çул юратупа килĕшÿре пурăнакан мăшăрсене саламланă, парнесем панă. Çирĕккассисене вара юлашкинчен вырăнти, Кĕçĕн Тăванти, Ураскилтри пултарулăх коллективĕсем уяв концерчĕ парнеленĕ. Етĕрне районĕнчен килнĕ хăнасен юрри-ташши те ял-йыш кăмăлне кайнă.

 

Йĕркене кĕртсе çитермен-ха

 

Иртнĕ эрнере ятарлă комисси Ехремкасси, Юнтапа тата Тени ял тăрăхĕсене çитсе социаллă инфратытăмăн 30 объектĕнче пулчĕ. Вĕсем ялсенчи магазинсемпе почта уйрăмĕсене, культура çурчĕсене кĕрсе тухма хевтесĕррисем валли условисем пуррипе çуккине тĕрĕслерĕç.

Рейдра çакă палăрчĕ: ялсенчи чылай объектра инвалидсем валли кирлĕ условисем туса паман, кĕнĕ çĕрте пандуссем çук е вĕсем нормăпа килĕшсе тăмаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте çакна ячĕшĕн тунине те асăнса хăвармалла. Ертÿçĕсене ку енĕпе йĕрке кĕртме хушнă. 

Пирĕн районта пурĕ 1275 инвалид пурăнать. Вăл шутран 102-шĕ - ачасем.

 

Тунсăхлама вăхăт çук

Çуллахи каникула усăсăр ирттерес йăла çук Питĕшкасси ял библиотекине çÿрекен ачасен. Кунта вĕсемпе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Иртнĕ кунсенче ачасем пĕрле пухăнса Интернет хăрушсăрлăхĕ çинчен калаçрĕç, вĕрентсе каланине ăша хывма тăрăшрĕç. Уйрăмах çакă виртуаллă тĕнчере тус-юлташ тупнă чух асăрхануллă пулмаллипе, Интернетра калани пурте тĕрĕс пулманнипе çыхăннă. Юлашкинчен ачасем çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çитрĕç: компьютер нихăçан та чăн-чăн юлташ пулаймасть, чи çывăх çынсен юратăвĕпе туслăхне ылмаштараймасть.

Хыççăнах тĕлпулура каланине çирĕплетмелле тенĕ пекех ачасем библиотека ĕçченĕсемпе пĕрле «Çĕр çырли пуриншĕн те аван!» ятпа эко-уяв ирттерчĕç. Пылак çырлан сиплĕхĕ çинчен калаçрĕç, ушкăнпа пĕрле çырлана кайса килчĕç.

 

Куллен тăхăнмалли çи-пуçа чĕрĕлĕх кĕртер

 

Юлашки вăхăтра Чăваш Республикин дизайнерĕсем республикăра пурăнакансем наци тумтирне çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес енĕпе интересленнине палăртаççĕ. Артистсемпе модăшăн çунакан çынсем çи-пуçĕсене   чăваш тата вырăс эрешĕсемпе илемлетеççĕ. Анчах та кулленех чăваш çи-пуçне тăхăнаймăн, çавăнпа та кашни кун тăхăнмалли япалана чăваш тĕррисемпе капăрлатма тивет иккен. Çынсен ялан мĕнле те пулин хăйне евĕрлĕ япала тăхăнас тата ыттисенчен уйрăлса тăрас килет-çке.

Çакна тĕпе хурса Элĕкри этнопаркра «Çу кунĕсем этностильпе» ятлă акци йĕркеленĕ. Асăннă акципе килĕшÿллĕн иртнĕ эрнекун этнокартишĕн курав ĕç-хĕлĕн тата экспозици енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Алена Судман тата районти тĕп библиотекăри кĕнĕкепе тивĕçтерекен пай заведующийĕ Зоя Удякова ачасене чăваш костюмĕсен йăли-йĕркин историйĕпе паллаштарнă. Чăваш хĕрарăмĕн, арçынĕн тата ачин тумĕсен уйрăмлăхĕсем пирки калаçнă.

Чăваш культури хăйне евĕрлĕ тĕррипе паллă. Çавăнпа та чăваш тумне тĕрлĕ эрешпе капăрлатнă. Çак акци вăхăтĕнче хальхи тата ĕлĕкхи çи-пуç хушшинчи уйрăмлăхсемпе пĕрпеклĕхсене тупассине тĕпе хунă. Чăнах та, çуллахи вăхăтра хăш чухне чăваш эрешлĕ кĕпе тăхăннă хĕрсемпе каччăсене курма пулать. Кашни кун тăхăнмалли тума истори элеменчĕсемпе илемлетни килĕшÿллĕ курăнать.

Чăваш тумне хатĕрлес ăсталăх кашни хĕрачара пытаннă. Ĕлĕкех асаннесемпе кукамайсем чăваш çи-пуçне хăйсен аллисемпе хатĕрлесе тăхăннă. Çак йăлана паянхи кун упраса хăварас тесе тăрăшмалла. Çавăнпа та çитĕнсе пыракан ăрăва ку енĕпе малтанах интереслентермелле. Чи кирли - хăйсем тĕллĕн çи-пуç хатĕрлени вĕсене килĕштĕр, çак ĕç хавхалану кÿтĕр. Хĕрачасем хăйсен ĕçĕсене курса савăнччăр.

Çак акцие кашни ача хутшăнма пултарать. Унăн тĕллевĕ - кашни кун тăхăнмалли япаласене наци эрешĕсемпе усă курса чĕрĕлĕх кĕртсе ача-пăчан пултарулăх ĕç-хĕлне аталантарасси.

А. СИЛИВЕСТРОВА.

 

 

Пакша йышланĕ

 

Пакша «Лакрей вăрманĕ» паркăн палли шутланать. Вăл çакăнта тахçанах йăва çавăрнă. Халĕ вĕсен йышĕ самаях чакнине палăртмалла. Август уйăхĕнче Хула кунĕ тĕлне тата «Лакрей вăрманĕ» йĕркеленнĕренпе 60 çул çитнĕ май çакăнта Хусанти усравлăхран Алтай 10 пакшине илсе килĕç.

Вĕсене çĕнĕ вырăнта хăтлă пултăр тесе ятарлă пÿртсем вырнаçтарасшăн тата апат çитермелли вырăн хатĕрлесшĕн. Çакă пакшасене сивĕрен, юртан хÿтĕлĕ, йыш хушма пулăшĕ.

Лакрей вăрманĕпе Шупашкар хула администрацийĕ «Пакша çурчĕ» конкурс йĕркелеççĕ. Хутшăнас кăмăллисен август уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче парка асăннă чĕрчун валли ăсталанă пÿрте илсе пыма юрать.

 

Юбилей ячĕпе - шахматçăсен ăмăртăвĕ

 

Июлĕн 22-мĕшĕнче «Хĕлхем» спорткомплексра Илленьушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕрпÿ хулинче пурăнакан тивĕçлĕ канури Юрий Степанович Егоровăн 80 çулхи юбилейне халалласа республикăри шахматçăсен турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва хамăр районсемсĕр пуçне Муркаш, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенчи, Шупашкар хулинчи шахматçăсем пурĕ 22-ĕн хутшăнчĕç.

 

Турнирта Швейцари тытăмĕпе пурĕ 9 тур иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна В.Скворцова (Шупашкар хули), иккĕмĕшне А.Григорьев (Çĕрпÿ хули), виççĕмĕшне А.Пахомов (Кÿкеç поселокĕ) çĕнсе илчĕç. Уйрăм парнесене Элĕк салинчи В.Владимиров, В.Сергеев (Çĕрпÿ районĕ) тивĕçрĕç. Ачасем хушшинче те хăйне евĕр интереслĕ вăйăсем иртрĕç. Вĕсенчен кашниех çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн вăй виçрĕ. Хальхинче Рома Никандрова (Элĕк сали) çитекенни пулмарĕ. Вăл пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕрпÿри Вадим Петров иккĕмĕш пулчĕ. «Чи аслă шахматçă» ята Л.Краснов (Тивĕш), «Чи çамрăк шахматçă» ята Вадим Петров (Çĕрпÿ хули) илме тивĕçрĕç, вĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç.

 

З.ФЕДОРОВ, тĕп судья.

 

Тепĕр хут наркотик сиенĕ çинчен

 

Раççейре наркотик серепине лекнĕ 550 пине яхăн, Чăваш Енре 3 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çапах та ку вăл статистика кăна, нарколог тухтăрсем патне лекменнисен шучĕ те, паллах, пĕчĕкех мар. Тĕпрен илсен, çак серепене 18-30 çулхи çамрăксем çакланнине палăртмалла. Наркоманипе чирлисен йышĕ Чăваш Енпе чикĕллĕ регионсенче (Тутарстан, Чулхула облаçĕ) ытларах пулнине асăнмалла. Сăнанă тăрăх тата статистика кăтартăвĕсемпе, 2016 çулта наркотикпа иртĕхекенсен тата наркотикпа чирлисен шучĕ 2015 çулпа танлаштарсан 6,9 процент чухлĕ чакнă.

Уйрăмах çула çитмен ачасем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ, мĕншĕн тесен ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Тата ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран, тус-юлташĕнчен килет. Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкрен, ача садне çÿренĕ вăхăтранах сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Ача шкула кайсан, ăна кружоксене, секцисене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла.

Ача психотроплă япаласем тутанма пуçланине çак паллăсем кăтартаççĕ: шкулта япăх вĕренме пуçлать, малтан килĕшнĕ япалапа интересленме пăрахать, кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнать, апат питĕ сахал çиет, куç шăрçийĕсем пĕчĕккĕ е питĕ сарăлса кайнă, çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлать тата ашшĕ-амăшĕнчен вĕсемпе пытанса калаçать, килтен укçа çухалнине сисме пулать, япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутлă пакетсем, пипеткăсем тупма пулать.

Наркотикпа минренĕ çын хăйне урăхла, ÿсĕр çын майлăрах тытать: хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем хăйне евĕр йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт хĕрÿлленсе калаçать. Наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăха кăна пулнине шута илмелле. Витĕмĕ пĕтсенех асапĕсем пуçланаççĕ, çын хăйне япăх туйма пуçлать. Вара вăл каллех туйăмне лайăхлатма наркотик шырама пуçлать.

Наркологи диспансерĕнче чирлисем хушшинче темĕнле шăпаллисем те пур. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Ирина 25 çулхи хĕрарăм. Наркотиксемпе пĕрмай иртĕхнĕрен упăшки вилнĕ, вăл виçĕ çулхи хĕрĕпе амăшĕ патне таврăннă. Иринăна мăшăрĕ 18 çултах наркотикпа паллаштарнă. «Çунатсăрах вĕçме пулать, тутанса анчах пăхатпăр», - тенĕ каччи. Анчах та, тутанса пăхнă хыççăн вĕсем текех чарăнайман. Ача çуралсан та вĕсемшĕн наркотик пĕрремĕш вырăнта пулнă. Ирина каланă тăрăх, кулянман пĕр кун та çук. Мĕншĕн тесен института кĕнĕскер малалла вĕренейменни, çемье арканни, сывлăхĕ чĕре, пĕвер чирĕсемпе, ВИЧ инфекцийĕ ернипе хавшани питĕ пăшăрхантарать. Пĕчĕк хĕрĕ те сывах мар. Мĕншĕн малтантарах наркотика пăрахман тата сипленме пуçламан-ши;

Çакна каласа хăварасшăн, пирĕн республикăра наркоманипе чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу пама майсем пур. Республикăн наркологи диспансерĕнче наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче наркотик серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне ĕç те тупса параççĕ, ниçта пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарма пулăшаççĕ. Тепĕр майлă каласан, чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурăнма вĕрентеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнчех наркомансен анонимлă ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Çакăн пек пулăшăва илме наркологи диспансерĕн Шупашкарти Пирогов урамĕн 6-мĕш çуртĕнче вырнаçнă реабилитаци уйрăмне чĕнетпĕр. 8(8352) 23-41-82* 58-03-84 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

А.АНДРЕЕВА,  

Республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ.

 



26 июля 2017
11:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter