Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

 

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

 

Вăрнар районĕнчен килнĕ ФАП ертӳçи  Татьяна Афанасьева йышăнăва хăйĕн ачисемпе пĕрле килсе çитнĕ.  Хĕрарăма хваттер ыйтăвĕ пăшăрхантарнă, нумай ачаллă çемьене çуртпа тивĕçтерес ыйтăва татса памалли вăхăта кăштах та пулсан чакарма май килмĕ-ши тесе ыйтнă республика Ертӳçинчен. Вăл хăйĕн мăшăрĕпе пиллĕк ача пăхса çитĕнтерет. Черете вĕсем 2012 çулта çу уйăхĕнче тăнă имĕш.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта социаллă программăсене пурнăçа кĕртсе пырас тĕлĕшпе бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Вăл шутран, нумай ачаллă çемьесене те патшалăх пулăшу парса тивĕçтернине асăннă.  Афансьевсен çемйине 65,7 тăваткал метр лаптăклă хваттерпе тивĕçтерме палăртнă, республика хыснинчен 1,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Çурта хăпартса лартма аукцион ирттернĕ. Строительство ĕçне кам пуçлассине палăртнă.   «Çĕнĕ çул валли сире  çĕнĕ çуртпа тивĕçтерме тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Михаил Игнатьев.

Светлана Иванова пенсионерка Канаш районĕнче пурăнать. Вăл Шаккăл тăрăхĕнчи  Утта юхан шывăн çыранне çирĕплетме май килмĕ-ши тесе ыйтнă республика Пуçлăхĕнчен.   Шыв пурăнмалли çуртсенчен аякрах мар юхса выртнине пĕлтернĕ. Енчен те шыв  çуркуннехи тапхăрта хăпарсан, çуртсене инкек кӳме пултарать тесе каланă вăл сăмаха малалла тăсса.

Михаил Игнатьев 2012-2020-мĕш çулсенче РФ шыв хуçалăхĕн комплексне аталантарассипе йышăннă федерацин  тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн, Утта юхан шывăн çыранне улăштарса çирĕплетме май пуррине пĕлтернĕ. Объектăн строительство ĕçĕн хакĕ 7 млн пулассине те каласа хăварнă.

«Авăн уйăхĕччен подрядчикне палăртмалла, конкурс ирттермелле.  Халăха инкекре пăрахса хăвармăпăр.  Çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн мĕнпур ĕçсене вăхăтра йĕркелеме тăрăшăпăр.  Инкек-синкек сиксе тухма пултарассине пирĕн кĕтсе лармалла мар.  Кирлĕ пек мерăсем халех йышăнмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Кунсăр пуçне Михаил Игнатьев халăха хăйсен пурлăхне инкек пулассинчен асăрханса страхлама чĕнсе каланă.

Муркаш районĕнче пурăнакан Людмила Михайлова  районти Н.В. Никольский ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти ăшă санузелсем пирки сăмах пуçарнă.

Михаил Игнатьев шкулсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан условисене йĕркелемеллине виçĕ çул каяллах ыйтăва хускатнине тепĕр хут аса илнĕ.  Пĕтĕмĕшле республикăра çак ĕç хĕрӳ пырать.  Çитес вăхăтсенче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче çак ыйтусене пĕтĕмпех татса пама палăртса хунă тесе каланă республика Ертӳçи. Çак çӳлерех палăртнă шкулăн строительство ĕçне 2017 çул валли йышăннă ĕç планне кĕртсе хăварнине палăртнă.  Ăна пурнăçлама республика бюджетĕнче 1,756 млн пăхса хăварнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлемелле тесе асăннă.   

Тăвай районĕнчен килнĕ Екатерина Степанова хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхне ялсенче медицина пайне аталантарма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Юлашки çулсенче уйрăмах ФАПсем чылай хута кайнăшăн савăнса вăл хăй шухăшне пĕлтернĕ.  Сăмаха май, Тăвай районĕнчи тĕп больницăра УЗИ аппаратне туянма май çук-ши тесе ыйтса пĕлнĕ, вĕсен халăхĕсем Канаша çӳренине пĕлтернĕ.  Çулталăк вĕçлениччен çак аппарата илмелле тесе каласа хăварнă Михаил Игнатьев, ăна валли укçа-тенкĕ те бюджетран уйăрма палăртнă тенĕ.  Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ вăтамран 3 млн пулассине пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев унран медицина пулăшăвĕсен пахалăхĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ.  Районта çынсем кăмăллă е кăмăллă маррипе кăсăкланнă.  Екатерина Степанова Тăвай тăрăхĕнче пурăнакансем медицина пайĕн ĕçĕпе мăнаçланнине пĕлтернĕ, условисем питĕ аван тенĕ. 

Михаил Игнатьев йышăну пӳлĕмне пынă çынсен ыйтăвĕсене пурне те тĕрĕслеве илнĕ.

Фоторепортаж



27 июля 2017
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter