Ларăва пухăннисем халăха илсе çӳретекен обществăлла транспорт ыйтăвне хускатнă, çӳренĕшĕн тӳлев пирки те чарăнса тăнă

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем халăха илсе çӳретекен обществăлла транспорт ыйтăвне хускатнă, çӳренĕшĕн тӳлев пирки те чарăнса тăнă.  

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче 2013.12.31  566-мĕш №-лĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма чĕнсе каланă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕн çĕнĕ проектне РФ тата регион саккунĕсене тĕпе хурса йĕркеленине пĕлтернĕ министр.  

Хула тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсене халăха транспорт çинче карттăпа тӳлемеллин йĕрки пирки калакан ĕç хутне пăхса тухма чĕнсе хăварнине пĕлтернĕ министр.

Маларах нормативлă право акчĕн проектне Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинче тĕплĕн пăхса тухнине палăртнă министр. Уçă калаçăва предпринимательсене те йыхравланине асăннă. «Единая Транспортная Карта»  ТМЯО пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, халăха йышлăн турттаракан транспортсем çинче хальхи вăхăтра пĕрлĕхлĕ оператор тивĕçтерет тенĕ. «Йывăрлăхсем пачах та пулмалла мар. «ЕТК»  ТМЯО 10 çуллăха килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Çак ыйтупа муниципалитетсен конкурс ирттермелле, подрядчика тупса палăртмалла. Нормативлă право ĕç хутне те пăхса тухса йышăнса хăвармалла. Пирĕн енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркеленĕ», - тенĕ министр сăмаха пĕтĕмлетсе.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев   хăйĕн сăмахĕнче халăха йышлăн илсе çӳретекен транспортсен хăш-пĕр хуçисем федераци тата регион шайĕсенче йышăннă мĕнпур саккунсене туллин пăхăнманнине палăртнă.   Тĕслĕх вырăнне Шупашкарта çӳрекен маршут таксийĕсем пирки чарăнса тăнă. «Хула йышăну туса хăварнă, халăха илсе çӳретекенсем терминалсемсĕрех паянхи кун та», - тесе çирĕппĕн каланă Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова

Хула пуçлăхĕ çитменлĕхпе килĕшнĕ, ыйтăва çивĕчрех пăхса тухмаллине асăннă.  «Паллах, пирĕн çак кăткăс ыйтăва татса пама нимĕнле ирĕк те çук.  Тĕрĕслев сахал мар йĕркеленĕ.  Администрацинче ĕçлекенсене çитменлĕхсем пирки çирĕплетсе калама ыйтрăмăр.  Ун хыççăн вĕсем полицине те çӳрерĕç.  Ыйту вырăнтан хусканмарĕ, ĕçлекенсем тухса кайрĕç. Çĕнĕ çынсене йышăнтăмăр, анчах кăлăхах», - тенĕ вăл.   

Михаил Игнатьев çак ыйтупа ĕçлекен яваплă министерствăна çирĕп асăрхаттарнă, Владимир Иванова йĕрке тума хушнă.  «Халăха турттарасси – тупăшлă бизнес шутланать.  Çапах та паянхи рынокра пурин те условисене пăхăнса пымалла. Çынсен карттăпа та укçан та тӳлеме ирĕк  яланах пулмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. 



27 июля 2017
07:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter