Çĕрпӳ районĕнче Атăлçи федераци тăрăхĕн Уй-хир кунне анлăн паллă тунă

 

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнче Атăлçи федераци тăрăхĕн  Уй-хир кунне анлăн паллă тунă. Ку хутĕнче мероприятине пухăннисем хăмла пахчисен ĕçĕпе паллашнă, сăра вĕретес ĕç  ăсталăхĕпе кăсăкланнă,  урпа салатне  курса хакланă, сăра сĕм пылĕпе сăйланнă. 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятийĕн пленар пайне хутшăннă.  Чи малтанах вăл хăнасене чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕшĕн тав тунă. «Наци пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ паянхи форум урпа, салат, хăмла тата сăра таврашне тирпейлессипе ĕçлекен предприятисемпе организацисен ертӳçисене пĕр чăмăра пухрĕ.  Мероприятине йĕркелекенĕ Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви.  Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн агропромышленноç пайĕнче тăрăшакансем чылайăн пухăннă», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

Сăмаха май, пĕлтĕр юпа уйăхĕнче Чăваш Республикинче РФ Ял хуçалăх министерстви анлă мероприяти йĕркелени çинчен те аса илсе хăварнă. Шăпах та, ун чухне хăмла лартса çитĕнтерес ыйту çивĕч тăнине, паянхи пурнăç таппишĕн те питĕ актуаллă тесе палăртнă. 

«АПК аталантарас» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем патшалăх пулăшăвне сахал мар тивĕçнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Палăртма кăмăллă, çĕршывра хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсем нумай пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем те кун пирки уççăнах пĕр харăс çирĕплетсе калаççĕ.  Патшалăх пулăшăвне тĕпе хурса Раççейре, çав шутрах Чăваш Республикинче те хăмла лартса çитĕнтерсе тавар тирпейлесе илес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă мероприятине хутшăннисем.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш çĕрĕ çинче хăмлана аталантарса яма çав тери меллĕ пулнине каланă, ресурссем те пысăк тенĕ. Ăна валли регионта наука пайĕ вăйлă ĕçлет, кадрсем çителĕклĕ, паха ĕç опычĕ те пысăк тесе пĕлтернĕ хăнасене. «Мĕнпур потенциала пирĕн производствăна ӳстерме, таварсен пахалăхне лайăхлатма ямалла», - тенĕ вăл.

Паянхи рынокра çак çӳлерех асăннă тавар çав тери пысăк пĕлтерĕшлине, ăна кура предприятисене тата та тухăçлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă. «Сăра вĕретессипе ĕçлекенсем хăмлана хапăл тусах йышăнаççĕ.  Фармацевтра та анлăн усă курни куçкĕретех. Çак ĕçпе тăрăшсах тимлемелле, ун чухне тупăш илесси те паллă», - тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.

 Ют çĕршывсенчи бизнес-пĕрлешĕвĕсене çак тытăмпа, хăмла лартса çитĕнтерессипе, ĕçлеме чĕнсе каланă. «49 çул усă курма çĕр лаптăкĕсене уйăрса пама пултаратпăр. Вăл тапхăр вăхăтĕнче кирек епле проект та хăй хакне кăларма пултарать», - тенĕ республика Ертӳçи.  Палăртса хăвармалла, çитменнине тата чăвашсен сăри чаплă, мĕн авалтан халăх сăра вĕретме ăста пулнă.  Маларахри тапхăрсенче кашни çемьере хăмла лартса çитĕнтернĕ, сăра вĕретнĕ.  Паян регионта хăмла лартса çитĕнтерессипе ĕçлекен предприятисем пурнăç таппипе тан пыраççĕ, пысăк технологи те вăй илет. Пирĕн тăрăхра тирпейленсе тухакан хăмла çĕршыври тĕрлĕ кĕтессене ăсатăнать.

  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăмла, сăра, урпа салачĕпе ĕçлессипе витĕм кӳрекен Наци пĕрлешĕвĕн президентне Александр Мордовина Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса чысланă.

Александр Мордовин республика ертӳлĕхне тата Михаил Игнатьева çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелеме пулăшнăшăн ырланă. «Çак форума кашни çул Чăваш Республикинче  ирттерме сĕнетĕп, ӳлĕмрен виноград лартса çитĕнтерессипе ĕçлекен ăстаçăсене те чĕнме эпир хавас», - тенĕ вăл.

Александр Мордовин хăйĕн сăмахĕнче Наци пĕрлешĕвĕнче пĕтĕмпе 500 ытла РФ АПК компанийĕсем тăнине пĕлтернĕ, вĕсем чылай тавар тирпейлесе кăларнине асăннă.

Форум ĕçне пухăннисене РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим  Николаев саламланă,   вăл Федераци Канашĕнче АПК енĕпе ĕçлекен Комитет Председателĕн Михаил Щетининăн  тав çырăвне вуласа панă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Республикинче ытларах та ытларах хăмла лартса çитĕнтересси, тĕрлĕ таварсене анлăрах калăпласси.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă ыйтупа регионта паянхи куна епле ĕçлесе пыни çинчен тĕплĕн паллаштарнă.  Кирек епле лару-тăрура та, Раççейре ытти субъектсем хушшинче Чăваш Ен хăмла лартса çитĕнтерессипе малта пынине палăртнă.  Наука бази республикăра пуян тесе хакланă.  Пурĕ регионта 250 тĕрлĕ тĕслĕ хăмла тирпейленсе тухнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче «Чувашхмельпром» АУО, «АгроРесурсы» ТМЯО лайăх ĕçленине палăртнă. 2016 çулта тавара 324 тонна пухса илнĕ, ăна валли патшалăх енчен 2 млн тенкĕ тăкакланнă.  Чăваш Ен бюджетĕнчен чылай укçа куçарнă. «Çĕршыв ертӳлĕхĕ ял хуçалăхне аталантарма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрленĕ. Пирĕн вара агропромышленноç пайне çĕнĕ шая илсе çитерессишĕн çине тăрсах ĕçлемелле», - тенĕ Сергей Артамонов.  Ку хутĕнче ĕçе пухăннисем вăрлăхсем пирки те сăмах пуçарнă. Ыйтупа Мускаври ФРГ Посольствин ял хуçалăх пайĕпе ĕçлекенсем: Д-р Хинрих Снелль,  РФ Чехи Республикин Посольствин атташе Никола Грушкова, «Шпальтерхопфен»  компанийĕн генеральнăй директорĕ Франк Браун, Раççейри «Сингента» ТМЯО директорĕ Джонатан Браун тата ыттисем те тухса калаçнă. Чи малтанах вĕсем хăйсене Чăваш Республикине килсе курма йыхравланăшăн тав тунă, чăваш халăхĕ ырă кăмăллă тесе палăртнă. 

 Михаил Игнатьев мероприяти ĕçне пĕтĕмлетнĕ май çапла каланă: «Эпир яваплăха туйса ĕçлеме шантаратпăр. Патшалăх енчен тивĕçтерекен пулăшăвăн виçине те пысăклатрăмăр. Енчен те предприятисем тăкак тӳссен 80 процентне саплаштаратпăр. Риск, паллах, çук мар. Хамăр çине çав тери пысăк ĕç илтĕмĕр.  Шанатпăр, енчен те çĕр ĕçченĕ пĕтĕм кăмăлтан ĕçлесен, тухăç пулассине», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне Михаил Игнатьев.  Çак кун хăнасем хăмла пахчисемпе, урпа лартса хăварнă лаптăксене курса хакланă, пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕпе паллашнă.

Фоторепортаж



28 июля 2017
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter