Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртни пирки хушăва алă пусса çирĕплетнĕ

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртни пирки хушăва алă пусса çирĕплетнĕ.  Çак ĕç хутне республика Пуçлăхĕ паян, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тухса çӳрекен ларăвĕнче йышăннă.  Паян çак Правительство комиссийĕн ларăвĕпе пĕрле Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин анлă ларăвне те ирттереççĕ. 

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăрăва çут çанталăк сиенне кура палăртнă. Вырнăн-вырнăн çĕрте те тăпрара та нӳрĕк ытлашши пухăнса кайнă. Тĕллĕн-тĕллĕн кăтарту чылай ӳсни курăнать. Ял хуçалăх культурисем сиенленнĕ.  Кăçал çу уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕчченех  çут çанталăк пăтăрмахсем кăларса тăратрĕ. Тĕрлĕ ял хуçалăх культурисем вăй илсе ӳсеймерĕç.  Хальхи вăхăтра вырма та кая юлса пырасси куçкĕретех пулĕ.  Çанталăк сивĕ тата йĕпе тăнине кура,  уй-хир ĕçĕсене 2 эрне кая юлса пуçланă.  Енчен те ытти çулсенче ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне уйра ĕçсене вĕçленĕ пулсан, кăçал вара çĕртме уйăхĕн варринче кăна уйри ĕçсене тирпейлесе çитернĕ.  Курăксем çителĕклĕ таран ӳсмен, культура хавшани курăнать.  Выльăх-чĕрлĕх апатне кая юлса пуçтарнă.  Енчен те пĕлтĕр утта çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче кайнă пулсан, кăçал вара çак ĕç çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çеç пуçланнă.  Республикăра паянхи кун та вырмана тухман, пĕлтĕр утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче хĕрӳ тапхăр вăхăчĕ пулнă.  Тăпрара нӳрĕк пысăк пулнине кура, ӳсен-тăран кирлĕ пек хăпармасть, выльăх апатне те хатĕрлеме хĕн, тухăç çухаласси те куçкĕретех. 

Гидрометеорологи Чăваш Енри центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, тăпрари нӳрĕк нормăран чылай пысăк, 2 хут нумайрах тесе пĕлтереççĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн регионти пекех Удмурти Республикинче, Пушкăртра, Волгоград облаçăнче те лару-тăру йывăр.

Аса илтеретпĕр, утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Шăпах та, ун чухне çӳлерех асăннă ыйтăва анлăн сӳтсе явнă.

 



28 июля 2017
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter