Çĕнĕ тухăçа пухса кĕртессине сӳтсе явнă

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин анлă канашлăвне йĕркелесе ертсе пынă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртни пирки хушăва алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăрăва çут çанталăк сиенне кура палăртнă. Вырнăн-вырнăн çĕрте те тăпрара та нӳрĕк ытлашши пухăнса кайнă. Ял хуçалăх культурисем сиенленнĕ.  Кăçал çу уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕчченех  çут çанталăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Ял хуçалăх культурисем вăй илеймен.  Хальхи вăхăтра вырма та кая юлса пырасси паллă.  Çанталăк йĕпе тăнине кура,  уй-хир ĕçĕсене 2 эрне кая юлса пуçланă.  Енчен те ытти çулсенче ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне уйра ĕçсене вĕçленĕ пулсан, кăçал вара çĕртме уйăхĕн варринче кăна уйри ĕçсене тирпейлесе çитернĕ.  Курăксем çителĕклĕ ӳсмен, культура айванланни курăнать.  Выльăх апатне кая юлса пуçтарнă.  Енчен те пĕлтĕр утăна çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче кайнă пулсан, кăçал вара çак ĕç çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче çеç пуçланă.  Республикăра паянхи кун та вырмана тухман, пĕлтĕр утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче хĕрӳ тапхăр вăхăчĕ пулнă.  Тăпрара нӳрĕк пысăк пулнине кура, ӳсен-тăран кирлĕ пек хăпармасть, выльăх апатне те хатĕрлеме хĕн, тухăç çухаласси те куçкĕретех. Гидрометеорологи Чăваш Енри центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, тăпрари нӳрĕк нормăран чылай пысăк, 4 хут нумайрах тесе пĕлтернине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Район администрацийĕн ертӳçисене вырмана вăхăтра, мĕнпур тухăçа туллин пухса кĕртме хушнă.

«Ял хуçалăхне аталантарасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Аграри тытăмĕнчи ыйтусене кулленех республика ертӳлĕхĕ тĕрĕслевре тытать.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче бюджетра ял хуçалăхне аталантарма хушма 140 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 2017 çул валли республика хыснинче ял хуçалăх тытăмне аталантарма пĕтĕмĕшле 2 млрд 398 млн уйăрнă, кăтарту 2016 çулхипе танлаштарсан 8,2 процент пысăкрах», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Лару ĕçĕнче пухăннисем ял хуçалăх пайĕнчи кăçалхи çур çулти ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, çитес тапхăр валли тĕллевсем палăртнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх производствин таварсен калăпăшĕ 101,5 процентпа танлашнине палăртнă. 2017 çул утă уйăхĕ 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ республикăра 202,8 пин пуç мăйракаллă шултра  выльăха шута илнĕ.  Акса хăварнă лаптăксем – 554 пин га шутланаççĕ. 2016-мĕш çулхинчен 1,4 процент пысăк пулнине палăртнă. Кăçал кĕрхи культурăна 105 пин га çĕр лаптăкĕ çинче акса хăварма плана кĕртнĕ. Министр хăйĕн сăмахĕнче агропромышленноç пайне уйăракан патшалăх пулăшăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, вĕсен йĕркисем çинчен каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева хăйĕн докладĕнче паянхи куна ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекенсене пĕтĕмпе патшалăх пулăшăвне 1,3 млрд тенкĕлĕх субсиди парса тивĕçтернине асăннă.   Ку хутĕнче ĕçе пухăннисем вырма, выльăх апатне хатĕрлес ĕçсене анлăн сӳтсе явнă.  «Чувашхлебопродукт»  АО тата «Продовольственный фонд Чувашской Республики»   унитарлă предприятине тыр-пула хатĕрлеме витĕм кӳме чĕнсе каланă.  «Тĕш тырăна хамăрăн регионти ял хуçалăх пайĕсенчен йышăнмалла.  Чăваш Республикин продовольстви фондне агропромышленноç комплексне пулăшу пама йĕркеленĕ»,- тесе асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Чувашхлебопродукт» АО генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев вĕсем хуçалăхсенчен 54 пин тонна тырă туянма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Паха çăнăх калăпăшне ӳстермелле.  Тавар халăх хушшинче анлăрах сарăлмалла.  Пирĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне ӳстерсе яма юрамасть», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, вăл çапла каланă: «Ял хуçалăх министерствин патшалăх тивĕçтерекен пулăшăва агропромышленноç пайĕнче ĕçлекенсем патне вăхăтра илсе çитермелле. Тăкаксене вăхăтра палăртмалла, вĕсене саплаштарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле, ял хуçалăх таварне сутассипе ятарлă вырăнсем пасарсенче хатĕрлемелле», - тенĕ.

Çанталăк лăпкă тăманнине кура, чи ăнăçлă та лайăх ĕçлесе пыракан паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса пымалла тесе  чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ паянхи мероприятине пухăннисене.   Лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласса шанса каланă Михаил Игнатьев.

«Вырмана – ĕлĕкренех халăхпа пĕрле тухнă. Енчен те пурте тăрăшса ĕçлесен, хуçалăхра йĕрке хуçалансан, пĕтĕмпех лайăх пуласси, тухăçа туллин пухса кĕртесси куçкĕретех», -  тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Ертӳçи.

Фоторепортаж

 



28 июля 2017
18:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter