Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти район администрацийĕсен ертӳçисемпе, АПК пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансемпе, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тухса çӳрекен лару ĕçне ирттернĕ, ăна паян Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин анлă ларăвĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

 

Правительство комиссийĕн ĕçне тытăниччен чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район администрацийĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçăва çакăн пекех республикăри ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекен предприятисемпе организацисен ертӳçисем хутшăннă.  Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри, вырма ĕçне тухасси, выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлесси тата ыттисем те.  Тыр-пул тухăçне пухса кĕртесси паянхи пурнăç таппинче çав тери актуаллă ыйту пулса тăрать.  

Çанталăк йĕпе тăнине кура, тыр-пул пахалăхĕн шайĕ чаплах пулмĕ, çавăнпа та ăна лайăх типĕтсе хума тивет, тепĕр çул валли упрама пĕлмелле.  Тырă типĕтмелли хатĕрсемпе туллин пурин те усă курма тăрăшмалла, вĕсемпе ĕçлеме ирĕк пани çинчен ĕç хучĕсене те вăхăтра хатĕрлесе çитерме хушнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуçалăх ертӳçисене.  Ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă.

Паянхи куна илес пулсан, регионта Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпӳ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче тырă типĕтсе кĕртмелли ятарлă хатĕрсем пуррине палăртнă. 

Тĕплĕ калаçăва пухăннисем кăçал хуçалăхсем вырмана виçĕ эрне кая юлса тухассине каланă, тыр-пул кирлĕ пек пиçсе çитменнине палăртнă.

Елчĕк район администрацийĕн Пуçлăхĕ Николай Миллин пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем çитес эрнере уй-хире вырмана тухма тĕллев лартнине пĕлтернĕ, кĕрхи культурăна пухса кĕртме шут тытнине каланă. Хальхи вăхăтра мĕнпур хуçалăх ертӳçисем, специалистсем вырмана тухма хĕрӳ хатĕрленеççĕ, кирлĕ пек мерăсем йышăнассишĕн тăрăшаççĕ тенĕ вăл. Муниципалитетра ял хуçалăх техникине тĕрĕслев витĕр çирĕп  кăларнине палăртнă. Харпăр хăй хуçалăхĕсенче те тракторсене вăхăтра техтĕрĕслев витĕр кăларнине пĕлтернĕ.  Пĕр сăмахпа палăртсан, пĕтĕмпех ĕçсене туллин пурнăçланă тенĕ муниципалитет пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Общество палатин пайташĕ, «Коминтерн»  кооператив председателĕ Альбина Новикова çанталăк лăпкă тăманнине кура, льготăллă кредитсем илес ĕç аван йĕркеленсе пынине асăннă.   

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. 

Паянхи ларура ял хуçалăх пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем те сăмах илнĕ. «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организацийĕн вице-президенчĕ Петр Ивантаев, Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн Ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ Василий Шадриков хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарнă.  Вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче ял хуçалăх пайĕшĕн тата та йывăртарах çулсем пулни пирки аса илнĕ, каласа кăтартнă.  Пĕрле тăрăшса ĕçлесен, кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пулать тенĕ ватăсем.  



28 июля 2017
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter